Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх патне кай та [каласа пар,] ӑна паян та, ыран та тасалӑх тивлечӗ кӳр; вӗсем хӑйсен тумтирне ҫуса тасатчӑр, 11. виҫҫӗмӗш куна хатӗр тӑччӑр: виҫҫӗмӗш кунне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм халӑх куҫӗ умӗнче Синай тӑвӗ ҫине анӗ; 12. халӑха асӑрхаттарма ту тавра йӗр туса ҫаврӑн та кала: ту ҫине улӑхасран, ту аркине сӗртӗнесрен сыхланӑр, те; ту ҫумне сӗртӗнекене кирек кама та вӗлермелле; 13. ҫав ҫынна алӑ ан сӗртӗнтӗр, ӑна чулпа персе вӗлерччӗр е ухӑпа персе вӗлерччӗр; выльӑх-и вӑл, ҫын-и — чӗрӗ ан юлтӑр; вӑрӑммӑн кӑшкӑртнӑ трупа сасси илтӗнсессӗн, [пӗлӗт ту ҫинчен ҫӗкленсе кайсассӑн,] вӗсем ту ҫине улӑхма пултараҫҫӗ, тенӗ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Моисей халӑх сӑмахне Ҫӳлхуҫа патне ҫитернӗ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Моисей Турӑ патне [ту ҫине] улӑхнӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна ту ҫинчен чӗнсе каланӑ: Иаков килне ҫапла кала, Израиль ывӑлӗсене ҫапла пӗлтер: 4. эсир Эпӗ Египет ҫыннисене мӗн тунине, Эпӗ хӑвӑра ӑмӑрткайӑк ҫуначӗ ҫинче [йӑтса ҫӳренӗ пек] ҫӗклесе ҫӳренине, сире Хам патӑма илсе килнине куртӑр; 5. эппин, эсир Манӑн сӑмахӑма итлесессӗн, Манӑн халалӑма пурӑнӑҫласа пырсассӑн, ытти пур халӑх хушшинче Манӑн еткерӗм пулатӑр, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗр Манӑн, 6. эсир Манӑн патшалӑхӑм, священниксен патшалӑхӗ пулатӑр, сӑваплӑ халӑх пулатӑр; ҫакӑ ӗнтӗ эсӗ Израиль ывӑлӗсене калас сӑмах, тенӗ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах хунӗ Моисее каланӑ: эсӗ капла аван мар тӑватӑн: 18. эсӗ хӑвна та, хӑвпа пӗрле ҫакӑ халӑха та асаплантарса пӗтерӗн, мӗншӗн тесессӗн ку ӗҫ саншӑн ҫав тери йывӑр: эсӗ ӑна пӗччен тума пултараймастӑн; 19. эппин, манӑн сӑмахӑма итле-ха; эпӗ сана канаш парӑп, Турӑ санпа пӗрле пулӗ: эсӗ халӑхшӑн Турӑ умӗнчи элчӗ пул, [унӑн] ӗҫӗсене Турӑ патне ҫитерсе тӑр; 20. вӗсене [Турӑ] йӗркисене, [Унӑн] саккунӗсене вӗрент, [Унӑн] ҫулне, вӗсем пымалли ҫула тата вӗсем тумалли ӗҫсене кӑтарт; 21. эсӗ вара [хӑв валли] мӗнпур халӑх хушшинчен пултаруллӑ, Турӑран хӑракан ҫынсем, тӳрӗ, мула курайман ҫынсем суйласа ил те [вӗсене] пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] туса ларт; 22. вӗсем халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑччӑр, тӗрлӗ пысӑк ӗҫсем ҫинчен сана пӗлтерччӗр, пӗтӗм вак ӗҫе хӑйсемех татса паччӑр; вара сана ҫӑмӑлтарах пулӗ, санпа пӗрле вӗсем те йывӑр ӗҫе кӳлӗнӗҫ; 23. ҫапла тусассӑн, сана Турӑ хушсассӑн, эсӗ тытӑнса тӑма пултарӑн, вара ҫакӑ пур халӑх та хӑйӗн вырӑнне канӑҫланса кайӗ, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Моисей хунӗ Иофор унӑн ывӑлӗсемпе, унӑн арӑмӗпе пӗрле Моисей патне пушхире, Турӑ тӑвӗ патӗнче тапӑрӑн ларса тухнӑ ҫӗре, ҫитнӗ те 6. Моисее хыпар тунӑ: эпӗ, Иофор хуню, сан патна пыратӑп, арӑму та, унпа пӗрле унӑн икӗ ывӑлӗ те пыраҫҫӗ, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрӗ умӗнчен пыракан Турӑ Ангелӗ тапранса кайнӑ та вӗсен хыҫӗнчен пыра пуҫланӑ; пӗлӗт юпа та, вӗсен умӗнчен тапранса, вӗсен хыҫне пырса тӑнӑ; 20. Египет тапӑрӗпе Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрӗ хушшине тӑнӑ: пӗрисемшӗн хура пӗлӗт те сӗм тӗттӗмлӗх пулнӑ, тепӗрисемшӗн каҫ тӗттӗмне ҫутатса тӑнӑ, вара пӗрисем тепӗрисем патне ҫӗр каҫичченех ҫывӑхарайман.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Моисейпе Аарона каялла фараон патне илсе пынӑ, вара [фараон] вӗсене каланӑ: кайӑр, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, кӗлтӑвӑр; кам-кам каять-ха? тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Моисейпе Аарон фараон патне пынӑ та ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать: эсӗ Манӑн умӑмра нумайччен пӑхӑнмасӑр тӑрӑн-и? яр Манӑн халӑхӑма, вӑл Мана кӗлтутӑр; 4. эхер те эсӗ Манӑн халӑхӑма ямасассӑн, акӑ ыран [шӑп ҫакӑ вӑхӑтра] Эпӗ санӑн [пӗтӗм] ҫӗрӳ ҫине хӗрлӗ шӑрчӑк ярса тултарӑп; 5. вӑл пӗтӗм ҫӗр питне хупласа илӗ те, ҫӗр курӑнми пулӗ, пӑр ҫапнӑ хыҫҫӑн [ҫӗр ҫине] сирӗн мӗн юлнине [пӗтӗмпех] ҫисе ярӗ; ҫавӑн пекех сирӗн хирӗрте ӳсекен пӗтӗм йывӑҫа ҫисе пӗтерӗ, 6. санӑн ҫуртусене, санӑн мӗнпур чурусен пӳрчӗсене, пӗтӗм Египет ҫыннисен [мӗнпур] пӳрчӗсене кӗрсе тулӗ, санӑн аҫусем те, санӑн аҫусенӗн ашшӗсем те ҫӗр ҫинче пурӑна пуҫланӑ кунран пуҫласа паянхи куна ҫитиччен ун пеккине курман, тет, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кӗр, вӗсем хушшинче Хамӑн ҫак паллӑмсене туса кӑтартас тесе тата 2. Эпӗ Египетра мӗн туни ҫинчен, Манӑн унта кӑтартнӑ паллӑмсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлна, ывӑлун ывӑлне каласа кӑтарттӑр тесе, эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлччӗр тесе Эпӗ фараонӑн чӗрине, унӑн чурисен чӗрине хытарса ҫитертӗм, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кай та ӑна кала: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр; 2. эхер те эсӗ [Манӑн халӑхӑма] ярасшӑн мар пулсассӑн, ӑна татах тытса тӑрсассӑн, 3. акӑ Ҫӳлхуҫа алли санӑн хирте ҫӳрекен выльӑху-чӗрлӗхӳ ҫине ҫитӗ, лашусем, ашакусем ҫине, тӗвӳсем, вӑкӑрусем, сурӑхусем ҫине ҫитӗ: мур чирӗ питех те йывӑр пулӗ; 4. Ҫӳлхуҫа [ҫав вӑхӑтра] Израиль выльӑхӗ-чӗрлӗхне Египет выльӑхӗ-чӗрлӗхӗнчен уйӑрӗ, Израиль ывӑлӗсен мӗнпур [выльӑхӗнчен] пӗри те вилмӗ, те, тенӗ.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Моисейпе Аарон фараон патӗнчен тухнӑ та, Моисей вара Ҫӳлхуҫа фараон патне янӑ шапасем тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫана чӗнсе кӗлтунӑ.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кай та ӑна кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр; 2. эхер те эсӗ кӑларса яма килӗшместӗн пулсассӑн, акӑ Эпӗ санӑн пӗтӗм тавралӑхна ҫӗр шапи ярса тултарӑп; 3. ҫырмара шапа вӗрӗлтетӗ, вӗсем тухӗҫ те санӑн ҫуртна та, эсӗ ҫывӑракан пӳлӗме те кӗрӗҫ, вырӑну ҫине те хӑпарӗҫ, санӑн чурусен, санӑн халӑхун ҫурчӗсене те, санӑн кӑмакусене те, санӑн кӑвас чӗресӳсене те кӗрсе тулӗҫ, 4. сан ҫине, санӑн халӑху ҫине, санӑн пӗтӗм чуру ҫине шапасем улӑхӗҫ, тет, те.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ыран фараон патне кай; акӑ вӑл шыв хӗррине тухӗ, эсӗ унӑн ҫулӗ ҫине ҫыран хӗррине тухса тӑр, ҫӗлен пулнӑ туюна аллуна тыт, 16. вара кала ӑна: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, мана сан патна ҫакна калама ячӗ: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл пушхирте Мана кӗлтутӑр; анчах та эсӗ халиччен те итлемерӗн.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Моисей Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса каланӑ: эй Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ ҫакӑ халӑха ку тӗрлӗ асап курмалла турӑн, [тата] мана мӗншӗн кунта ятӑн? 23. эпӗ фараон патне килсе Санӑн ятупа калаҫа пуҫланӑранпа вӑл ҫакӑ халӑха тата хытӑрах тыта пуҫларӗ; хӑтарасса вара — Эсӗ Хӑвӑн халӑхна хӑтармарӑн, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара Израиль ывӑлӗсен сыхлавҫисем фараон патне пынӑ та тилмӗрсе йӑлӑннӑ: эсӗ мӗншӗн хӑвӑн чурусене капла тӑватӑн? 16. санӑн чурусене улӑм памаҫҫӗ, хӑйсем пире: кирпӗч тӑвӑр, теҫҫӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Моисейпе Аарон фараон патне пынӑ та [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл пушхирте Маншӑн уяв тутӑр, тет, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫавӑн чухне Сепфора чул ҫӗҫӗ илнӗ те хӑй ывӑлӗн хӗрринчи ӳтне касса илсе, ӑна Моисей ури патне пӑрахса: эсӗ манӑн юнӑм каччи, тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсем санӑн сӑмахна итлӗҫ, вара эсӗ тата Израилӗн аслӑ ҫыннисем Египет патши [фараон] патне кайӑр та ӑна калӑр: пире Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, чӗнчӗ; ҫавӑнпа хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра парне кӳмешкӗн эсӗ пире пушхире виҫӗ кун каймалӑх ҫула яр, тейӗр.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Моисей Турра каланӑ: акӑ эпӗ Израиль ывӑлӗсем патне пырӑп та вӗсене: сирӗн аҫӑрсенӗн Турри мана сирӗн пата ячӗ, тейӗп.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Моисей Турра каланӑ: фараон [Египет патши] патне кайса Израиль ывӑлӗсене Египетран илсе тухмашкӑн кам вара эпӗ? тенӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.