Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Григорирен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ вӑл — упӑшки пӑрахнӑ законнӑй арӑм, хуйхӑпа халтан кайнӑскер, ун умӗнче мӗскӗнленсе тӑрать: акӑ вӑл, Аксинйӑна вӗри куҫҫульпе ҫунтарнӑскер: ун айӑпӗпе Григорирен кашни уйрӑлмассеренех Аксинья чӗрине йывӑр суран юнлантарчӗ; тунсӑх пуснипе Аксинья вилес пек асапланнӑ самантсенче ак ҫак хӗрарӑм ӗнтӗ Григорие ҫупӑрласа ачашланӑ, тен, Аксинйӑран, пӑрахӑҫа юлнӑ ӑнӑҫсӑр юратуллӑ хӗрарӑмран, тӑрӑхласа кулнӑ пулӗ.

Вот она — законная брошенная жена — стоит перед ней приниженная, раздавленная горем; вот та, по милости которой исходила Аксинья слезами, расставаясь с Григорием, несла в сердце кровяную боль, и в то время, когда она, Аксинья, томилась в смертной тоске, вот эта ласкала Григория и, наверное, смеялась над нею, неудачливой, оставленной любовницей.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорирен Аксинья сайра хутра кӗске ҫырусем илкелет.

От Григория Аксинья нечасто получала коротенькие письма.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Уйӑх вӗҫленес умӗн Мелеховсем Григорирен ҫыру илчӗҫ.

На исходе месяца Мелеховы получили от Григория письмо.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн тутисем ҫинче хӗвел шевли пек кулӑ вылянать, — вӑл Григорирен, хӑй ана йытӑ пек пӑхӑнса пурӑннишӗн салам, салам мар пулсан, хӑть кӑшт та пулин хӑй ятне ҫӑмӑллӑн асӑнса иртнине кӗтет.

На губах ее трепетно, солнечным зайчиком дрожала улыбка, она ждала поклона от Гриши и хоть легкого, хоть вскользь, упоминания о ней — в награду за ее собачью привязанность, за верность.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорирен пулас?

— От Григория, никак?

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорирен иртсе, Силантьев сиктерсе кайрӗ.

Опередив Григория, скакал Силантьев.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мӑнкун умӗн янӑ ҫырӑвӗнче вӑл Григорирен тӳп-тӳрех ҫакӑн ҫинчен пӗлтерме ыйтрӗ: пурӑнать-и вӑл службӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн хӑйӗн арӑмӗпе е ӗлӗкхи пекех Аксинйӑпа юлать-и?

Перед Пасхой он в письме прямо поставил вопрос о том, будет ли Григорий по возвращении со службы жить с женой или по-прежнему с Аксиньей.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья апатсене ирех пӗҫерсе хатӗрлерӗ те, хӑйне те пӗрле илсе кайма Григорирен тилмӗрсе ыйтрӗ.

Аксинья отстряпалась рано, упросила Григория взять ее с собой.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, хӑйӗн чӗри айӗнче ҫӗклесе ҫӳрекен ача Григорирен иккенне лешӗ ӗненмесрен хӑраса, каламасӑр пытарса пурӑннӑччӗ, вӑхӑтран вӑхӑта теме кӗтсе, темрен шикленсе, хуйхӑпала шӑлтах сарӑха-сарӑха супнӑччӗ.

Она скрывала, боясь, что Григорий не поверит в то, что его ребенка носит она под сердцем, желтела от подступавшей временами тоски и боязни, чего-то выжидала.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Крепышне хытӑ сиксе пынӑ ҫӗртен тытса чарса, вӑл Григорирен кӑшкӑрса ыйтрӗ:

Осадив Крепыша на всем скаку, крикнул Григорию:

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сергей Платонович офицере пукан тӗртсе пачӗ те, Григорирен: — Епле-ха апла, ай чухӑна тухрӗ-им аҫу, ывӑлне тарҫа парать? — тесе ыйтрӗ.

Подвигая офицеру стул, Сергей Платонович сказал: — Что, аль обеднял отец, что сына нанимает?

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Паян вӑл кунӗпех Григорирен тӑрӑхласа кулчӗ, хӑйне тахҫанах нихҫан манайми кӳрентернӗшӗн тавӑрнӑ пек, ун ҫине куҫӗсемпе пӑхса питлерӗ.

Весь день она зло высмеивала Григория, глядела на него ненавидящими глазами, словно мстила за большую, незабываемую обиду.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех