Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫӑн сăмах пирĕн базăра пур.
вӑрҫӑн (тĕпĕ: вӑрҫӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шутласа пӗтереймерӗҫ — вӑрҫӑн тӗпсӗр карланкинчен пуҫӗсем ҫаврӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Асли, Ваҫлей, вӑрҫӑн пӗрремӗш ҫулӗнчех, Мускава хӳтӗлесе, вӑталӑххи — Ванюш вилмелле аманнӑ, Ленинград ҫывӑхӗнче ҫӗре кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрҫӑн пӗрремӗш ҫулне ӗҫлемесӗр ирттерсе ярса иккӗмӗш ҫулне шкулта каллех ачасене вӗрентме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫапла, пирӗн ӑру пӗтсе пырать, — калаҫӑва малалла тӑсрӗ Ваҫиле, — хамӑр ялтан та вӑрҫӑн пӗрремӗш кунӗнчех ик ҫӗр арҫын тухса кайрӗ — яланлӑха.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрҫӑн пӗрремӗш хӗлӗ, халиччен пулман сивӗсемпе хӑратса, усал сивве чӑтайман хӑватлӑ юмансене шартлаттарса ҫурса, мӗн чухлӗ мекӗрленсен те юлашкинчен вӑйсӑрланчӗ, парӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрҫӑн пиншер мӗскӗнӗсем.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Вӑл Отечественнӑй вӑрҫӑн I степеньлӗ орденне тата Ленин орденне тивӗҫнӗ, унӑн ытти наградӑсем те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн пуҫне хунӑ тата Ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ воинӗсен палӑкне ҫӗнетесси - Ҫирӗклӗ ялӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ событисенчен пӗри.

Обновление памятника погибшим и вернувшимся воинам Великой Отечественной войны - это одно из важнейших событий села Зириклы.

Ҫирӗклӗре ҫӗнетнӗ мемориал уҫнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/nikam-ta-nim-n-t ... -n-3459266

Эсир 0485/16 номерлӗ хутпа ыйтса янине хирӗҫ ҫакна пӗлтеретпӗр: Миронова Ольга Алексеевна аслӑ сержанта нимӗҫ оккупанчӗсене хирӗҫ пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑннӑшӑн тата ҫавӑн чух паттӑр пулнӑшӑн 1943 ҫулта Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, 1944 ҫулта Отечественнӑй вӑрҫӑн иккӗмӗш степеньлӗ орденӗпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Манӑн упӑшкана вӑрҫӑн юлашки ҫулӗнче тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр япала ытлашши нумай пухса тултарнӑшӑн генерал ячӗсӗр тӑратса хӑварнӑ тата партирен хуса кӑларнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑех манран уйрӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Отечественнӑй аслӑ вӑрҫӑн иккӗмӗш степеньлӗ орденӗ…

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн ачалӑхӗ хаяр вӑрҫӑн йывӑр вӑхӑтне лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/

Вӑрҫӑн иккӗмӗш ҫулӗнче пӑрахрӗ вӑл шкула ҫӳреме.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Апла эс, Прохор Петрович, хӗвеланӑҫӗнчи вӑрҫӑн юлашки эрнисенче йывӑр амантӑн пулать?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Ҫӗнтерӳ» мемориаллӑ комплексра Шупашкарта акцине хутшӑнакансем «Ҫӗнтерӳ» сӑмаха ҫуртасем лартса чыс тунӑ, вӗсенчен кашни ҫурти вӑрҫӑн пӗр кунне палӑртать, пӗтӗмпе вӗсем 1418 ҫурта ҫутнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 1418 ҫурта ҫутнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/10/shup ... curta-cutn

Вӑрҫӑн иккӗмӗш ҫулӗнче, 1942 ҫулхи ноябрӗн 21-мӗшӗнче, акӑ, Перасковья Михайловнана та Хӗрлӗ ҫара мобилизациленӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав пӗлӗтне хӳтӗленӗ хӗр // Алевтина Волкова. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%bc%d1% ... 85e%d1%80/

Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗ май вӑрҫӑн йывӑр ҫулӗсем каярах та каярах тӑрса юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав пӗлӗтне хӳтӗленӗ хӗр // Алевтина Волкова. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%bc%d1% ... 85e%d1%80/

«Пурнӑҫ илемӗ» кӗнекене кӗртнӗ «Чӑнкӑ ҫыран хӗрринче» повеҫре А. Янташ совет салтакӗсем вӑрҫӑн малтанхи уйӑхӗсенче тӑшмана хирӗҫ вилӗмрен хӑрамасӑр паттӑррӑн кӗрешни ҫинчен сырать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вӑрҫӑн пӗрремӗш самантӗнчен пуҫласах Ваня Алексеев, аллине хӗҫ-пӑшал тытса, тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Тӑватӑ ҫулталӑкри» сӑвӑсем пекех, кунти калавсенче вӑрҫӑн малтанхи кунӗсене те, тӗрлӗ тапхӑрӗсене те, Ҫӗнтерӳ кунне те кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех