Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑҫта кӑна ан ҫит — ялсемпе хуласем витӗр тухатӑн-и, уйсемпе сӑртлӑхсем урлӑ пыратӑн-и, лартса ӳстернӗ вӑрмансене кӗретӗн-и — пур ҫӗрте те пирӗн офицерсемпе салтаксен вилтӑприсене куратӑн — пӗчченшер пытарнисене те, ушкӑнпа пытарнисене те…
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Инҫетре-инҫетре, шупка кӑвак тусан тӗтӗмне мӑкӑрлантарса, икӗ кустӑрмаллӑ урапасем тӗрлеттерсе пыраҫҫӗ, пӗчченшер юланутсем таҫталла сиккипе вӗҫтерсе каяҫҫӗ.На горизонте — окутанные сиреневой дымкой пыли — на рысях шли двуколки, скакали одиночные всадники.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫара уран, ҫарамас хӗрлӗ гвардеецсен ҫӗнӗ ушкӑнне илсе килчӗҫ те, персе вӗлерме кӑмӑл тунӑ казаксем ҫӗннисемпе улшӑнчӗҫ, каллех пӑшал сассисем кӗрлесе кайрӗҫ, типпӗн ҫурӑлса, пӗчченшер пенӗ сасӑсем кӗрӗслетрӗҫ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Уй-хирте пралук карса тухман-ха, анчах пулас электричество ҫулӗ вуншар ҫухрӑма палӑрчӗ: ун тӑрӑх пӗчченшер те, ушкӑнпа та ҫынсем сапаланнӑ — вӗсем шӑтӑксем чавнӑ, юпасем лартнӑ, пралук карса пынӑ; вӑкӑр е лаша кӳлнӗ лавсем юпа салатса, унталла та кунталла пӗр йӗрпе кумса ҫӳренӗ, тиенӗ пушӑ лавсене туртса пыракан тракторсем хире-хирӗҫ пулса пӗр-пӗрне ҫул панӑ; унта та кунта вӑхӑтлӑх хӳшӗ е палатка курӑннӑ, вучахран тӗтӗм йӑсӑрланса хӑпарнӑ, апат пӗҫерекен хӗрарӑмсен шурӑ тутӑрӗсем вӗлтлетнӗ; чавнӑ шӑтӑксенчен кӑларнӑ тӑпра тӗмескисем тӗлӗнмелле тӳрӗ выртнӑ, каюра чавса кӑларнӑ тӑпра пекех туйӑннӑ вӗсем, кашни тӗмеске тӗлӗнчех юпа выртнӑ…
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Типӗ вартан сӑрт пысӑк мар пек курӑнать; унӑн тӑрринче темиҫе ватӑ хурӑн, вӗсен айӗнче пӗчченшер ларакан хӗрессем, тайлӑмра — нумай пулмасть пас тытнӑ ҫамрӑк ҫӑкалӑх…
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак станицӑсен нумай ҫулхи историйӗнче нихҫан та кунта халӑх ҫак кунсенче килнӗ чухлӗ йышлӑн пухӑнман; пулас трассӑн икӗ енӗпе те вӑхӑтлӑха тунӑ таборсем: хӳшӗсем, ҫивитти айӗнче урапасем, шыв тултарнӑ пичкесем лараҫҫӗ, вучахсем ҫине виҫӗ юплӗ патаксем лартса тухнӑ; мӗн чухлӗ инҫене пӑхатӑн, пур ҫӗрте те, горизонта ҫитичченех, ҫав урапасемпе ушкӑн-ушкӑн тата пӗчченшер ҫынсемех курӑнаҫҫӗ, хӗвел ҫинче унта та кунта хӗрлӗ ялавсем ялкӑшса илеҫҫӗ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пуҫ урлах тенӗ пек, ҫӳлтен, пӗчченшер снарядсем шӑхӑрса иртеҫҫӗ те вӑрман хыҫнелле кая-кая ӳкеҫҫӗ, — нимӗҫсем хӑйсен вут-ҫулӑмне оборона ӑшнелле куҫарма пуҫларӗҫ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Айлӑмсенче тӗттӗм часах сирӗлеймест, анчах халь унта та ҫутӑ йӗри-таврари сӑрт тӳписемпе айккисенче ӗнтӗ инҫетренех кӗрхи калча уйӗсем, пӑрахса хӑварнӑ тырӑ ҫӗмелӗсем тата пӗчченшер шӑлан тӗмисемпе акаци тӗмисем курӑнса лараҫҫӗ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӗтӗмӗшпе илсен, халӗ хӑрушлӑха пӑхмасӑр хӑтланма пӗчченшер майлӑрах пулнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑхӑт-вӑхӑт йӑлӑмпа ҫил вӑшӑрхаса иртет, таҫтан инҫетрен пӗчченшер шӑнкӑрав сассине илсе ҫитерет — каҫа юлнӑ кӗтӳ хула еннелле анать.
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1
- 2