Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл гувернер е ачасен ырӑ ашшӗ евӗрлӗ: ку ҫын, хӑйӗн ачисемпе хӗпӗртекенскер, ӗҫсе-ҫисе хавасланса кайнӑ та ачисене те йӑпатасшӑн, ҫакӑнпа пӗрлех вӑрттӑн-хӗрттӗн хӑтланмасӑр та чиперех савӑнма пулнине кӑтартса парасшӑн, теме пулать; апла пулин те, ҫак кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ савӑклӑх маншӑн та, ыттисемшӗн те илӗртӳллӗ, ҫакна та шута илес пулать-и пире кашнинех ҫуршар бутылкӑна яхӑн шампански тивнӗ.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уметбаев пӗрмай Ильсеяр патнелле туртӑнчӗ, вӑл ӑна йӑпатасшӑн, Бикмуш мучи мухтавлӑ вилӗмпе вилни, вӑл хӑйӗн пурнӑҫне революци ҫӗнтерӗвӗшӗн пани ҫинчен ӑшӑ сӑмахсем каласшӑн пулчӗ…
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Мэрдан тахҫанах вӑраннӑ, анчах, хӗрне йӑпатасшӑн пулса ҫеҫ юри ҫывӑрнӑ пек туса выртаканскер, «шӑнана» тытрӗ-тытрех.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Тем мар, тӑванӑм, тем мар, пыршу пӗрӗне пуҫласан, ҫухрӑмне шутласах тӑрӑн-ши — пӑтне мар, иккӗшне те реххетленсе ҫӗклесе килӗн, ывӑннине те сисмӗн, тесе йӑпатасшӑн пулчӗ ӑна Шерккей.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккей, кӑҫал тепле пурӑнмалла пулать ӗнтӗ тесен, Кантюк ӑна чунтанах йӑпатасшӑн пулчӗ, ҫапах та чӗрине уҫаймарӗ.
XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Юлташӗсем вӗсене темпе те йӑпатасшӑн тытӑнса пӑхаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Халӑх кӑмӑллать сана, Паня, — председателе йӑпатасшӑн пулнӑ пек, каларӗ Евдокия Павловна.— Народ тобой, Паня, доволен, — как бы стараясь утешить председательницу, сказала мать.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пурте Юрдан арӑмне йӑпатасшӑн пулса ун тавра тӑрса тухрӗҫ.Все окружили расстроенную бабку Юрданицу, всячески стараясь ее успокоить.
IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эсир халӑха пуҫлӑхсем парса йӑпатасшӑн, анчах танлӑх шухӑшне пӗтӗмпе пӗтересшӗн; вӑйлисен хӑватне вӑйсӑррисене пӑхӑнтарасшӑн, ӗҫ тени капитала пӑхӑнтӑр тетӗр.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Эсир кил хуҫи вырӑнне пулса, мана мӗнпе те пулин йӑпатасшӑн тӑрӑшатӑр эппин? — ыйтрӗ Обломов.— Вы, кажется, стараетесь по обязанности хозяйки занять меня? — спросил Обломов.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл мана йӑпатасшӑн пулчӗ; эпӗ хам та капланса килнӗ кӑмӑла сирсе яма шутларӑм: ку куна эпир пит те янтравлӑ, пит те хӗрӳллӗн ирттертӗмӗр.Он хотел меня развеселить; я думал себя рассеять: мы провели день шумно и буйно.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл мана йӑпатасшӑн:
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӳррипе каласан, эпӗ шухашӑма йӑпатасшӑн кӑна тытӑнтӑм ҫав ӗҫе.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Манӑм чӗрере ҫакӑн пек йывӑрлӑх пурри ҫинчен пӗлнӗ пулсан, вӑл мана хӗрхенетчӗ-ши? — тесе ыйтнӑ Том хӑйӗнчен хӑй. — Вӑл макӑрса яратчӗ-ши, мана мӑйран ыталаса илсе йӑпатасшӑн пулатчӗ-ши?
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Оксана арҫын ачана йӑпатасшӑн чӗвӗлтетрӗ.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
34. Мӗнле-ха эсир мана пулманнипе-ҫуккипе йӑпатасшӑн?
Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2