Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Павло (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ака туса ирттернӗ хыҫҫӑн Гремячири ячейкӑн йышӗ икӗ хут ӳсрӗ: Титок патӗнче виҫӗ ҫул хушши батрак пулса пурӑннӑ Павло Любишкина, виҫҫӗмӗш бригадӑри колхознике — Нестор Лошилина тата Демка Ушакова парти кандидатне илчӗҫ.

Гремяченская ячейка после сева выросла вдвое; в кандидаты партии были приняты Павло Любишкин, три года батрачивший у Титка, Нестор Лощилин — колхозник третьей бригады — и Демка Ушаков.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Виҫҫӗмӗш талӑк ӗнтӗ ӗҫмест, ҫимест, пӗрмаях: «Ӑҫта-ши манӑн асран кайми Павло Любишкин? Унсӑрӑн чун тухать, ҫут тӗнче те мана савӑнтармасть-ҫке!» — тесе тарӑхать.

Третьи сутки не жрет, не пьет, одно гутарит: «Где мой незабвенный Павло Любишкин? Жизни без него решаюся, и белый свет мне не мил!»

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Малта, Лапшиновӑн сӑрӑ лаши ҫинче, Любишкин Павло сиккипе ыткӑнса пырать, унтан сылтӑм енче шатра питлӗ Агафон Дубцов чукмар тытса, тем тума та хатӗррӗн хӑрушла курӑнса пырать, хыҫалта тата, тӗрлӗ тӗслӗ лашисем ҫинче, йӗркине-мӗнне пӑхмасӑр, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш бригадӑри колхозниксем ҫӗмӗрттерсе пыраҫҫӗ…

Впереди на лапшиновском иноходце скакал Любишкин Павло, по правую руку от него вооруженный дубиной, рябой и страшный в своей решимости Агафон Дубцов, а позади в беспорядке, на разномастных лошадях, — колхозники второй и третьей бригад…

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сиккипе чуптарса ҫитнӗ Павло Любишкин лаши ҫинчен анмасӑрах питӗ тачка та вӑрӑм чӑпӑрккипе пиччӗшне ҫунтарнӑ самантра ыттисем — кӗтӳҫсене хӗссе пычӗҫ те вӑкӑрсене уйӑрса илчӗҫ, вӗсене хутор еннелле хӑваласа кайрӗҫ.

Пока подскакавший Павло Любишкин, не слезая с лошади, порол брата толстенным и длинным арапником, остальные оттеснили пастухов, захватили быков, на рысях погнали к хутору.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр урипеле колхозра тӑрать, тепӗр урине ҫӗкленӗ те, суллакалать, халех колхозран тухса каялла, хӑйӗн хуҫалӑхнелле ярса пусма хӑтланать, — терӗ Павло Любишкин Менока, хӗрсе кайсах калаҫса тӑракан колхозниксем — вӑтам хресченсем ҫинелле кӑтартса.

Одной ногой в колхозе стоит, а другую поднял, отрясает и уже норовит зараз, как бы из колхоза переступить обратно в свое хозяйство, — говорил Павло Любишкин Менку, указывая на оживленно разговаривавших колхозников-середняков.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Илех, Павло!

— Бери, Павло!

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех