Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрать сăмах пирĕн базăра пур.
юрать (тĕпĕ: юрать) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӗрарӑмсен — ҫулталӑкра 4-ран, арҫынсен 5-рен ытла мар юн пама юрать.

— Женщинам можно сдать кровь в году — не более 4, мужчинам — не более 5 раз.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Юрать, ачасем ҫавӑн чухне мана ҫӑлса хӑварчӗҫ.

Хорошо, что дети тогда меня спасли.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Хуняма фильмсене курнӑ хыҫҫӑн: «Ҫынсене кӑтартма юрать», — тесе ырларӗ.

Теща, посмотрев мои фильмы, одобрила: "Можно показывать народу".

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Юрать, шӑпана унта ӗҫлекен пӗр пӗлӗш татса пачӗ.

Ладно, судьбу мою разрешил один знакомый, который работал там.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

«Юрать иртнӗ эрнери пек шӑрӑх мар, ҫумӑр ҫурӗ», — сӑмахлать халӑх.

Куҫарса пулӑш

Шыв тӑварлӑ куҫҫуле ҫаврӑнса юхать // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Юрать, сӑвви тетрадь ҫинче те упранса юлнӑ! Ҫавӑн хыҫҫӑн Юрий Сементерпе тӗл пултӑмӑр.

Ладно копия стиха сохранилась в тетради! После этого мы встретились Юрием Семендерем.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Апата кӑшт ӳстерсе «сӑмсалантарнӑ» тулӑна кӗртме юрать, пӗрчӗллӗ культурӑсенчен кунсерен пӑтӑ пӗҫерсе ҫини усӑллӑ.

В меню можно добавить пророщенную пшеницу, также полезно ежедневно употреблять кашу из цельных культур.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Юрать, ывӑлӑмсем ҫитӗнсе ҫитрӗҫ, лав та ҫӑмӑлланчӗ.

Хорошо, что сыновья выросли, и воз стал легче.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Хупах тымарӗпе, сар ҫип утипе /зверобой/, шурӑ армутипе /полынь горькая/, эмел курӑкӗн /ромашка аптечная/ чечекӗпе, хурӑн ҫулҫипе /алӑ айӗнче хӑшӗ пуррипе/ усӑ курма юрать.

Можно пользоваться корнем лопуха, зверобоем, полынью горькой, цветками ромашкой аптечной, листьями березы (что найдете под рукой).

Тӑм пашалу хурсан лайӑх // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Анат Кама районӗнче, тӗрӗссипе, тап-таса чӑваш ялӗ ҫук тесен те юрать.

Куҫарса пулӑш

Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Юрать, вӑхӑтра тӑна кӗтӗм.

Ладно, во время смогла в чувство привести.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Марук — ҫаппа-ҫарамас, лешсем, юрать, юбка пек шалпар труҫҫине хывса ӗлкӗрейменччӗ.

Мария - голая, а те, ладно, еще не успели снять свои трусы в форме юбки.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Пирӗн, паянхи хӗрсен, кӑштах ачашланма та юрать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Юрать, пирӗн асаннесем пур.

Ладно, у нас бабушки есть.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Малтанхи сасӑлав суйлавран пӗлтерӗшлӗ самантпа уйрӑлса тӑрӗ: сире килӗшекен кандидатсемшӗн бюллетеньре темиҫе паллӑ та лартма юрать, анчах та Патшалӑх Канашне суйламалли бюллетеньре иккӗрен сахал мар – пӗр мандатлӑ округпа тата парти списокӗпе – паллӑ лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Малтанхи сасӑлав суйлавран пӗр палӑрӑмлӑ самантпа уйрӑлса тӑрать: сасӑлав бюллетенӗсенче кӑмӑла каякан тата шанакан темиҫе кандидата та паллӑ тума юрать.

Куҫарса пулӑш

Н.Малов: «Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ тӗрӗс ҫул-йӗр суйлама пулӑшать» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫӑмӑллатнӑ кредитпа выльӑх-чӗрлӗх тата ӑна усрама кирлӗ оборудовани, ялхуҫалӑх продукцине тирпейлемелли хатӗрсене туянма, выльӑх-чӗрлӗх тытмалли вите-сарай тума тата юсама, вӗсенче реконструкци ӗҫӗсем пурнӑҫлама усӑ курма юрать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм кил хуҫалӑхӗсене - пулӑшу // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Юрать, Аслӑ Чак клубӗнче паттӑрсен ячӗсене ҫырса хунӑ...

Хорошо, в клубе Большие Чаки написаны имена героев...

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ула курака кунӗпех пӑшалтан пеме юрать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Кӑрӑпчака 19-22 сехетсенче хуптӗрлеме юрать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех