Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ашшӗнчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Суту-илӗвӗ те Ҫтаппанӑн ӑннӑ, ҫил арманӗ те ӑна ашшӗнчен юлнӑ.

И торговля у Степана идет лучше, да и мельница ему досталась по наследству.

Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332

Зоя Михайловна хӑйӗн маҫаккӑшӗ Трифон Федоров Граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин вут-ҫулӑмӗ витӗр утса тухнине ашшӗнчен илткеленӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Ҫтаппан вара ӑсра хушас-кӑларас, хутлас-пайлас тӗлӗшӗнчен унран та, ашшӗнчен, малта пек туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ҫаплах калать-и? — ӗненмесӗртерех ыйтрӗ ашшӗнчен Таранов сӗтел хушшинче калаҫса ларнӑ чух.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунсӑр пуҫне Георгий ашшӗнчен сивӗнсе пынинче урӑх сӑлтавсем те пур, уйрӑмах пӗлтӗртенпе…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

«Ман ҫинчен ашшӗнчен ыйтса пӗлнӗ пулас, вӑтам шкул пӗтернине те пӗлет», — шутларӑм эпӗ, хам ҫавӑншӑн хӗпӗртерӗм те…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Анне килте ҫук-им? — ыйтрӗ вӑл ашшӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

«Туй тума хатӗрленместӗр-и, Кӗркури пичче?» — шӳтлӗн-мӗнлӗн ыйтрӑм унӑн ашшӗнчен.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Вара ывӑлӗсем ашшӗнчен инҫе ҫула им шырама яма ирӗк ыйтрӗҫ.

Тогда сыновья попросили у отца разрешения отправиться в дальний путь и поискать лекарство в другой стране.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

— Ӑмпуҫ, — тетчӗ ача хуллен, ӳсӗр ашшӗнчен шикленсе.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ашшӗнчен пуҫне унӑн амӑшӗ, арӑмӗ, виҫӗ шӑллӗ тата виҫӗ йӑмӑкӗ пур (вӗсем 2-рен пуҫласа 19 ҫула ҫитнӗ ҫынсем).

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Пӗр хӗрсен вара килти пурнӑҫӗ ҫинчен хӑй пӗлнине тата ашшӗнчен мӗн илтнине те тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗнче мӗн пуррине ашшӗнчен малтан ют ҫынна каласа паракан хӗр — хӗр-и вӑл?

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку Сергейӗ ашшӗнчен те усал пулать.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗвӗпе вӑл ашшӗнчен пӗр шит ҫӳллӗрех, хул-ҫурӑмӗ икӗ хут сарлака — пӗрре ҫапсанах ним мар пашалу тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ вӑл килессе кӗтетӗп-ха, — ашшӗнчен нимӗн те пытармарӗ ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иливан шучӗпе, ывӑлӗ ашшӗнчен нумай усалтарах: ӗметсӗр, чӑркӑш, кӗвӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑ, ашшӗнчен уйрӑм таҫта малта, вӑрманти илемре вуншар ял тытса пурӑнаканскер, Кӑкшан шывӗ патне ҫитиччен ӑсатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Владимир Андреевич Старицкий, ашшӗнчен тӑван тивекен пиччӗшӗ, ӑмӑрту пирки калаҫасшӑн та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нимӗн те пытармарӗ вӑл ашшӗнчен.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех