Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тен, ытлашши хавхаланса, ытлашши ҫӗкленсе калаҫатӑп пулӗ, ҫапах та урӑхла калаймӑп: кун пек самантра манӑн куҫӑма чӑн-чӑн кӗтрет чӗррӗн курӑнса тӑрать пек, вӑл — питех те палӑрса тӑракан ҫыннӑн питех те тӗлӗнтерекен илемӗ, ҫав илемӗн ялтӑравӗ!
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Тикӗс тӗс мар: пӗр тӗлте ытлашши хуралать, тепӗр тӗлте — ытлашши шупкалать.Как-то одно у нее слишком загорает, другое слишком выгорает.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Халӗ вӗсем асап курмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен, ытлашши нумай, ытлашши тӑтӑш хӑйсем асап тӳсни ҫинчен янӑраса калаҫаҫҫӗ!А теперь они — не страдают, ибо слишком много, слишком часто и громко говорят о своих страданиях!
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗнеке — ҫавӑн пек ҫылӑхра ытлашши вӑл ытлашши пек, э?
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Ытлашшийӗ — пур, акӑ ҫак сирӗн сӑмахӑрсем — вуҫех те ытлашши!
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Манӑн ытлашши выльӑх апачӗ пур пирки тата ҫанталӑк уяр пулнипе колхозра выльӑх апачӗ аран ҫитнипе, пӗр енчен манран ытлашши утта йышӑнма ыйтатӑп.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Ытлашши вӑрӑм йӗм, ытлашши сарлака пинжак тӑхӑннӑ ҫын ҫине ҫаврӑнса та пӑхмасӑр — вӑл халӗ те алӑк патӗнче чӗлӗм турткаласа, куҫӗсене хӗскелесе, юриех мана курмӑш пулса ларатчӗ-ха — эпӗ килхушшине тухрӑм.
2 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Шиханра ҫынсем канлӗ, лӑпкӑ пурӑнаҫҫӗ, тата ытлашши выҫӑпа та аптрасах каймаҫҫӗ, пуҫлӑхсем мӗн хушнисене мирлӗнех итлеҫҫӗ, пӑхӑнаҫҫӗ, ӗлӗкхине асра хытӑ тытаҫҫӗ, анчах та кирлӗ пулнӑ чухне вӑхӑт ҫӗнӗлле ыйтнине те турткаланса тӑмасӑрах ҫул параҫҫӗ: сӑмахран, качча кайман хӗрсем ытлашши нумайланса кайнине асӑрхасанах, мещенсем прогимнази туса лартма шут тытрӗҫ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Ытлашши сивӗ, — терӗ вӑл, — шыв ытлашши шӑнса ларать, пичкене ҫурса пӑрахма пултарать.— Мороз большой, — ответил он, — вода сильно замерзает, может бочку разорвать.
Килте тунӑ хатӗр-хӗтӗрсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Нумаях пулмасть хӑй пӑрахса хӑварнӑ утрав ҫинчи участока аса илсен, Алексей ӑнланса илчӗ: Батманов ытлашши ӳстерсе калать — строительсем ҫав териех лӑпланса тата хӑйсем ҫине ытлашши шанса пурӑнмаҫҫӗ; ҫапах та начальник тӗрӗс калать, нефтепровода туса пӗтерме кӑтартса панӑ вӑхӑт ҫывхарчӗ, ӑна талӑкпа мар, сехетпе, минутпа шутламалла.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗсем темиҫе сӑмахпах ҫынсене хӗрӳлентерсе яраҫҫӗ, ытлашши рейс тума, нормӑран ирттерсе виҫӗ труба шӑратса сыпма тата пӗр кубометр ҫӗр ытлашши чавса кӑларма хавхалантараҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Натальйӑн ҫак сӑмахӗсем Никитӑн кӑмӑлне кайман, ку сӑмахсенче вӑл инкӗш ытлашши кичемленнине, ытлашши пӑлханнине туйнӑ, тата, тен, унта ӑмсанни те путнӑ пуль…
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Шыв тӑраничченех селитр ярса ирӗлтерсен, унтан тата ытлашши те ярса вӗретсе, пӑтратмасӑр сивӗтсен, ытлашши селитр савӑт тӗпне ҫӑнӑх пек лармасть, пӗчӗкҫеҫ юпасем пек пулса, савӑт тӗпне, савӑт аяккисене ҫума-ҫумӑн ларса тухать.
Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Анчах та температура ытлашши сивӗ пулмалла мар, унсӑрӑн молекулӑсен куҫас хӑвӑртлӑхӗ ытлашши чакать, химилле реакцисем пулма чарӑнаҫҫӗ, вара пурнӑҫ валли кирлӗ энерги нимӗнрен те пулаймасть.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
«Ырӑ туссем» вара ӑна савӑнсах такӑнтарӗҫ, Курт капитан аресрисене тыткалама пӗлмест, показанисем партарма пултараймасть, вӑл вырӑнти хурахла халӑх тӗлӗшӗпе ытлашши ҫемҫе, ытлашши йӑваш тесе, начальствӑна каҫса кайсах пӗлтерӗҫ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ӗҫет, демократие пӑсать, арӑмӗпе унӑн темле аван мар япала пур теҫҫӗ, тӗрӗссипе каласан, ытлашши… ытлашши… мӗнле ӑнлантарса парас-ха…
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӗсенче ӑнланмалла маррисем те, ытлашши те пур, — ну ӗнтӗ, ҫын нумай калаҫнӑ чух унӑн пӗр вунӑ сӑмах ытлашши те тухать…
XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӗсем ыйтса пӗлеҫҫӗ, пурне те пӑхса сӑнаҫҫӗ, шӑршласа ҫӳреҫҫӗ, вӗсене пурте хӑвӑртах асӑрхаҫҫӗ, пӗрисене — ытлашши сыхланса ҫӳренӗрен, теприсене — ытлашши ҫыпӑҫнӑран.
IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫӗнӗ Зеланди — ытлашши пӗчӗк ҫӗршыв, ҫавӑнпа та ун ҫинче шыравсем тума та ытлашши йывӑрах пулман.Новая Зеландия — слишком маленькая страна, и исследование её не представляло особых трудностей.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсем аслӑк айӗнчен тарантас туртса тухрӗҫ, вара вӗсем тарантаспа лашасем патӗнче пӗр сехет ҫурӑ мутасланчӗҫ; вӗсем турта пӑявӗсене е ытлашши пушатса яраҫҫӗ, е ытлашши хытарса хураҫҫӗ.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.