Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Проекта (тĕпĕ: проект) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ассоциацин 2018 ҫулхи тӗп тӗллевӗсенчен пӗри – «Ӑслӑ хула» технологийӗсене, вӗсем республикӑра пурӑнакан халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшаҫҫӗ, ӗҫе кӗртмелли тулли масштаблӑ проекта пурнӑҫлама тытӑнасси.

Одна из главных задач Ассоциации на 2018 год — это начало реализации полномасштабного проекта по внедрению технологий «Умный город», которые будут способствовать улучшению качества жизни населения республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

«Тухӑҫлӑ экономика» проекта пурнӑҫлани промышленноҫ производствине ӳстерме, ҫӗнӗ производство площадкисене хута яма пулӑшать.

Реализация проекта «Эффективная экономика» будет способствовать росту промышленного производства, запуску новых производственных площадок.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Проекта пурӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 85 шкул хутшӑнмалла, ку вӑл республикӑри кашни пиллӗкмӗш пӗлӳ ҫурчӗ.

Всего в проекте примут участие 85 общеобразовательных школ, это каждая пятая школа республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

2017 ҫулта эпӗ Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствин тата Чӑваш патшалӑх университечӗн «Ӑслӑлӑха – шкула» проекта пурнӑҫлас енӗпе тунӑ пӗрлехи пуҫарӑвне ырларӑм.

В 2017 году я поддержал совместную инициативу Минобразования Чувашии и Чувашского государственного университета по реализации проекта «Наука в школу».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Пуҫарулӑхпа хастарлӑх ҫӗнӗ проекта пурнӑҫа кӗртме май парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Проекта пурнӑҫлани регионӑн туризм сферине хӑвӑрт аталантарма пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Алтайри тӗлпулусем // А.ВОЛКОВ . «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ҫак проекта 2018 ҫулччен пурнӑҫламалла - хула, край тата федераци бюджечӗсенчен 16,2 млрд тенкӗ ытла уйӑрма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алтайри тӗлпулусем // А.ВОЛКОВ . «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Проекта ырларӗҫ.

Проект одобрили.

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫапла, Пӗтӗм Раҫҫейри «Земство тухтӑрӗ» проекта шанни тӳрре тухрӗ.

Таким образом, вера во Всероссийский проект "Земский доктор" оправдала себя.

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Вӑл е ку проекта сӳтсе явнӑ вӑхӑтра ытти регион ҫак енӗпе мӗн тунипе кӑсӑкланатпӑр.

При обсуждении того или иного проекта мы интересуемся положением дел в других регионах.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Чылай проекта общество тата пурнӑҫ ыйтнӑран хатӗрленӗ.

Множество проектов были подготовлены по требованию общества и жизни.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӑл е ку проекта сессие кӑлариччен малтан комитетсенче, ӗҫ ушкӑнӗсенче тишкереҫҫӗ.

До сессии тот или иной проект тщательно прорабатывается сперва в комитетах, рабочих группах.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Аса илтеретпӗр, «Этническая Чувашия» проекта (Шупашкарти «Амазония» тата районти «Ясна» комплекссене) пурнӑҫа кӗртмешкӗн Чӑваш Республикине 900 млн тенкӗ бюджет кредичӗ уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ясна» хута кайма хатӗрленет // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Проекта хута яма аслӑ шкула икӗ ҫул федераци бюджетӗнчен 100 млн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Сӑмахран, ача сачӗсем тӑвас тата реконструкцилессипе ҫыхӑннӑ программа ӗҫе кӗнӗ, «Ача сачӗсем – ачасене» проекта шӑпах вӑл ертсе пынӑ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Чӑваш Республики ку проекта та хастар хутшӑнӗ пулӗ тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Аслӑ шкула хӑй хатӗрленӗ проекта пурнӑҫа кӗртме икӗ ҫулта 100 миллион тенкӗ парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ку проекта Чӑваш Ен те хутшӑнни савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Сӑмах май, ку проекта пурнӑҫлама укҫа самай кирлӗ пулсан та тӑкакланатпӑр, мӗншӗн тесен ку пире, чӑвашсене, кирлӗ.

К слову, хотя этот проект требовал немалого капиталовложения, мы вложились, потому что это нужно нам, чувашам.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӗсем халӗ «Чӗрӗ сасӑ» проекта пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ, паянхи артистсене эфирта фонограммӑпа мар, хӑйсен сассипе юрлаттараҫҫӗ.

Они в данное время работают над проектом "Живой голос", они просят современных артистов исполнять свои песни в эфире не под фонограмму, а своим голосом.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех