Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫӑн сăмах пирĕн базăра пур.
вӑрҫӑн (тĕпĕ: вӑрҫӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑн тертлӗ ҫулӗсем, икӗ йӑмӑкӗ сасартӑк чирлесе пурнӑҫран уйрӑлни, амӑшӗ татӑлса йӗни, ашшӗ вӑрҫӑра пуҫ хунине пӗлтерекен хура хут, 1944 ҫулхи выҫлӑх, апат ҫукран шыҫӑнса кайнӑ ҫынсем, таканлӑ ҫӑпатасемпе уйра крахмал пуҫтарни, вунулттӑри хӗрача саккӑрти тата улттӑри йӑмӑкӗсемпе пӗрле пуҫ ҫӗклемесӗр тырӑ вырни, Канаша вӑкӑрпа тырӑ леҫме кайса асап курни...

Тяжелые годы войны, внезапная болезнь двух сестер и их смерть, рыданья матери, черная весть о гибели отца на войне, голод 1944 года, опухшие люди от голода, собор крахмала в лаптях с колодками, совместная уборка зерновых шестнадцатилетней девушки сестренками с восьми и шести лет от роду, страдания при вывозе зерна в Канаш быками...

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Республикӑра ҫаплах фронтран инҫетри тылра вӑрҫӑн малти линийӗнчи евӗр тӑватӑ ҫул хушши ырми-канми ӗҫленӗ – ҫӑкӑр ҫитӗнтернӗ, чун хавалӗпе тӑрӑшса тырпул тухӑҫне пысӑклатнӑ, завод цехӗсенче тар тӑкнӑ, Аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн пӗтӗм вӑй-халне панӑ – ҫынсем те хисепре, вӗсемпе те тивӗҫлипе мӑнаҫланатпӑр.

республике помнят и гордятся и теми, кто, работая в глубоком тылу, все четыре года был словно на передовой — выращивал хлеб, ценой невероятных усилий добиваясь увеличения урожая, трудился в заводских цехах и на фабриках, делал все, чтобы приблизить Великую Победу.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Вӑрҫӑн пирвайхи кунӗнчех Елчӗкри пасар лаптӑкӗнче митинг иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Михаил Логинова Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн I степеньлӗ орденӗпе (18.01.1944 ҫ.) тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе (17.05.1944 ҫ.) наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Иван Иванович Кассиров Хӗрлӗ Ҫар ретне 1939 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче тӑнӑ, вӑрҫӑн малтанхи кунӗ-сенчен пуҫласа ҫапӑҫнӑ, гвардин техник-лейтенанчӗ Яппун вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ (26.08.1945 ҫ.).

Куҫарса пулӑш

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Мӑн асаттене Отечественнӑй вӑрҫӑн 2-мӗш степеньлӗ орденӗ-пе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Киле вара 1951 ҫулхи апрелӗн 8-мӗшӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн I степеньлӗ орденӗпе тата 10 медальпе, нумай Хисеп грамотисемпе таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Вӗсенчен пӗлтерӗшлӗреххисем - Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденӗ, «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль тата ытти наградӑсем.

Куҫарса пулӑш

Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Ҫав шутра - Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ икӗ орденӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн - 2 медаль...

Куҫарса пулӑш

Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Паянхи куна районта Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн 30 ветеранӗ пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисем чыс-хисепе тивӗҫлӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

19. Кӑра ҫилӗллӗ ҫынпа ан вӑрҫӑн, унпа пӗрле пушхир урлӑ ан кай: уншӑн юн — нимӗн те мар, вӑл сана улах ҫӗрте пӗтерсе пӑрахӗ.

19. Не заводи ссоры со вспыльчивым и не проходи с ним чрез пустыню; потому что кровь - как ничто в глазах его, и где нет помощи, он поразит тебя.

Сир 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Хӑвна усал туман ҫынпа сӑлтавсӑрах ан вӑрҫӑн.

30. Не ссорься с человеком без причины, когда он не сделал зла тебе.

Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Филисти ҫулпуҫӗсем вӑрҫа тухсан, вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенченех Давид хӑйне Саулӑн мӗнпур тарҫинчен ӑслӑ-тӑнлӑрах кӑтартнӑ, унӑн ячӗ вара ҫав тери чапа тухнӑ.

30. И когда вожди Филистимские вышли на войну, Давид, с самого выхода их, действовал благоразумнее всех слуг Сауловых, и весьма прославилось имя его.

1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2006 ҫул пуҫламӑшӗнче Бруклин кӗперӗ ҫинче юсав ӗҫӗсем ирттерекен рабочисем 1950-мӗш ҫулсенче Сивӗ вӑрҫӑн хӗрӳ тапхӑрӗнче тунӑ вӑрттӑн бомбоубежищӗне тупнӑ.

В начале 2006 года рабочие, проводившие ремонт Бруклинского моста, обнаружили секретное бомбоубежище, созданное в 1950-е годы, в самый разгар холодной войны.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Ҫӗнтерӳ салючӗн залпӗсем янӑраса кайнӑранпа 79 ҫул иртнӗ, анчах Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн Салтак - Геройӗсене асӑнса ҫав ҫулсенчи чӗрӗ свидетельсемпе хутшӑнакансем, документсемпе сӑнӳкерчӗксем урлӑ ӑруран ӑрӑва куҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗклӗре ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани параҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... ra-3763353

Ачасем Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑн геройӗсене сӑвӑсемпе юрӑсем халалланӑ, администраци представителӗсем ял ҫыннисене хӑйсен мӑн аслашшӗсемпе ашшӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен манмалла мар тесе сӑмах каланӑ, пухӑннисем пуҫне хунисене чӗнмесӗр пӗр минут тӑрса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑслӑкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чаплӑ митинг иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... tn-3758609

Тавтапуҫ сире, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн хаклӑ ветеранӗсем!

Куҫарса пулӑш

Пирӗн пуҫ тӑрринче хӗвел ҫутатнӑшӑн эпир яланах сире асра тытӑпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... -r-3760992

Хаяр вӑрҫӑн йывӑр ҫулӗсенчи нушаллӑ пурнӑҫа паян кун та манаймасть вӑрҫӑ ачи.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

«Ачалӑхӑм вӑрҫӑн йывӑр ҫулӗсенче иртрӗ, тӑраниччен ҫисе те кураймарӑмӑр. Ҫӑва тухсан вӗлтӗрен яшки нумай ҫинӗ, ҫавӑнпа нумай пурӑнтӑм пуль, — куҫҫульпе аса илет иртнӗ йывӑр вӑхӑта ветеран — хӑлхам илтет, куҫӑм курать, пурӑнасчӗ-ха».

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн хаяр ҫулӗсенче вӑл аслисемпе танах иртен пуҫласа каҫченех хирте тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех