Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патне сăмах пирĕн базăра пур.
патне (тĕпĕ: патне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав хӗлӗхсем патне ҫул тупма вара пурте пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Аваллӑха упракан сӑваплӑ вырӑн хӑй патне ҫынсене илӗртме тӗрлӗ май шыранинче курса тӑраҫҫӗ те хӑйсен тӗп тӗллевне кунти ӗҫченсем.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

1962 ҫулхи хура кӗркунне Совет Союзӗпе Америка хушшинчи «сивӗ» хирӗҫ тӑру чӑн-чӑн вӑрҫа куҫасси патне ҫитнӗ.

Серой осенью 1962 года «холодное» противостояние между Советским Союзом и Америкой находилось на грани войны.

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Петр Краснов - парӑнакан йышши мар, каллех трибуна патне тухрӗ: - Политик искусстви ҫапла ӗнтӗ вӑл: каласса калать, анчах каласа ҫитереймест.

Куҫарса пулӑш

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

«Халӑхпа час-часах тӗл пулни, муниципалитетсен социаллӑ экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ май ҫынсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе явни, уйӑхсерен ирттерекен пӗрлӗхлӗ информаци кунӗсенче инҫетри ялсене тухса ҫӳрени ҫынсен шухӑшне уҫӑмлатма пулӑшать, чӑн информацие вӗсем патне вӑхӑтра ҫитерме тата ҫынсен ыйтӑвӗсене уҫӑмлатма май парать», - пӗлтерчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Экскурси ирттерес тӗллевпе ун патне ытти регион ҫыннисем час-часах шӑнкӑравлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

2014 ҫул пӗтӗм Раҫҫейри пекех, Чӑваш Енре те наци культурин еткерӗ патне таврӑнмалли паллӑпа иртрӗ.

2014 год в Чувашии, как и во всей России, проходил под знаком возврата к национальному культурному наследию.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Шупашкарта кӑна 2015 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне 510 картиш территорине тирпей-илем кӗртнӗ тата вӗсен патне пымалли 221 ҫула юсанӑ.

Только в Чебоксарах к началу 2015 года благоустроено 510 дворовых территорий и 221 проезд к ним.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

2011 ҫулта эпир республикӑри хуласенче картиш территорийӗсене тата вӗсен патне пымалли ҫулсене тӗпрен юсамалли программӑна пурнӑҫлама тытӑнтӑмӑр.

В 2011 году мы начали реализацию программы капитального ремонта дворовых территорий и проездов к ним в городах республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ку чухнехи ача сачӗсем тумалли, нумай хваттерлӗ ҫуртсене, картишсене тата вӗсен патне пымалли ҫулсене тӗпрен юсамалли, спорт площадкисене оборудованипе тивӗҫтермелли программӑсем йӗркеллӗн пурнӑҫланаҫҫӗ.

Четко выполняются программы строительства современных детских садов, капитального ремонта многоквартирных домов, дворов и проездов к ним, оборудования спортивных площадок.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

1998 ҫулта сарапакассисем патне «кӑвак ҫулӑм» ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Ҫак самантран ентешӗсен пӗр ыйтӑвӗ те вырӑнти влаҫ патне ҫитмесӗр юлмасть.

Куҫарса пулӑш

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Вулавӑшра ӗҫлекенсем Э. М. Юрьев пултарулӑхне кӑмӑллакансене хӑйсем патне пырса ун ҫинчен ытларах вуласа пӗлме йыхравлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳнерçĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать // Д. Викторов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Сипленсе килнӗ хыҫҫӑн ун патне шӑнкӑравларӑм, нуша курса ҫӳрени ҫинчен интервью патӑм.

После лечения позвонил к нему, дал интервью о том, как натерпелся горя.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Кунне виҫӗ хут ҫитнӗ чирлисем патне, - сӳтет Евдокия Петровна аса илӳ ҫӑмхине.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Хусана самолетпа чи лайӑх тухтӑрсем патне леҫесшӗнччӗ, анчах хирӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Валентина Егоровна ачаранпах пӗлӳ патне туртӑннӑ.

Валентина Егоровна с детства тянулась к учебе.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Амӑшӗ Ишлей тӑрӑхне качча тухнӑ аппӑшӗ патне пулӑшу ыйтса ҫыру янӑ.

Мать написала письмо о помощи к сестре, вышедшей замуж в Ишлеи.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Ачасене кашни ҫуллах вӗсем патне ӑсататпӑр - Сочие е Краснодара.

Детей каждое лето провожаем к ним - в Сочи или в Краснодар.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Эпир Элинӑна сӑнама пуҫларӑмӑр - кам патне ытларах туртӑнать вӑл?

Мы начали присматриваться к Элине - к кому она больше тянется?

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех