Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗпене (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑвашсем кӗпене ытларах шурӑ кантӑр пиртен ҫӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Сӑмахран, ҫӗнӗ кӗпене ҫӗн уйӑх юсаниччен тӑхӑнма юраман ⎼ нумай тӑхӑнасси пулмасть, юнкун вара кантӑр хутма, кӗпе-йӗм ҫума чарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тин кӑна пасартан хамӑн кӗпене сутса килтӗм.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Юлашкинчен вӗсем кӗпене те, сӗрме купӑса та сутма килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Тен, эсӗ илсе панӑ кӗпене?

Куҫарса пулӑш

4 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Светлана урайне выртса юлнӑ кӗрен кӗпене ҫӗклерӗ те Алексей хыҫҫӑн чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫапла каласа, Светлана ҫав кӗпене Алексей пичӗ ҫине печӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кӗпене хывас мар-и тата.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗпене хывса ҫӗнӗке ҫакса хурам-ха, унта ҫил те вӗркелет, типме те хӑвӑртах типӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Ҫавӑнпа та тӗлпулӑва хамӑн чи хитре кӗпене тӑхӑнса килтӗм, – тет автор кӑмӑллӑн.

Куҫарса пулӑш

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Халӗ ҫамрӑксем ку кӗпене спектакльте Елюкпа Нарспие вылянӑ чухне тӑхӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Авӑк ҫил, ҫанӑсенчен, кӑкӑр умӗнчен вирхӗнсе кӗрсе, кӗпене ҫурӑм ҫинче кутамкка пек вӗрсе карӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл каткана сарайран анатарах йӑвантарса куҫарчӗ, ӑшне курӑкпа шӑлса типӗтрӗ, унтан катемпи ҫинчен сӳсе илнӗ кӗпене катка ӑшне тирпейлӗн сарчӗ те анчӑка унта янӑ хыҫҫӑн, амӑшӗн те йӑвана кӗрсе выртасса кӗтсе илсе, пахчаран тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Ах, каллех мана калаҫтаратӑр! — терӗ Марина аллинчи кӗпене хӑвӑрт-хӑвӑрт чӳхеме тытӑнса.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эпӗ, ҫӗнӗ кӗпене тӑхӑнса, чӳрече умне тенкел Ҫине хӑпарса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тар каснӑ кӗпене, ҫухине ярханах ярса, кӑкӑр тӗлӗнчен тытса силлекелесе илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ кӗпене ун ҫӑварӗнчен васкамасӑр асӑрханса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Шӑртне чӑнк! ҫӗкленӗ анчӑк, хӑрр! хӑрр! хӑрлаттара-хӑрлаттара, ӗнтӗ ӑҫтиҫука, хура ӗҫӗ ӑнӑҫсӑр путланнӑ кукӑр ала, хӑвалама пӑрахрӗ, пашка-пашка, чарӑнса тӑчӗ, унтан алхапӑл ман кӗпе патнелле ыткӑнчӗ, кӗпене шӑлӗсемпе ҫаклатса илчӗ, вара, пуҫне ыраш хушшинчен уй хӗррине тухса тӑнӑ тырккас пек ҫӗклесе, ман еннелле мӑкӑл-мӑкӑл хускалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Чӗрӗ таппа» ҫакланнӑ ҫамрӑк хӑйӗн хура ӗҫӗ пайтасӑр пулнине ӑнланчӗ пулас — кӗпене аяккалла вӑш-ваш ывӑтрӗ те, пуҫне мӗскӗнӗн пӗксе, хула еннелле такам шӑмми-шаккине лутӑркасах сехмет тунӑ пек, санкӑлтата-санкӑлтата, лӑнчӑр-ланчӑр, лӑппи-лаппи сӗтӗрӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Анчӑка курсан, вӑрӑ, кӗсьене ухтарма пӑрахса, манӑн чыса та уявсене тӑхӑнакан тӗксӗм кӑвак кӗпене хӑпӑл-хапӑл ярса илчӗ те, хул хушшине хӗстерсе, аяккалла тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех