Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахман (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑншӑн Таранов унпа ҫыхӑну тытма пӑрахман — пӗр-пӗрин патне ҫыру та ҫӳретнӗ, хулара е картун ҫуртӗнче куҫа-куҫӑн та тӗл пулкаланӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫук-ха, ӑна эп пуҫӗпех пӑрахман.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унта та вӑл вӗренме пӑрахман.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

— Эп сана ӗмӗрне те пӑрахман пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Усал шухӑшне пӑрахман иккен, — терӗ хӑй ӑшӗнче ҫакна курса Укаслу.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Киремете кӳрентермен эпир, Пихампара пӑрахман, Пӳлӗхҫӗ пӳрнине хирӗҫлемен.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ хам та, кӗнеке тухнӑ пулсассӑн та, ытарайми чӑваш хӗрӗ Укаслу ҫинчен шухӑшлама пӑрахман.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

— Пӗвӗпе илтереймен пулсан та тутине лайӑх чухлать-ха, шельмӑ: пӑх-ха, кама тупнӑ: саррине те яштакине, — фальцетпа йӳҫлӗн-тутлӑн шӳтлеме пӑхрӗ йӑлттам хура ҫӳҫлӗ вӑтам ҫулсенчи арҫын, самайранпа бритва лезвийӗ «йӑр-йӑр касса — ҫулса пӑрахман» шӑрт сухаллӑскер, кӗпине ярханах янӑскер.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ку эрнере юратса пӑрахман Тарасасен те чунӗ романтикӑпа тулнӑ.

Романтика в этот период буквально витает в воздухе даже у Весов, кто не влюблён.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

- Ӗҫлеме пӑрахни вунӑ ҫул ҫитет ӗнтӗ, анчах та вырӑнти ыйтусемпе нихӑҫан та кӑсӑкланма пӑрахман.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Хырӑмӗ те, йӑшкаса, хыр тӑрринчен пуш витрелле чанкӑртаттарать (халӗ Пурис хыр сухӑрне йӗпетсе чӑмлама та хирӗҫ марччӗ, анчах пыран «ҫул» ҫинче хыр тавраш тӗл пулмарӗ), ӑш хыпни те пач вут хума пӑрахман, ыйхи те хӑй сехетне кура пуҫа ҫӗр ҫинелле пусарать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакӑ пулса иртмесен те ҫав ҫынсенчен нумайӑшӗ пурпӗрех ӗненме пӑрахман.

Куҫарса пулӑш

Улшӑнми шухӑш ҫинчен. Ӑс е кутӑнлӑх? (Conceptual conservatism) // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1290

Тен, упӑшка та пӑрахман пулсан?

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Пӗр шутласан, мӗн-ха вара — эсӗ ҫынна чиксе пӑрахман вӗт?

И потом, в конце концов, что ты — человека зарезал?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Ӗҫме вӗреннӗ пулмалла, манпа пурӑннӑ чухнех сӑмакунтан татӑк тӑмастчӗ. Эрех ӗҫсен арҫын хастар тесе, кашни апат умӗнех пӗрер черкке ӗҫтеретчӗ. Халь те ӗлӗкхи йӑлана пӑрахман пулмалла», — шухӑшларӗ хуралҫӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ку сӑмахсем Санюка шартах сиктерчӗҫ: ара, Мари ҫав Ивана юратса пӑрахман пуль-ҫке?

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Сергей ахалех юратса пӑрахман иккен ку кайӑка. Юратмалӑх пур, мур илесшӗ», — тесе шухӑшларӗ те Сахар ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мамич-Бердей патӗнче тарҫӑра пурӑннӑ чӑваш ҫынни, Ятламас, кӗслепе сӗрме купӑс тума вӗрентсе хӑварчӗ те ӑна, унтанпа вӑл ку ӗҫе алӑран пӑрахман.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир Хусантан тухнӑранпа пӗр-пӗрне пӑрахман.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мана ҫынсем пӑрахман, ҫапах та ҫӗр кӑшланӑ хыҫҫӑн темшӗн эп хама ҫав уйри йывӑҫ майлӑ туйрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех