Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Анчах та йывӑҫӑн тӗп тымарне хӑварма хушнӑ — ку ӗнтӗ эсӗ тӳпе ирӗкне ӑнланса илсессӗн, патшалӑху хӑвнах юласса пӗлтерет.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ, вара эсӗ этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, Вӑл ӑна кама парас тет, ҫавна панине ӑнланса илӗн.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Израиль килӗ чун-чӗрипе ӑнланса илтӗрччӗ, хӑйсен йӗрӗхӗсене пула вӗсем пурте Маншӑн юта тухрӗҫ.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, куҫса кайма хатӗрлен, мӗн кирлине ил, кун ҫутинче, вӗсен куҫӗ умӗнче куҫса тух, вӗсен куҫӗ умӗнче хӑвӑн вырӑнунтан тепӗр вырӑна куҫ; вӗсем — пӑлханакан халӑх пулин те — тен, ӑнланса илӗҫ; 4. япалусене те, куҫса кайнӑ чухне кирлӗ япаласене, кӑнтӑрла, вӗсен куҫӗ умӗнче илсе тухса хур, ху вара — куҫса каймашкӑн тухнӑ пек — каҫпа, вӗсен куҫӗ умӗнче тух.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Чи юлашкинчен пурӑннисем ҫутӑ курнӑ, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ, анчах ӑслӑлӑх ҫулне пӗлеймен; 21. унӑн сукмакӗсене ӑнланса илеймен, вӗсенӗн ывӑлӗсем те ӑслӑлӑх патне ҫитеймен; вӗсем унӑн ҫулӗнчен аякра пулнӑ.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Хӑйсем ҫийӗнчи ҫӗрсе пӗтекен хӗрхӗлтӗм те йӗпкӗн хӗрлӗ тумтирӗнченех вӗсем турӑ маррине ӑнланса илме пултаратӑр; юлашкинчен вӗсене хӑйсене те кӗшӗклесе ярӗҫ, ӗнтӗ ҫӗршыв намӑсӗ пулӗҫ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫакӑнтан ӗнтӗ вӗсем турӑ маррине ӑнланса илейӗр; эппин, вӗсенчен ан хӑрӑр.22. Из этого уразумеете, что это не боги; итак не бойтесь их.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 2. хут чӗркемӗ ил те ун ҫине Эпӗ сана Израильпе Иуда ҫинчен, пур халӑх ҫинчен мӗн каланине — Иосия кунӗсенчен пуҫласа паянхи кунччен каланӑ сӑмахсене — ҫырса хур; 3. тен, Иуда килӗ Эпӗ вӗсене мӗнешкел хӗн-хур кӑтартма шухӑшласа хуни ҫинчен ӑнланса илӗ те, кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнӗ, вара Эпӗ вӗсен тӗрӗс мар ӗҫӗсене, вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакна юлашки кунсенче ӑнланса илетӗр.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хӑй мӗн тӑвас тенине тумасӑр, ҫавна пӗтӗмпе туса ҫитермесӗр Ҫӳлхуҫа ҫилли иртсе каймӗ; ҫитес кунсенче эсир ҫакна лайӑх ӑнланса илетӗр.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хӑвӑн усал ӗҫӳ хӑвнах асап кӳрӗ, Турӑран пӑрӑнни хӑвнах питлӗ сана; эппин, шухӑшла та Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӑрахни, Манран хӑрама чарӑнни мӗн тери япӑх та киревсӗр пулнине ӑнланса ил, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, паян пире унӑн аллинчен ҫӑлсамччӗ, вара ҫӗр ҫинчи патшалӑхсем пурте Эсӗ ҫеҫ, Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ҫеҫ пӗртен-пӗр Турӑ иккенне ӑнланса илӗҫ, тенӗ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл ҫапла каларӗ: кай та кала ҫав халӑха: илтме илтӗр те — ӑнланса илеймӗр, куҫӑрпа пӑхса тӑрӑр та — кураймӑр: 10. ӗнтӗ ҫак халӑхӑн чӗрийӗ хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсене хупнӑ, куҫӗсемпе те курмаҫҫӗ, хӑлхисемпе те илтмеҫҫӗ, чӗрисемпе те ӑнкараймаҫҫӗ, хӑйсен ҫулне улӑштараймаҫҫӗ — сывалма пултараймаҫҫӗ, терӗ.
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эпир нумай калама пултаратпӑр, анчах ӑнланса ҫитейместпӗр, сӑмах вӗҫӗ ҫакӑ ҫеҫ: Турӑ Вӑл — мӗн пурри.29. Многое можем мы сказать, и однако же не постигнем Его, и конец слов: Он есть все.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ывӑлӑм, итле мана, тӑнла эпӗ каланине — манӑн сӑмахӑмсене кайран хӑвах ӑнланса илӗн.25. Послушай меня, сын мой, и не пренебреги мною, и впоследствии ты поймешь слова мои.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑшманна ӗмӗрне те ан ӗнен: унӑн усаллӑхӗ — пӑхӑра ҫиекен тутӑх пек: 11. йӑвашланать-и вӑл, пуҫне пӗксе ҫӳрет-и — эсӗ чунупа сыхӑ тӑр, сыхлан унран, вара ун умӗнче эсӗ тӗкӗр тасатакан пек пулӑн: вӑл тутӑх йӑлтах тасалманнине курать; 12. тӑшманна хӑвӑн ҫумна ан тӑрат — хӑвна тӗртсе ярса сан вырӑнна ан тӑрайтӑр; ӑна хӑвӑнтан сылтӑм енне ан ларт — хӑҫан та пулин санӑн пуканна ан сӑхлантӑр, кайран ман сӑмахӑма ӑнланса илӗн те хурлана-хурлана ман ӳкӗтӗме аса илӗн.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӑслӑлӑха ӑнланса илес тесе, эпӗ ҫӗр ҫинче пулса пыракан ӗҫсене — этем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ҫывӑрма пӗлмесӗр тӑвакан ӗҫсене — чӗремпе тимлерӗм те 17. Туррӑн мӗнпур ӗҫне куртӑм, вара ҫавна пӗлтӗм: этем ҫут тӗнчере пулса иртекен ӗҫсене пӗлсе ҫитереймест.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара тахӑҫан вилнисем чӗррисенчен, халӗ те пурӑнаканнисенчен телейлӗрех пулнине ӑнланса илтӗм; 3. анчах вӗсенчен те телейлӗреххи — ҫуралманни, ҫӗр ҫинче тӑвакан усал ӗҫсене курманни.
Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑй вӑхӑтӗнче Турӑ пӗтӗмпех илемлӗ пултарнӑ, этем чӗрине Вӑл ӗмӗрлӗх те хывнӑ, ҫапах та этем Турӑ тӑвакан ӗҫсене малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех ӑнланса ҫитереймест.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Куртӑм та ҫакна — шухӑша кайрӑм, куртӑм та — ӑнланса илтӗм: 33. «тата кӑштах ҫывӑрӑн, кӑштах тӗлӗрӗн, аллуна лӑш ярса, тата кӑшт йӑваланса выртӑн — 34. вара, иртен-ҫӳрен пек, сан патна ҫуклӑх килсе ҫитӗ, вӑрӑ-хурах пек, чухӑнлӑх ҫитсе кӗрӗ» терӗм.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.