Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

варринелле (тĕпĕ: варри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унччен те пулмарӗ, вӑл урай варринелле сирпӗнсе кайрӗ те, Сантӑрӑн лутра та сарлака кӗлетки алӑк анлӑшне тултарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Бригадирпа тепӗр арҫын, хӗрлӗ ҫӳҫлӗскер, юпа вӗҫне иккӗн икӗ енчен тытса пукан варринелле тӗллерӗҫ те — лӑкӑшт! кӗрсе те ларчӗ юпа «стакана».

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Епле хӑйрӑр! — урай варринелле утӑмларӗ Алиса.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл (ӑшра кулса та илтӗм) хӑй айӗнчи пуканне пӗр-ик хут урай варринелле шутарчӗ те ҫапла Алиса ҫывӑхнех пырса ларчӗ, ӑна кӑлт!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Йывӑҫ-курӑкшӑн кун пек ҫанталӑк вӗри ӑрша ӗнтни мар ӗнтӗ — ҫуркуннеренпех сулхӑн тӑрать пулсан та, кӗр варринелле ҫитсе пыратпӑр пулсан та, йӗпкӗн симӗссӗн курӑнаҫҫӗ вӑрмансемпе садсем.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫи-пуҫне тӳрлете-тӳрлете пӳлӗм варринелле туртӑннӑ инкесем алӑран алла тытӑнса, карталанса авкаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Курнӑҫланнӑн хуҫкаланса Улькка пӳлӗм варринелле юхрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Авӑн уйӑхӗн варринелле ҫывхарнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл юр ҫине вӑркӑнтарнӑ пуш пачкӑна чӑрсӑррӑн вӗрекен ҫил самантрах ҫул варринелле вӗҫтерсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Таҫта сурӑхсем макӑрни илтӗнсен сӑн-питне айӑплӑ кулӑпа чиперлетнӗ хӗрарӑм тӑкӑрлӑкран ял варринелле сулӑнчӗ, хушшӑн-хушшӑн каялла пӑха-пӑха урамалла вӑраххӑн уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Виҫҫӗшӗ вӗсем чӑвашсен тапӑрӗнчен тухрӗҫ те аслӑ уй варринелле кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хула варринелле кайма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та Пӑкачав унӑн пиҫнӗ улма пек чӑмӑр та хӗрлӗ питне, чуна тытса илмелле хӑмӑр куҫне, варринелле аварах хунӑ икӗ сулӑ пек вӑрӑм куҫхаршийӗсене курса юлайрӗ те сасӑпах каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсем пайтаххӑн — машинӑсен кабинисенчен, автобуссемпе троллейбуссен салонӗсенчен тухнисем те, пыран-килен те — хыпалансах чӗнтӗрлӗ кӗпер карлӑкӗн сулахай еннелле, варринелле, тӗркӗлтетеҫҫӗ, тӑтӑшӑн кӑшӑр-кӑшӑр! юхаҫҫӗ, тӗр-тӗр чупаҫҫӗ, асӑннӑ тӗле ҫитсен, кӗпӗрленсе, карлӑк урлӑ аялалла, залив шывӗ ҫине халланса тирӗнеҫҫӗ, васкаса, шуйхӑнса, пӑлхавлӑн калаҫаҫҫӗ, пулӑшу ыйтса, чунтан ҫунӑхса кӑшкӑркалаҫҫӗ; шӑппӑн е йӗкӗрсе йӗрекенни те пур.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пӑрахут, вӗттӗн-вӗттӗн йӗс тӗслӗн хӗмленсе тӑракан шыва тикӗссӗн ҫурса, хӑй аяккисемпе хулӑн, мӑнттай, шупка ҫилхеллӗ хумсем ярса, иртсе юлакан хӗрлӗ бакена тайӑлтара-тайӑлтара «ыйхӑран вӑратса» хӑварса, тӑвалла, Атӑл варринелле кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ак Полина, чӑмпӑлт! шыва чӑмнӑ пек, килхушши варринелле, туй халӑхӗ еннелле куҫ ывӑтса тӑракансен хушшине хыҫалтан чупса кӗрсе йӑп! ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Темле вӑй «алӑранах туртса-ҫавӑтса» кайрӗ Ула Тимӗре ун варринелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫын Атӑл варринелле хӑй аллипе хӑй ҫул хывса хӑюллӑн та шанчӑклӑн кӗрсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Тантӑшсем урама тухрӗҫ те тӑвалла, ял варринелле, утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Варринелле ывӑтӑр-ха пӗр ӑстрӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех