Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳрессе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑл ӗҫкунӗсем колхоза мӗнле усӑ кӳрессе пӗлетӗн-и эсӗ?

— А ты знаешь, какую пользу принесут колхозам эти трудодни?

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Паллах, ҫакна ҫырнӑ чух, пӗр ӑнланма хӗн япала мана ҫав кун каҫхинех хытӑ пӑлхану кӳрессе эпӗ сӗмленмен те.

Конечно, не подозревала, что уже вечером меня смутит очень странное происшествие.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тен, тӑвӑл таврашӗ пулӑшӗ, е тумхахлӑ ҫул-и — мана юлашки канӑҫ кӳрессе шанса тӑратӑп эпӗ».

По крайней мере я уверен, что это последнее утешение не скоро истощится, с помощью бурь и дурных дорог».

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл лартнӑ йывӑҫсем туктамӑшсене, иртен-ҫӳрене тата чылай ҫул киленӗҫ кӳрессе шансах тӑратӑп.

Уверен, что посаженные им деревья принесут много радости на многие годы не только жителям Токташи, но и прохожим.

Чунсӑр этем кӑна ҫутҫанталӑка сиен кӳрет // Н.Петрова. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Пӗлтерӳсен пайӗ сире самай пулӑшу кӳрессе шанса тӑратпӑр.

Мы надеемся, что раздел объявлений вам окажет не малую помощь.

Сайтра пӗлтерӳсем пама май пур // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12702.html

Республикӑн юстици министрӗ, юридици наукисен кандидачӗ Надежда Прокопьева конференцие ҫӗршыври паллӑ ученӑй-юристсене явӑҫтарни пысӑк пӗлтерӗшли ҫинчен каланӑ, наука форумӗн кӑтартӑвӗсем пирӗн патшалӑхӑн право тытӑмне усӑ кӳрессе шаннине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑхпа право аталанӑвӗн XXI ӗмӗрти ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ // Вероника ДАВЫДОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

26. Вара Павел ҫав ҫынсемпе кайрӗ те, тепӗр кунне вӗсемпе пӗрле тасалнӑ хыҫҫӑн Турӑ Ҫуртне кӗрсе, тасалмалли кунсем хӑҫан вӗҫленессе, вӗсемшӗн кашнийӗшӗн хӑҫан парне кӳрессе пӗлтерчӗ.

26. Тогда Павел, взяв тех мужей и очистившись с ними, в следующий день вошел в храм и объявил окончание дней очищения, когда должно быть принесено за каждого из них приношение.

Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вара Иудейӑран Иуда патӗнчен тарса кайнӑ суя тӗнлӗ ҫынсем, иудейсен хурлӑхӗпе инкек-синкекӗ хӑйсене ырӑлӑх кӳрессе шанса, ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе Никанор патне пуҫтарӑнса пынӑ.

14. Тогда язычники, бежавшие из Иудеи от Иуды, толпами сходились к Никанору в надежде, что несчастья и беды Иудеев сделаются их благоденствием.

2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗ хуравланӑ: эсӗ Израиль ывӑлӗсене мӗн чухлӗ инкек кӳрессе пӗлсе тӑнӑран макӑратӑп эпӗ: эсӗ вӗсен керемӗсене ҫунтарса ярӑн, вӗсен яш-кӗрӗмне хӗҫпе вӗлерӗн, кӑкӑр ачисене ҫапса салатӑн, йывӑр арӑмӗсене касса ваклӑн, тенӗ.

И сказал он: оттого, что я знаю, какое наделаешь ты сынам Израилевым зло; крепости их предашь огню, и юношей их мечом умертвишь, и грудных детей их побьешь, и беременных женщин у них разрубишь.

4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Алла Салаева, «Чӑваш Ен чӗрӗ урокӗсем» программӑн модераторӗ, пурнӑҫлама пуҫӑннӑ проект ҫитӗнекен ӑру представителӗсене чӑн-чӑн патриот пулма, тӗрлӗ предметпа пӗлӗве тарӑнлатма, пулас професси тӗлӗшпе шухӑш-ӗмӗте уҫӑмлатма, тӑван халӑх пуянлӑхне хаклама ырӑ витӗм кӳрессе ҫирӗп ӗненет.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чаплӑ ӑсчахсен наукӑри ҫитӗнӗвӗсем малашнехи кал-кал аталанӑва пулӑшу кӳрессе шанса тӑратӑп.

Убежден, что новые научные достижения светил науки послужат дальнейшему динамичному развитию.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2944969

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех