Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каҫхине отчетлӑ доклад тӑрӑх решени йышӑннӑ та, крайри комитетӑн пулас составне суйлама тӑратнӑ кандидатсене сӳтсе явма пуҫланӑ; сӳтсе явасси нумай вӑхӑта тӑсӑлса тата хӗрӳллӗ пулса иртнӗ, вара, ҫӗр нумая касан, шутлав комисси председателӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, мӑнтӑркка, ҫилленчӗклӗн усӑнса аннӑ хура куҫхаршисемлӗ арҫын, трибуна ҫине улӑхнӑ та вӑрттӑн сасӑланин результатне пӗлтернӗ: суйланӑ юлташсем хушшинче Кондратьевпа Тутаринов та пулнӑ.
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергей пуҫӗпе сӗтел ҫинех ӳпӗнсе итлерӗ, хӑй Кондратьевпа вагонра калаҫнине аса илчӗ.Сергей слушал навалившись головой на стол, вспомнил, что говорил Кондратьев в вагоне.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
План вӑл вӗсен, ҫавӑнпа районта Кондратьевпа Тутаринов е камсем те пулин урӑххисем пулсан-пулмасан та халӑх хӑй планне пурнӑҫлатех…
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьевпа Яша ҫапла калаҫрӗҫ; вӗсен умӗнче вара Кубань ҫывӑхӗнчи анлӑ тӳремлӗхре ҫеҫенхирти пек ирӗклӗн хутор сарӑлса ларать.Так разговаривали Кондратьев с Яшей; перед ними же на обширной равнине близ Кубани лежал хутор.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ирхине, актив пухӑвӗ хыҫҫӑн, Кондратьевпа Сергей колхозсене тухса кайрӗҫ: пӗри пӗрмаях Яман-Джалга, Краснокаменск тата Белая Мечеть уй-хирӗсенче, тепри — Родниковскипе Усть-Невински уй-хирӗсенче пулчӗҫ.
XXVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Татьяна Нецветовӑн та унпа пӗрле каймалла пулса тухрӗ — хӑйӗн тӑванӗсем патӗнче ҫӗркаҫма шутласа, машинӑна ҫынсемпе пӗрле ӑсатрӗ: Кондратьевпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Рощенскине паянах кайма шутларӗ те, вара, Хворостянкин тачанки площадьре тӑнине курсан, савӑнсах кайрӗ.
XXVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эпӗ Кондратьевпа калаҫрӑм ун пирки…
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ун ҫинчен, Варюша, эпӗ нимӗн те пӗлместӗп, хӗрӗн ӗҫне хутшӑнмастӑп, анчах вӑл пӗр хут Кондратьевпа калаҫнине илтнӗ эпӗ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Кондратьевпа тата Тутариновпа калаҫ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак калаҫу пӗтӗмпех Савва пуҫне тепӗр хут пырса кӗчӗ, вара вӑл татах та ытларах шухӑша кайрӗ, Кондратьевпа телефон тӑрӑх калаҫман вӑл; ҫак ыйтуран нимӗн те тухас ҫуккине пӗлнӗ.
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Килте вӑл арӑмӗпе кӑмӑллӑн калаҫрӗ, ӑна Кондратьевпа калаҫни ҫинчен каласа пачӗ, хӑйӗн айӑпӗ ҫинчен бюрона памалли хута ҫырма ларчӗ; чӗрере ӑшӑ та ҫӑмӑл: ҫак кунсенче унӑн кӑкӑрне пӗрмаях пусарса тӑнӑ йывӑр чул ишӗлсе аннӑ пек туйӑнать.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑй юратакан хӗрарӑмӑн сӑн-пичӗпе, куҫӗсемпе савӑнса Илья ту тӑрринчи улӑхсенчен Кондратьевпа тата Кнышевпа пӗрле килнӗ каҫа аса илчӗ…
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергей тавӑрӑнни ҫинчен Нарыжнӑйран пӗлнӗ кунранпа вӑл ларма-тӑма пултарайман; унӑн сывлӑхӗ ҫаплах начар, ҫавӑнпа ӑна ҫӳреме йывӑр пулсан та, Сергее Кондратьевпа пӗрле курассине шанса, вӑл ҫине тӑрсах райкомалла утнӑ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Тӳрех Кондратьевпа курнӑҫманни лайӑх та пулӗ, тен, — пӑлханнипе нимӗн те йӗркеллӗ каласа парайман пулӑттӑм.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергей чей ӗҫме Кондратьевпа курнӑҫнӑ хыҫҫӑн килме пулса, Наталья Павловнӑпа кӑштах калаҫрӗ те райисполкома тухса кайрӗ.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ку хӑтланӑва эсӗ Кондратьевпа… килӗштерсе тунӑ-и?
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑй ӑшӗнче Кондратьевпа ҫапла калаҫса, хирти стана Татьяна сисмен ҫӗртенех ҫитрӗ.Так мысленно разговаривая с Кондратьевым, Татьяна незаметно подъехала к полевому стану.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Уйрӑмлӑхӗ те вара ҫакӑнта кӑна пулчӗ: куҫа тем-тем курӑннин сӑлтавӗ кӑнтӑрлахи ҫутӑ мар, Кондратьевпа калаҫни пулчӗ.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Наталья Павловна Кондратьевпа пӗрле районсенче пӗр ҫӗрте ҫеҫ мар пулса курнӑ, вӑл ҫавӑн пек час-часах пӗччен пурӑнассипе хӑнӑхнӑ, райком секретарӗсен арӑмӗсем пурте шӑпах ҫавӑн пек пурӑнаҫҫӗ тесе шутланӑ вӑл.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Апла пулсан, Кондратьевпа калаҫ, — терӗ Сергей, — ку ӗҫе вӑл татса парать…— Тогда поговори с Кондратьевым, — сказал Сергей, — тут его решающее слово…
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.