Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехет сăмах пирĕн базăра пур.
сехет (тĕпĕ: сехет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхине, тӑватӑ сехет тӗлнелле, хӗвелтухӑҫӗнче пирвайхи ҫутӑ пайӑркисем хӗрелсе курӑнчӗҫ, вара пӗлӗтсем те урӑхла сӑрланчӗҫ.

К четырём часам утра на востоке заалели первые лучи зари, и облака изменили свою окраску.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вил ӳсӗр матроссем кӑшкӑрнисем урӑх илтӗнмерӗҫ, Джонпа унӑн юлташӗсем часах ҫывӑрса кайрӗҫ, ҫапла вара, каҫхине пӗр сехет ҫитсен, бриг ҫинче тарӑн шӑплӑх пулса тӑчӗ.

Джон и его товарищи, не слыша более криков мертвецки пьяных матросов, быстро уснули, и в час ночи глубокое спокойствие воцарилось на бриге.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хумсем ҫинче татах темиҫе сехет тытӑнса тӑма пултарать-ха бриг.

Бриг мог продержаться на поверхности волн ещё несколько часов.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫхине, вунпӗр сехет ҫитерехпе, Джон Мангльспа Вильсон, палуба ҫинче юнашар тӑраканскерсем, темскер шавланине илтрӗҫ.

Около одиннадцати часов вечера Джон Мангльс и Вильсон, стоявшие рядом на палубе, услышали какой-то неопределенный гул.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тепӗр икӗ сехет иртрӗ.

Прошло еще два часа.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫхине ҫичӗ сехет ҫитсен сасартӑк тӗттӗмленнӗ.

Тьма спустилась иа воду внезапно в семь часов вечера.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пире Оклендӑн ҫутисем вӑтӑр ултӑ сехет каярахах курӑнмаллаччӗ.

Ещё тридцать шесть часов тому назад мы должны были увидеть огни Окленда.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӑнтӑрла иртсен, икӗ сехет ҫитерехпе, Крозе самантрах тинӗс ҫинчи ҫуран ҫар салтакӗсен взводне асӑрханӑ.

Около двух часов пополудни он вдруг увидел взвод солдат морокой пехоты.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тепӗр кун ирпе, пилӗк сехет ҫитсен, «Кастри» ҫинчи шлюпка унчченхи пекех Мату-Аро утравне ҫӑл шывӗ илме кайнӑ.

На следующее утро, в пять часов, шлюпка «Кастри», по обыкновению, отправилась на Моту-Аро за пресной водой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл вӗт кашни кун сакӑршар сехет хушши пуҫа ҫӗмӗрсе шухӑшланӑ ӗҫ!

Это каждый день восемь часов напряжения!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Райком секретарӗ Корчагин патӗнче, хӑйӗн каҫхи лару пулмаллине манса кайсах, икӗ сехет ирттерет.

Секретарь райкома провел у Корчагина два часа, забыв даже, что у него вечернее совещание.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫамрӑк чухнехи мар ҫав, вунӑ-вуникӗ сехет ӗҫе те хӑш чух аран тӳссе тухатӑн, ҫапла шухӑшлатӑн та, пӑртак пушанас тесе, ӗҫсене пӑхса тухма тытӑнатӑн, анчах ӗҫӗ тупӑнсах пырать.

Ведь годы не те, уж и десять — двенадцать часов работы иногда тяжеловато вытянуть, ну, только это подумаешь, и даже дела просматривать начнешь, чтобы разгрузиться немного, и каждый раз одно и то же выходит.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӗсем икӗ сехет калаҫса ларчӗҫ.

Два часа провели они в оживленной беседе.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кунсерен вунсакӑршар сехет ларса ирттерет.

Он просиживал за работой по восемнадцати часов в сутки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Амӑш пӳлӗмӗнче сехет иккӗ ҫапрӗ, ҫав вӑхӑтрах калинкке шатлатрӗ те, Тая жакетка пӗркенсе алӑк уҫма тухрӗ.

Часы на половине матери отстучали два, когда стукнула калитка, и она, накинув жакет, пошла открывать дверь.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫур сехет хушши калаҫса ларнӑ хушӑра Павелӑн пӗлӳлӗхӗ ҫителӗксӗрри палӑрчӗ, вӑл ҫырнӑ статьяра хӗрарӑм хӗрлӗ кӑранташпа пӗр вӑтӑра яхӑн стилистика тӗлӗшӗнчен тӗрӗс мар ҫырнӑ вырӑнсене те паллӑ туса тухрӗ.

В получасовой беседе выяснилась недостаточность знаний, а в написанной им статье женщина подчеркнула красным карандашом больше трех десятков стилистических неправильностей и немало орфографических ошибок.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Каярахпа вӑй килсе кӗнӗ пек пулать, анчах ӑна хӑй пӗр сехет ытла кая юлни кӳрентерет.

Пока это проходило, он с отчаянием убеждался, что опаздывает на целый час.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче сакӑршар сехет нимӗн ҫимесӗр лара пуҫларӗ, мӗншӗн тесен ирхи апатпа кӑнтӑрлахи апата виҫҫӗмӗш этажран анса ҫӳреме унӑн вӑйӗ ҫитмест: час-часах е алӑсем е урасем нимӗн пӗлми пулса каяҫҫӗ.

Он просиживал в своем отделе без перерыва восемь часов не евши, так как спускаться на завтрак и обед с третьего этажа в соседнюю столовую оказалось не под силу: часто немела то рука, то нога.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Виҫӗ сехет ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн, пӗтӗм вӑя, пӗтӗм тимлӗхе хурса вылянӑ пулин те, Павелӑн парӑнмаллах пулчӗ.

После трехчасового сражения, несмотря на все усилия, на все напряжение, Павел принужден был сдаться.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл йӑлкӑшни «тӗпчев» кӑмӑла каяссине кӑшт ҫемҫетрӗ, Корчагин пӗр сехет хушши, хӑй ҫинчен ҫеҫ мар, хӑйӗн асламӑшӗн амӑшӗсем ҫинчен те каласа пачӗ.

Улыбка сделала «допрос» менее неприятным, целый час Корчагин рассказывал не только о себе, но и о прабабушках.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех