Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкса (тĕпĕ: тӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Коробин хӑйне аран тытса чарчӗ, вут хутакана кӑшкӑрса тӑкса, пӳлӗмрен тӗксе кӑларса ярасси патнех ҫитрӗ.

Коробин еле сдерживался, чтобы не заорать на истопника и не вытолкать его из кабинета.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Мӗн эсир, хӗрарӑмсем, ӑна куҫҫуль тӑкса кӑтартатӑр?

«Да что вы, бабы, ему свои слезы льете?

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Григорий, вӗтӗ ҫумкурӑк патне туртӑнакан тӑрмаланчӑк ҫӑмлӑ, йӑптӑхне тӑкса ӗлкӗреймен вӑкӑр ҫинелле пӑхса илчӗ:

Григорий, поглядывая на клочковатошерстого, еще не вылинявшего быка, тянувшегося к мелкому подорожнику.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Манӑн аттенех илер — пирӗн пата вӑл куҫҫуль тӑкса ҫырнӑ ҫырупа хыпар ячӗ: тӑр кӑнтӑрлах тӗнче пуҫланнӑранпа пулман ҫарату пырать, тет!

Хотя бы мой папаша — прислал нам сообщение и слезное письмо, пишет: грабеж идет несусветный среди белого дня!

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка ҫуна ҫинчен сиксе анчӗ, чӗркуҫленсе тӑрса, кӑлтӑрмач куснӑ пек вӗлтӗртетсе пыракан кӑвак чӑмӑркка хыҫӗнчен пӗр обойма кӑларса ячӗ, пульӑсем ун ҫывӑхӗнче ҫӑнӑх пек шурӑ пӗрчӗсене вӗҫтерсе юр ҫине тӑрӑннине, мулкачӗ вара пушшех те хытӑрах тапса сикнине, вайкӑнса пынӑ чух хыткурӑк ҫинчи юра тӑкса хӑварса, ҫӑра курӑк тӗмӗсем хушшине кӗрсе ҫухалнине шанчӑка ҫухатнӑ пек пӑхса тӑчӗ.

Мишка прыгал с саней, с колена выпускал вслед серому катучему комку обойму, разочарованно смотрел, как пули схватывали вокруг него белое крошево снега, а комок наддавал ходу, с разлету обивал с бурьяна снежный покров и скрывался в чаще.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем, тӑкса янӑ пӑрҫа пек, алӑк патнелле кӗпӗртетрӗҫ.

Толпа покатилась к выходу, как просыпанная дробь.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каҫ пулса ҫитес умӗн вӑл вите умне хывӑх тӑкса хӑварнӑшӑн тата шыв валашки ҫумне шӑннӑ пӑра катса тасатманшӑн Дуняшкӑна хирсе илме те, Степан Астаховсен сысна аҫи шӑтарнӑ ҫатан картана питӗрме те ӗлкӗрчӗ.

Он уже успел за короткий предвечерний час и Дуняшку выругать за то, что мякину просыпала у катуха и не выдолбила льда из корыта, и лаз заделать, пробитый в плетне боровом Степана Астахова.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сирӗн ырлӑхӑршӑн юн тӑкса ҫӳретпӗр, эсир пур, куҫ ҫӗклесе пӑхмастӑр!

За ваши права кровь проливаешь, а они в упор тебя не видют!

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗрре кӑна, виҫерен ытла кукӑль паманшӑн, тем те пӗр каласа тӑкса, Бунчук аяккалла ҫаврӑнса выртрӗ те, Анна, чунӗпе тӑвӑнса, унӑн куҫӗсенче куҫҫуль тумламӗсем йӑлтӑртатса чӗтренине асӑрхаса илчӗ.

Раз только, после одной, особенно резкой перебранки, когда она отказала ему в лишней порции пирожков, Бунчук отвернулся, и она, со сжавшимся в комочек сердцем, заметила на его глазах блестки слез.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сасартӑк пырса ҫапса, 3-мӗш Мускав отрядне каялла хӳтерсе ярать те, ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче Харьков отрядне лӑскаса тӑкса, тӗлли-паллисӗр чакакан хӗрлӗ гвардеецсене хӑйсем малтан тӑнӑ вырӑна хӑваласа тартать.

Коротким лобовым ударом он опрокинул 3-й Московский отряд, изрядно потрепал в бою Харьковский отряд и отбросил панически отступавших красногвардейцев в исходное положение.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпир юн тӑкса ҫӳретпӗр, вӑл пур тылра тирне упраса пурӑннӑ!..

Мы кровь проливали, а он спасался по тылам!..

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапса ҫӗмӗрнӗ савӑт-сапа ванчӑкӗсем, чӗркелесе тӑкнӑ хут татӑкӗсем, пылпа лаптӑртанса пӗтнӗ кӗнекесем, пусма-пустав ластӑкӗсем, ача теттисем, кивӗ атӑ-пушмак таврашӗ, тӑкса янӑ ҫӑнӑх — ҫаксем пурте калама ҫук тирпейсӗррӗн урайӗнче сапаланса выртаҫҫӗ, кил-ҫурта такам айӑн-ҫийӗн тустарнине кӑтартса параҫҫӗ.

Осколки битой посуды, изорванные бумаги, книги, залитые медом клочки суконной материи, детские игрушки, старая обувь, рассыпанная мука — все это в ужасающем беспорядке валялось на полу, вопило о разгроме.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл ӑна пӑшалне пеме ӗлкӗричченех чышса ячӗ те, пуля чӑрӑш йӗпписене тӑкса хӑварса, ҫинҫе сасӑпа ҫӳлелле шӑхӑрса хӑпарса кайрӗ.

Толчок опередил выстрел, и пуля, сбивая хвою с сосен, запела тягуче-тонко.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗвел, хӑйӗн пайӑркисене тӳп-тӳррӗн тӑкса, ҫӗре ӑшалантарать.

Солнце разило землю отвесно падающими лучами.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫинҫен пӗнтӗртетнӗ сасах хӗскӗчлет ӑна таҫтан, чӗри анинчен; ҫакӑн пек самантсенче унӑн вӗҫӗмсӗрех, вырӑн ҫинчен тӑрса, витене тухас килет, тур лашине йӗнерлесе, инҫетри чӗмсӗр ҫӗр ҫине супӑнь кӑпӑкӗ пек кӑпӑк тӑкса, килне ҫитичченех вӗткенлентерсе хӑвалас килет.

Тонкое вибрирующее брунжанье щипцами хватало где-то под сердцем; в такие минуты беспредельно хотелось Григорию встать, пройти в конюшню, заседлать Гнедого и гнать его, роняя пенное мыло на глухую землю, до самого дома.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫу кунӗсем ҫине ҫитсе кӗнӗ кӗркунне йывӑҫ ҫулҫисене тӑкса чӑштӑртаттарать, шартлама сивӗ хӗл ҫитет, юр тултарать.

Наступая на подол лету, листопадом шуршала осень, зима наваливалась морозами, снегами.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья ашшӗ патӗнче «халӑхран уйрӑм хохол» пек пурӑнать: ӑна шавах Григорий хӑй патне таврӑнассӑн туйӑнать, ӑс-хакӑлӗ уррӑн пӑшӑлтатса каланине итлемесӗр, пӗтӗм чун-чӗререн кӗтет; ҫӗрӗпе ӑша ҫунтаракан тунсӑх пуснипе асапланать вӑл, кӗтмен ҫӗртенех тивӗҫсӗр таптаса тӑкса кӳрентерни унӑн чӗрине шӗкӗлчет.

Наталья жила у отца, «как хохол на отживе»: ей все казалось, что Григорий вернется к ней, сердцем ждала, не вслушиваясь в трезвый нашепот разума; исходила ночами в жгучей тоске, крушилась, растоптанная нежданной, незаслуженной обидой.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шеллӗ пек те туйӑнатӑн эсӗ мана, — мӗн чухлӗ укҫа тӑкса хурӑнташлантӑмӑр, чӗрере пурӗпӗр нимӗн те ҫук…

И жалко тебя — кубыть, за эти деньки и сроднились, а нету на сердце ничего…

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑрӑлтатаҫҫӗ арӑмсем шуҫӑм тухнӑ-тухманах, ӗнесене хире кӗтӗве кӑларса янӑ чух; калаҫаҫҫӗ ҫӑл тарасисен тӗссӗр тусан ӑшӗнче ишекен ансӑр мӗлкисем айӗнче, витрисенчи шыва тӑкса ярса; пакӑлтатаҫҫӗ Дон хӗрринчи ҫатма пек яка шыв чулӗсем ҫинче ҫунӑ кӗпи-йӗмӗсене лаптак тукмаксемпеле ҫапа-ҫапа.

Гутарили бабы на прогоне зарей, когда прогоняли табун коров, под узенькой, плавающей в серой пыли тенью колодезного журавля, проливая из ведер воду, у Дона на плитняках самородного камня, выколачивая простиранные лохунишки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫерҫисем сӑхса пӗтернӗ йывӑр хӗвелҫаврӑнӑшӑн нӑках тулли шлепкисем ҫӗрелле усӑннӑ, пулса ҫитнӗ пӗрчӗсене тӑкса лараҫҫӗ.

Тяжелые, обклеванные воробьями шляпки подсолнухов, вызрев до предела, никли к земле, роняли опушенные семечки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех