Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрҫа сăмах пирĕн базăра пур.
пӑрҫа (тĕпĕ: пӑрҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑрҫа хурчӗсем пӑрҫана хӑйне те пысӑк сӑтӑр тӑваҫҫӗ — хурчӗ ӳснӗ ҫемӗн вӑл шалта пысӑк хӑвӑлсем тӑвать, ҫапла май эндоспермӑн ҫур пайне ытла пӗтерет.

Вредоносность гороховой зерновки также заключается в порче зерна, так как личинка в период ее развития выедает большие полости, уничтожая около половины эндосперма и больше.

Пӑрҫа хурчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5250-%D0%9F% ... D0%B8.html

Хурчӗсем пӗрерӗн ҫамрӑк пӑрҫа ӑшне кӑшласа кӗреҫҫӗ; кӗркунне, пӑрҫана пуҫтарса илнӗ хыҫҫӑн, кипкеленме пуҫлаҫҫӗ.

Личинки въедаются по одной в молодые зерна; осенью, после сбора гороха, происходит окукление.

Пӑрҫа хурчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5250-%D0%9F% ... D0%B8.html

Ҫуркунне вӑранать, ҫамрӑк пӑрҫа хутаҫҫи ҫине сарӑ ҫӑмарта хӑварать (200-е яхӑн, пӑрҫара пӗр хурт пулать).

Летает весной и откладывает жёлтые яички (около 200, по одной личинке на горошину) на молодые стручки гороха.

Пӑрҫа хурчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5250-%D0%9F% ... D0%B8.html

Пӑрҫа хурчӗ — Bruchus йӑхӗнчи пысӑках мар нӑрӑ, пӑрҫан культурӑлатнӑ сорчӗсене сиен тӑвакан сӑтӑрҫӑ.

Гороховая зерновка — небольшой жук рода Bruchus, злостный вредитель культурных сортов гороха.

Пӑрҫа хурчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5250-%D0%9F% ... D0%B8.html

Хӑяр ҫиес текен валли хӑяр пур унта, пӑрҫа юратаканшӑн ывӑҫне пӑрҫа ҫакланса тухать…

Если кто хочет огурца, найдётся и огурец, тому, кто любит горошек, кладёт в ладошку горошек…

Асамлӑ кӗсье // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 68–72 с.

— Ҫук, пулма пултараймасть, — хирӗҫлерӗ вӑл, — пӑрҫа лавӗнче паллӑ тунӑ икӗ пӑрҫа юнашар лекме нихҫан та пултараймаҫҫӗ.

— Нет-с, не может быть, — возразил он, — так же как не может быть, что в возу гороха две замеченные горошины легли бы рядом.

II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Нимӗҫ пӑрҫисене вӑл малтан виҫӗ пӗчӗк купа туса хучӗ, унтан вара кашнинех тата виҫӗ пая уйӑрчӗ: кашни купине пӗр ик-виҫшер е тӑватшар пӑрҫа лекрӗ.

Она разделила бобы сначала на три кучки, а потом каждую из них — еще на три: в каждой оказалось по два, по три или по четыре боба.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Капитан, карап ҫинчен илсе килсе, мана пӗр михӗ пӑрҫа панӑччӗ, эпӗ ҫав пӑрҫана та вӗсене парса хӑвартӑм, ӑна эсир ан ҫийӗр, нумайрах пултӑр тесе акӑр, тесе канаш патӑм.

Мешок гороха, который капитан привез мне, чтобы я употреблял его в пищу, я тоже отдал им и при этом посоветовал употребить весь горох на посев, чтобы его стало больше.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл пӑрҫа клетки умне чарӑнчӗ, пӑрҫа хутаҫҫисем мӑнтӑр, кукӑр, вӗсем ҫав тери йышлӑ, ҫав ешӗл хутаҫсем ӑшӗнче шултра пӗрчӗсем те пур пулӗ.

Остановился у клетки с горохом, густо обсыпанным кривыми пузатыми стручками, под зеленой кожицей которых угадывались крупные горошины.

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тӗрӗс, Гек, тӗрӗс, пӑрҫа хутаҫҫин ҫуррине шӑтӑк ӑшне алтса чикнӗ чухне: «Тӑпра ӑшне пул, пӑрҫа хутаҫҫи, шӗпӗн, пӑчлан, урӑх мана ан асаплантарнӑ пултӑр», — тесе каласан, тата лайӑхрах, хӑватлӑрах пулнӑ пулӗччӗ.

— Да, Гек, что верно, то верно; только когда зарываешь, надо еще говорить: «Стручок в яму, бородавка прочь с руки, возвращаться не моги!» — так будет крепче.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тракторсем вир акнине пӑхса тӑнӑ самантра юрӑ сӑмахӗсем аса килчӗҫ: — Ҫерем уҫса вир акрӑм, вир акрӑм, Вирӗ пулчӗ пӑрҫа пек, пӑрҫа пек…

Куҫарса пулӑш

С.Чернуха фермер вир ҫеҫ акрӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вӑл шутран 3411 гектар ҫурхи тулӑ, 4743 гектар урпа, 1134 гектар сӗлӗ, 366 гектар пӑрҫа йышши культурӑсем йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра вӗҫлес тесе тӑрӑшаҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d0%b2%d3%9 ... %ab%d3%97/

Майӑн 30-мӗшӗ тӗлне ял хуҫалӑх предприятийӗсем 9654 гектар ҫине пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра вӗҫлес тесе тӑрӑшаҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d0%b2%d3%9 ... %ab%d3%97/

Майӑн 23-мӗшӗ тӗлне ял хуҫалӑх предприятийӗсем пурӗ 8839 гектар ҫине пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хирте ӗҫ вӗрет // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d1%85%d0%b ... %b5%d1%82/

Халӗ тин туйрӗ вӑл: пӑрҫа хырӑм выҫҫине лӑплантарма мар, ҫиес килнине вӑйлатма кӑна пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Майӑн 20-мӗшӗ тӗлне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 13,625 гектар акнӑ е палӑртнинчен 95,3 процент ӗҫе вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир хыпарӗсем // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/50162-uj-k ... ar-sem-135

Мӗншӗн тесен хальлӗхе (ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗ тӗлне) пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен 71 процентне анчах (пурӗ 12297 гектар) акса хӑварайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗсем кая юлнӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... bb%d0%bda/

Вӑл пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 1100 гектар ҫинче акса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ Мухтавӗн ялавне ҫӗкленӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %d0%bde-3/

Палӑртнӑ кун тӗлне кунта 130 гектар ҫинче пӑрҫа тата 120 гектар вика акма ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп контроль кирлӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 80%d0%bbe/

Вӑл шутран — 2874 гектар ҫурхи тулӑ, 3098 гектар урпа, 525 гектар сӗлӗ, 164 гектар пӑрҫа йышши культурӑсем.

Куҫарса пулӑш

Ака-суха ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b0%d0%b ... %ab%d3%97/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех