Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пульӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Заманов укҫине илчӗ те шӑппӑн кӑна: — Пар ӗнтӗ, пар тата, памасан сыхланса кӑна тӑр, — терӗ шӑппӑн, — Странджова пӗр сӑмах кӑна систересси, эс паян мӗнле ӗҫ хускатса ятӑн тесе; ҫамкуна пульӑ лартса ярӗҫ.

Заманов, взяв деньги, негромко проговорил: — Ну, давай, давай еще, а не то берегись, — шепну словечко Странджову о том, какую ты сегодня заварил кашу, — получишь пулю в лоб!

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чим-ха, — чарса тӑчӗ ӑна бей, — чи малтанах унта пилюли пирки каланӑ; ӑна пульӑ тесе ӑнлӑнма пулать!

— Подожди, — остановил его бей в самом начале, — под «пилюлями» нужно понимать пули!

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ман ҫуртра ав кушак ҫурисем те пӑлханма шут тытнӑ: пистолетсем туянаҫҫӗ, пульӑ шӑратаҫҫӗ…

В моем доме котята и те вздумали бунтовать — покупают пистолеты и льют пули…

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗчӗккисем пульӑ шӑратма тытӑнчӗҫ пулсан, ыррине кӗтес ҫук, вӑл етре те шӑратать ӗнтӗ…

Уж если малыши принялись лить пули, так он, чего доброго, пушки льет…

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑнтах сулахай урине салтса икӗ енчен юн кайнине асӑрхарӗ, — пульӑ ун пӗҫҫине шӑтарса тухнӑ иккен.

Разувшись, он обнаружил, что по левой ноге струится кровь с двух сторон, — пуля прошла через бедро навылет.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пульӑ шӑп кӑна ҫум курӑка ҫакланчӗ.

Пуля снова попалав бурьян.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Малтанах каласа хуратӑп: пульӑ ҫеҫ сая яратӑн…

Но предупреждаю, зря пропадет пуля…

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑшал шалтлатрӗ; пульӑ тӗлленӗ вырӑнтан аяккине ӳксе тусан ҫӗклетрӗ.

Грянул выстрел; пуля подняла пыль в нескольких шагах от «мишени».

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов чӗрине ҫапах та йывӑр шухӑш пульӑ пек шӑтара-шӑтара кӗрет.

И все-таки тревожные мысли часто вонзались, как пули, ему в сердце.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Тӑватӑ пульӑ… пиллӗкмӗшӗ ҫук.

— Четыре пули… а пятую он выпустил.

V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑлхинче ҫаплах-ха пульӑ шӑхӑрни те аслати кӗрлени янӑраса тӑратчӗ-ха.

Свист пуль и раскаты грома все еще звучали у него в ушах.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫумӑрӑн сайра та шултра тумламӗсем ҫӗрелле пульӑ пек пыра-пыра ҫапӑнаҫҫӗ.

Редкие крупные капли дождя, как пули, застучали по земле.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун хыҫҫӑн пӑшалпа ҫине-ҫине кӗрӗслеттерчӗҫ, тӗттӗме пула ӑна пульӑ тивмерӗ.

Сзади раздалось несколько выстрелов, но в спасительной темноте пули не задели его.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑшал сасси янӑрарӗ, пульӑ эполета татса кайрӗ.

Выстрел раздался у меня над самым ухом, пуля сорвала эполет.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл каллех курокне пемелле май туса ҫӗклерӗ те чӳрече патӗнче ҫакӑнса тӑракан карттуса тӗллерӗ: пӑшал сасси янраса кайрӗ — пӳлӗме тӗтӗм тухса тулчӗ; тӗтӗм сирӗлсен, карттусне пӑта ҫинчен илчӗҫ те: пульӑ шӑпах варринчен тухса кайнӑ иккен, стена ӑшне кӗрсе ларнӑ.

Он взвел опять курок, прицелился в фуражку, висевшую над окном; выстрел раздался — дым наполнил комнату; когда он рассеялся, сняли фуражку: она была пробита в самой середине и пуля глубоко засела в стене.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пульӑ манӑн чӗркуҫҫине шӑйӑрса кайрӗ.

Пуля оцарапала мне колено.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Илтнӗччӗ эпӗ ҫапла, шапсугсен сылтӑм флангӗнче темӗнле Казбич, хӑюллӑскер, пур тетӗҫ, вӑл, имӗш, хамӑрӑннисем персе тӑнӑ вӑхӑтра та хӑйӗн хӗрлӗ бешмечӗпе ҫав таврашрах утса ҫӳренӗ пулать, пульӑ ҫывӑхран шӑхӑрса иртсен, вӑл питӗ те хисеплӗн пуҫне таять, тет; анчах пӗлме ҫук, вӑлах-ши вара!..

Слышал я, что на правом фланге у шапсугов есть какой-то Казбич, удалец, который в красном бешмете разъезжает шажком под нашими выстрелами и превежливо раскланивается, когда пуля прожужжит близко; да вряд ли это тот самый!..

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ те акӑ, мӗн пулать те мӗн килет тесе, персе ятӑм; пульӑ Казбича хул пуҫҫинчен лекрӗ пулас, мӗншӗн тесен вӑл аллине сасартӑк антарчӗ…

я выстрелил, в свою очередь, наудачу; верно, пуля попала ему в плечо, потому что вдруг он опустил руку…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эх, ҫамрӑксем ҫав! кирек хӑҫан та вара ытла хӗрсе каяҫҫӗ, Анчах пӑшал сасси янраса та кайрӗ, пульӑ лашин кайри урине амантрӗ; хӗрсе кайнипе вӑл тата вунӑ утӑма яхӑн сиксе илчӗ те ҫавӑнтах такӑнчӗ, чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

Уж эта молодежь! вечно некстати горячится… Но выстрел раздался, и пуля перебила заднюю ногу лошади: она сгоряча сделала еще прыжков десять, споткнулась и упала на колени;

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чеченецсен пули айӗнче кичем пулмӗ, тенӗччӗ эпӗ — кӑлӑхах иккен; пӗр уйӑх иртсен эпӗ пульӑ шӑхӑрнине те, вилӗм ҫывӑхрах ҫӳренине те ҫав тери хӑнӑхса ҫитрӗм, пыра киле мана ӳпре сӑхни те ытларах пӑтӑрмах кӑтартнӑ пек туйӑнатчӗ.

Я надеялся, что скука не живет под чеченскими пулями — напрасно: через месяц я так привык к их жужжанию и к близости смерти, что, право, обращал больше внимание на комаров, —

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех