Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ вара шӑпах калатӑп та: лайӑх каччӑ, анчах айванлӑхне пула коммунистсемпе ерсе кайрӗ, вӑт кама полицая лартмалла, тейӗп.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Чӑн, ҫылӑха кӗнӗ тейӗпӗр, айванлӑхне пула йӑнӑшнӑ, хӑҫан та пулин ӑса кӗрсе ҫитет-ҫке вӑл!Ну, грешила, оступалась по глупости, так ведь поумнеет же она когда-нибудь!
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Паллах ӗнтӗ, Марья Алексевнӑн вӗрентсе каланӑ сӑмахӗ айӗнче «тӗрӗс» тесе ҫырса, Лопухов ҫапла хушса хунӑ пулӗччӗ: «Марья Алексевна, эсир хӑвӑр йышӑннӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ йӗркесем ӗлӗкхи йӗркесенчен лайӑхрах пулсан, вӗсене тунипе савӑнакан ҫынсене эпӗ ҫӗнӗ йӗрке тумашкӑн тӑрӑшма чармастӑп; халӑх айванлӑхне илес пулсан вара, — эсир ҫав айванлӑх ҫӗнӗ йӗркесем тума чӑрмантарать тесе шутлатӑр, — вӑл, чӑнах та, ӗҫе кансӗрлет; анчах, Марья Алексевна, эсир хӑвӑр та ҫынсем час ӑслӑланмаҫҫӗ тесе тавлашас ҫук, ӑслӑланни усӑллине кура пуҫласан, ҫынсем часах ӑслӑланаҫҫӗ, ӗлӗкрех вӗсем ӑслӑланни кирлине асӑрхамасӑр пурӑннӑ; ӗлӗк вӗсен тӑнлӑ-пуҫлӑ пулмашкӑн майӗ те пулайман, ҫав мая парӑр ҫеҫ вӗсене, вӗсем вӑл майпа усӑ та курӗҫ-и, тен, — эсир ҫакӑнпа та килӗшетӗр ӗнтӗ».
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫӑткӑннисемпе ирсӗррисем вӗсене хӑйсен ултавне, айванлӑхне, хӑйсен тӑранма пӗлми ҫӑткӑнлӑхӗн вӑйне йӗрӗнмелле ҫарамаслантарса кӑтартаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вӗсем, хӑйсен айванлӑхне пула, укҫа-тенкӗпе пӗртен-пӗр майпа усӑ курмаллине пӗлеҫҫӗ: ӑна арчара тытса усраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Поэтсем ҫырмашкӑн та хӗрарӑмсем ҫавсене вулама пуҫланӑранпа (уншӑн вӗсене чӗререн тав тӑватпӑр) вӗсене ӗнтӗ мӗн чухлӗ пирӗшти ятне паман-ши, хӑйсен айванлӑхне пула ҫав комплимента ӗненнӗ, анчах ҫав поэтсемех Нерона, укҫашӑн тесе, ҫурма турӑ туса хисепленӗ…
Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
18. Хӑй айванлӑхне пытаракан ҫын ӑслӑлӑхне пытаракан ҫынран лайӑхрах.18. Лучше человек, скрывающий свою глупость, нежели человек, скрывающий свою мудрость.
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Авессаломпа пӗрле Иерусалимран икҫӗр ҫын тухса пынӑ, вӑл вӗсене чӗннӗ те ӗнтӗ, лешӗсем хӑйсен айванлӑхне пула ӑна-кӑна чухламасӑрах кайнӑ.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2