Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Кӑштахран эсир Мана кураймӑр, тата кӑштахран Мана каллех куратӑр: Эпӗ Аттем патне каятӑп, тенӗ.16. Вскоре вы не увидите Меня, и опять вскоре увидите Меня, ибо Я иду к Отцу.
Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштереймесӗр туха-туха кая пуҫласан, Павел вӗсене ҫак сӑмахсене каланӑ: Таса Сывлӑш пирӗн аттемӗрсене Исаия пророк урлӑ питӗ лайӑх каланӑ: 26. «кай та кала ҫав халӑха: хӑлхӑрпа илтӗр те — ӑнласа илеймӗр, куҫӑрпа пӑхӑр та — кураймӑр: 27. ҫак ҫынсен чӗрисем хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсене те хупнӑ. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн, куҫӗпе те курӗччӗҫ, хӑлхипе те илтӗччӗҫ, чӗрипе те ӑнланӗччӗҫ, вара Ман енне ҫаврӑнӗччӗҫ — Эпӗ вӗсене сыватӑттӑм» тенӗ.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тата вӗренекенӗсене те каланӑ: акӑ ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне эсир Этем Ывӑлӗн пӗр кунне те пулин курасшӑн пулӑр та, кураймӑр; 23. сире: «акӑ кунта» е «авӑ унта» тейӗҫ — эсир ан кайӑр, хыҫалтан ан чупӑр: 24. ҫиҫӗм ҫиҫет те — тӳпен пӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпен тепӗр хӗррине ҫитиех ҫутатать, Этем Ывӑлӗ Хӑй кунӗнче ҫавӑн пек пулӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Калатӑп сире: хӑвӑр: «Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!» тесе калас вӑхӑт ҫитиччен эсир текех Мана кураймӑр, тенӗ.
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Калатӑп сире: хӑвӑр: «Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен мухтавлӑ!» тесе кӑшкӑрас кун ҫитиччен текех Мана кураймӑр, тенӗ.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл каланӑ: «хӑлхӑрпа илтӗр те — ӑнласа илеймӗр; куҫӑрпа пӑхӑр та — кураймӑр: 15. ҫак ҫынсен чӗри хытса ларнӑ, хӑлхипе те аран илтеҫҫӗ, куҫне те хупнӑ. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн куҫӗпе те курӗччӗҫ, хӑлхипе те илтӗччӗҫ, чӗрипе те ӑнланӗччӗҫ, вара Ман енне ҫаврӑнӗччӗҫ — Эпӗ вӗсене сыватӑттӑм» тенӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Хамӑн ҫиллӗме, Хамӑн хаярлӑхӑма Иерусалим ҫыннисем ҫине ҫитернӗ пек, эсир Египета кӗрсен сирӗн ҫине те Хамӑн хаярлӑхӑма ҫитерӗп, эсир ылханлӑ та хӑрушӑ, ҫын кулли те ҫын мӑшкӑлӗ пулса тӑратӑр, ҫак ҫӗре вара урӑх кураймӑр.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл ҫапла каларӗ: кай та кала ҫав халӑха: илтме илтӗр те — ӑнланса илеймӗр, куҫӑрпа пӑхса тӑрӑр та — кураймӑр: 10. ӗнтӗ ҫак халӑхӑн чӗрийӗ хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсене хупнӑ, куҫӗсемпе те курмаҫҫӗ, хӑлхисемпе те илтмеҫҫӗ, чӗрисемпе те ӑнкараймаҫҫӗ, хӑйсен ҫулне улӑштараймаҫҫӗ — сывалма пултараймаҫҫӗ, терӗ.
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӗслеҫӗ кӗслине калама тытӑнсанах, Елисее Ҫӳлхуҫа алли сӗртӗннӗ, 16. вара Елисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак айлӑмра ур чавса тухӑр, 17. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир ҫил вӗрнине те кураймӑр, ҫумӑр ҫунине те кураймӑр, айлӑма пурпӗрех шыв капланса килӗ, вара эсир хӑвӑр та ӗҫетӗр, вак выльӑхпа шултӑра выльӑх та ӗҫӗ; 18. Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче ку сахал: Вӑл Моава та сирӗн аллӑра парӗ, 19. ун чухне эсир мӗнпур ҫирӗплетнӗ хуласене тата мӗнпур тӗп хуласене аркатӑр, мӗнпур паха йывӑҫа касса пӗтерӗр, мӗнпур шыв ҫӑлкуҫне пӗвелесе тухӑр, мӗнпур хир лаптӑкӗсене чул пӑрахса тухса юрӑхсӑра кӑларӑр, тенӗ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2