Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗччен сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗччен (тĕпĕ: пӗччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗччен хӑварнӑ!..

Куҫарса пулӑш

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Мӗншӗн пӗччен хӑварнӑ?!.

Куҫарса пулӑш

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Эсир мана мӗншӗн пӗччен хӑварнӑ-?!.

Куҫарса пулӑш

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Ватлӑхра пӗччен тӑрса юлнинчен япӑхраххи урӑх нимӗн те ҫук пулӗ.

Наверно нет ничего хуже, чем в старости остаться одному.

Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

Пӗччен Пулӑ авланма, качча тухма ӗмӗтленет, анчах тивӗҫлӗ ҫын тупайманшӑн ӳкӗнет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Чӑн-чӑн юлташ инкекре пӗччен хӑвармӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Пӗччен Ухӑҫӑн юрату тупас шанчӑк пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Ашшӗ-амӑшне те пӗччен хӑварас темен ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Те нумаййӑн, те пӗччен аппаланаҫҫӗ — пӗлме май ҫук, ытла та ӑста ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html

Анчах хальлӗхе ӑна пӗччен ҫула тухма никам та ирӗк памасть.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ҫавӑрса хурӗччӗ Ираида ҫак тӗнчене тепӗр май, анчах пӗччен мӗн тӑвӑн?

Ираида бы вывернула бы этот мир наизнанку, но ведь это одной не по силам?

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Ҫак пурлӑхпа пӗччен хуҫаланма ҫӑмӑл мар.

Куҫарса пулӑш

«Кӗрӳ манпа пӗр шухӑшлӑ пулни савӑнтарчӗ» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ку - пӗччен тумалли ӗҫ мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Хӑть хӑвӑнтан аслӑрах хӗрарӑм туп, пӗччен ҫеҫ ан пурӑн», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ялти пӗччен арҫын мӗнле пурӑннине пурте пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Хам пӗччен чухне алӑка уҫмастӑм.

Когда один дверь не открывал.

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Тепри тата тӑр пӗччен ӗмӗр ӗмӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Ҫак тапхӑрта сахал тупӑшлӑ граждансене, пӗччен ватӑсене, сусӑрсене пурлӑх тӗлӗшӗнчен хавхалантарас, социаллӑх енӗпе, йӑлара пулӑшас тӗллевпе тӗрлӗ акци, тӳлевсӗр концертсем, ыркӑмӑллӑх спектаклӗсем пулаҫҫӗ, вӑрҫӑ паттӑрӗсене, вӑрӑм ӗмӗрлисене, ҫемье ӑшшине чылай ҫул упрама хевте ҫитернӗ мӑшӑрсене хисеп тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Хаклӑ хӑнасене, жюри председательне, республикӑри культура училищин преподавательне Е. Матлаевана, жюри членӗсене — И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пӗччен юрламалли кафедра преподавателӗнче вӑй хуракан, Карайра ҫуралса ӳснӗ В. Егорова, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи кафедрин аслӑ преподавательне, республикӑри тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Р. Андреевана, Чӑваш енти тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Н. Андреева, райадминистрацин культура, спорт, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхне А. Лебедева, районти искусство шкулӗн директорне Н. Никонорова алӑ ҫупса кӗтсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Пӗччен ӗҫес килмен-мӗн шельмӑн.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех