Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патне сăмах пирĕн базăра пур.
патне (тĕпĕ: патне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗнчен те, хӑйсем патне ҫӳрекен хӑнасенчен те илтнӗ вӑл хӑй Огнянова тавӑрса каланӑ сӑмаха, эппин, мӗншӗн халь пурте пӑшӑлтатаҫҫӗ, хӗрача ҫавна ниҫтан та тавҫӑраймарӗ.

Она каждый день слышала такие слова от отца и гостей и не понимала, почему теперь все волнуются.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл малалла иртрӗ, Стефчов патне пычӗ те татӑклӑн ҫапла каларӗ:

И, подойдя к Стефчову, проговорил решительным тоном:

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫав Викентий тияккӑн Орлянковсен хӗрӗ патне евчӗ яма шут тытнӑ иккен.

— Викентий задумал послать сватов к дочке Орлянковых.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Христина пике патне кайрӗҫ-ҫке вӗсем! — терӗ вӑл хыттӑн.

— К сестре Христине направились! — крикнула она.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун патне ҫӗн эрехне тутанса пӑхма пынӑччӗ…

Ходил к нему в гости пробовать его новую водку…

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ровоама хаджи ҫапах та, темле хаклӑ хӑнисем килессе кӗтнӗ пек, час-часах чӳрече патне пырса пӑха-пӑха илет.

Но Хаджи Ровоама частенько посматривала в окно, словно поджидая каких-то особенно желанных гостей.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хушӑран вӗсем татӑлса ӳкекен грушӑ патне ушкӑнӗпех чупса пыраҫҫӗ, ҫавна пӗр-пӗринчен туртса илесшӗн тӗрмӗшеҫҫӗ, унтан хӗрелсе кайса чиркӗве кӗреҫҫӗ те ытла йӑвашланса сӑхсӑхаҫҫӗ.

Время от времени они гурьбой бросались за какой-нибудь спелой золотистой грушей, упавшей с дерева, и старались вырвать ее друг у друга из рук; потом, раскрасневшись, возвращались к молящимся и крестились.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ровоама хаджие Огнянов пирки ҫакӑн пек ирсӗр элек сармашкӑн пӗртен пӗр сӑлтав пулӑшрӗ, Огнянов ун патне пӗрре те килсе курса хисеп кӑтартмарӗ, ҫапла килсе курманни хӗр-манаха хисеплемен пек, тӑрӑхланӑ пек пулса тӑчӗ, хӗр-манах ӑна каҫарми тӑшман вырӑнне хура пуҫларӗ.

Главной, а может быть, и единственной причиной, побудившей Хаджи Ровоаму распространить столь гнусные слухи об Огнянове, послужило то обстоятельство, что он не почтил её своим посещением; этим он нанес кровное оскорбление ее честолюбию и нажил в ее лице опасного врага.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗр-манахсем ушкӑнӗпех Ровоама хаджи патне тӗплӗрех ыйтса пӗлме пуҫтарӑнчӗҫ.

И все направлялись к Хаджи Ровоаме за пикантными подробностями.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Серафима пике патӗнче ҫапла кӑшт ӑшне пусарсан, Ровоама хаджи хӑй патне таврӑнчӗ, каҫхи кӗлле пӗтерсе выртрӗ, кӑмӑлӗ тинех канӑҫрӗ ӗнтӗ.

Излив свою взволнованную душу, Хаджи Ровоама вернулась к себе, дочитала вечернюю молитву и легла, чувствуя, что у нее гора с плеч свалилась.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Выртма хывӑннӑччӗ ӗнтӗ хӑй, ҫапах та пӳлӗмӗнчен тухса Серафима пике патне ҫитсе кӗчӗ.

Она вышла из своей кельи и направилась к сестре Серафиме, которую застала уже раздетую.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак шавлӑ вырӑн пуринчен ытла уяв кунӗсенче халӑх ушкӑнне хӑй патне илӗртсе кӗртет, турра кӗл туса пурӑнакан хӗр-манахсем вара пынӑ хӑнасене хулари кулӑшла сӑмахсемпе те чие юрмипе хӑналаса пӑхса яраҫҫӗ.

Этот многошумный центр привлекал, особенно в праздничные дни, толпы гостей-мирян, которых благочестивые монахини потчевали анекдотами из жизни города и вишневым вареньем.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗрлӗхӗмӗр пире малашне те наукӑра, культурӑра, экономикӑра, спортра ӑнӑҫу тума пулӑшса пытӑр, ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем патне ӑнтӑлма хавхалантартӑр!

Пусть наше единство и дальше помогает нам умножать достижения в науке, культуре, экономике, спорте, вдохновляет на новые победы!

Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2019/11/02/glava- ... yaet-s-dne

К. хулинчен тухрӑм та еврейсен ҫӑви патне ҫитрӗм, пӑхатӑп — ту енчен мана хирӗҫ иккӗн пыраҫҫӗ, пӗри Викентий тияккӑн иккен.

Выехал я из К., поравнялся с еврейским кладбищем, смотрю, со стороны гор идут двое, один из них дьякон Викентий,

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ мана судья патне ертсе пычӗҫ.

Наконец меня привели к судье.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тухтӑр хӑй патне таврӑнма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, Маркона ҫитсе курасшӑн пулса, урама тухрӗ, Ганко кофейнӑйӗ патӗнчен иртсе пынӑ чух унта куллен ларакансем ӑна чӗнсе чарчӗҫ те ирӗке тухнӑ ятпа ҫине-ҫине сывлӑх сунма тытӑнчӗҫ, хуҫи тесен, пуринчен ытла юрама тӑрӑшрӗ.

Не успел доктор вернуться домой, как снова вышел на улицу и, направляясь к Марко, быстро прошел мимо кофейни Ганко, многие из сидевших в ней завсегдатаев окликнули его и поздравили с освобождением, а горячее всех — сам хозяин.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хавасланса ӳкнӗ Лалка пуҫ тайма та ӗлкӗреймерӗ, хӑй тавҫӑрса илеймен кӑмӑлпа хӑнасем патне тухрӗ те савӑнса пӗлтерчӗ:

Ошеломленная радостью, она даже не ответила на поклон и, вся во власти какой-то неодолимой силы, бросилась к гостям, взволнованно крича:

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫамрӑк ҫынсен пӗтӗм ырӑ кӑмӑлне татать; вӗсем юлхава тухакансем пулаҫҫӗ, ҫакса вӗлермелли такан патне пыраҫҫӗ.

В молодых людях это убивает все хорошее; они становятся бездельниками, докатываются до виселицы.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун патне тӑванӗсемпе тусӗсем, хуҫипе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем хӑнана пычӗҫ.

Были приглашены родственники, друзья и единомышленники хозяина.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнер хулара темле пӗр ҫамрӑк та кӑмӑллӑ ҫын мана Марко бай патне кайма ҫул кӑтартрӗ те хӑй курткине хывса пачӗ, — пиншакӑм ҫӗтӗк-ҫатӑкчӗ манӑн.

Вчера в городе какой-то любезный молодой человек показал мне, как пройти к Марко, и подарил мне свою куртку, — ведь я был в лохмотьях.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех