Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Иудӑпа Вениамин тӑшманӗсем ӗнтӗ тыткӑнран таврӑннисем Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, Ҫуртне тума пуҫлани ҫинчен илтнӗ; 2. вара вӗсем Зоровавельпе ӑру пуҫлӑхӗсем патне пынӑ та каланӑ вӗсене: эпир те сирӗнпе пӗрле ӗҫлӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн эпир те сирӗн Туррӑра пуҫҫапатпӑр, эпир Ӑна хамӑра Сири патши Асардан ҫакӑнта куҫарса килнӗренпех парне кӳрсе тӑратпӑр, тенӗ.
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Акӑ ӗнтӗ Иерусалима Турӑ Ҫурчӗ патне таврӑнни иккӗмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхра, Салафиил ывӑлӗ Зоровавель, Иоседек ывӑлӗ Иисус тата вӗсен тӑванӗсем — священниксемпе левитсем, — тата тыткӑнран Иерусалима таврӑннӑ пӗтӗм халӑх ӗҫе пикеннӗ: левитсене, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӑвас ӗҫе пӑхса тӑма лартнӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
68. Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ патне ҫитсессӗн, хӑш-хӑш ӑру пуҫлӑхӗсем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнче ҫӗнӗрен туса лартма парнесем панӑ.
1 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри вӗсем патне Хӑйӗн хыпарҫисене ярсах тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн халӑхне тата Хӑйӗн Ҫуртне хӗрхеннӗ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Нехао ун патне ҫапла калама элчӗсем янӑ: Иудея патши, сана та, мана та мӗн халь?21. И послал к нему Нехао послов сказать: что мне и тебе, царь Иудейский?
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Нехао, Египет патши, Евфрат хӗрринчи Кархемис патне вӑрҫӑпа кайнӑ, Иосия ӗнтӗ ӑна хирӗҫ тухнӑ.пошел Нехао, царь Египетский, на войну к Кархемису на Евфрате; и Иосия вышел навстречу ему.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Патша вара йыхрав янӑ та Иудейӑпа Иерусалимри мӗнпур аслӑ ҫынна хӑй патне пуҫтарнӑ, 30. патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, унпа пӗрле пӗтӗм халӑх пынӑ: иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем, священниксем, левитсем, пӗтӗм халӑх ватти-вӗтти таран — пурте пуҫтарӑннӑ; вара патша вӗсене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ халал кӗнекине пӗр сӑмах сиктермесӗр сасӑпа вуласа панӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хурава патша патне ҫитернӗ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вара Хелкия тата патша ҫыннисем хӗрарӑм пророк Олдама патне, — вӑл тумтир управҫи ӗҫне туса тӑракан Шаллум арӑмӗ пулнӑ, Шаллум — Тиква ывӑлӗ, Тиква — Хархас ывӑлӗ пулнӑ, — кайнӑ; Олдама Иерусалимӑн иккӗмӗш пайӗнче пурӑннӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Шафан кӗнекене патша патне илсе кайнӑ та патшана хыпар туса каланӑ: санӑн чурусене мӗн хушнӑ — вӗсем ҫавна йӑлтах тӑваҫҫӗ; 17. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ кӗмӗле шута илчӗҫ, ӑна пӑхавҫӑсемпе ӗҫ ӗҫлеттерекенсене алӑранах пачӗҫ, тенӗ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара вӗсем аслӑ священник Хелкия патне пынӑ, Манассия тата Ефрем ҫыннисем, ҫавӑн пекех ытти израильсем те, Иудӑпа Вениамин ҫыннисем, Иерусалимра пурӑнакансем Турӑ Ҫуртне илсе пынӑ кӗмӗле, алӑк умӗнче хуралта тӑнӑ левитсем пуҫтарса тӑнӑ кӗмӗле, ӑна панӑ; 10. ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине панӑ, лешӗсен вара кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакан-сиплекен ҫынсене уйӑрса памалла пулнӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Халӑха ертсе пыма Езекия ҫарпуҫсем суйласа лартнӑ, вӗсене хӑй патне, хула хапхи умӗнчи лаптӑка, пуҫтарнӑ та вӗсен чунне пырса тивмелли сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ: 7. ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, Ассири патшинчен, унпа пӗрле килнӗ эшкертен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗн вӑй вӗсеннинчен пысӑкрах, 8. унӑн — ӳт вӑйӗ, пирӗнпе пӗрле — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Вӑл пире пулӑшӗ, пирӗн майлӑ ҫапӑҫӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Езекия священниксемпе левитсене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйӑрса, вӗсене черетпе ӗҫлемелле туса кашни ҫыннине хӑй ӗҫӗ патне, — священник ӗҫӗ-и вӑл, левит ӗҫӗ-и, — тӑратнӑ, вӗсен ӗнтӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳмелле пулнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлемелле пулнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн хапхи умӗнче Турра мухтаса-аслӑласа тӑмалла пулнӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Езекия патша Израиль Турри ячӗпе Пасха уявне уявлама Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, Иерусалима, килме чӗнсе Израильпе Иудея ҫӗрӗн пур кӗтесне те ҫын ҫитернӗ, Ефремпа Манассия патне те ҫыру ҫырса янӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара Езекия патша патне пынӑ та каланӑ: эпир Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тасатрӑмӑр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнне те, мӗнпур савӑт-сапана та, парне ҫӑкӑрӗн сӗтелне те, тата сӗтелӗн мӗнпур савӑт-сапине те тасатрӑмӑр, 19. Ахаз хӑй патшара ларнӑ чухне пӑрахӑҫланӑ мӗнпур савӑт-сапана та эпир тасатса хатӗрлерӗмӗр, халӗ вӗсем акӑ Ҫӳлхуҫана парне памалли вырӑн умӗнче.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ мӗнпур тасамара Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишне илсе тухнӑ, мӗн йӑтса тухнине левитсем Кедрон юхӑмӗ патне илсе кайса пӑрахнӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӗнтӗ Ахаз патне Ассири патши Феглафелласар ҫитнӗ, анчах та пулӑшас вырӑнне вӑл йывӑрлӑх ҫеҫ кӳнӗ: 21. патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи, патша керменӗнчи пурлӑха тата улпутсен пурлӑхне Ассири патшине панӑ, анчах ӑна пӗрех пулӑшу пулман.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав вӑхӑтра Ахаз патша Ассири патшисем патне, вӗсенчен пулӑшу ыйтса, ҫын янӑ, 17. мӗншӗн тесессӗн идумейсем каллех тапӑнса килнӗ, Иудейӑра темӗн чухлӗ ҫынна пӗтернӗ, тыткӑна илнӗ; 18. филистимсем те Иудейӑн кӑнтӑр енчи тата айлӑмлӑ вырӑнсенчи хуласене тапӑннӑ: Вефсамис, Аиалон, Гедероф хулисене тата Сохо хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Фимна хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Гимзо хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене ҫӗнсе илнӗ те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара ятран асӑнса тухнӑ ҫав арсем тыткӑна илсе килнисене пулӑшнӑ: тупӑшри тумтире илсе ҫарамассисене пурне те тӑхӑнтартнӑ, вӗсене ура сырри те панӑ, вӗсене тӑрантарнӑ-ӗҫтернӗ, вӗсен пуҫне ҫу сӗрнӗ, халсӑрланса ҫитнисене ашаксем ҫине лартнӑ, унтан вӗсене Иерихона, пальма хулине, хӑйсен тӑванӗсем патне ӑсатнӑ, кайран Самарие таврӑннӑ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Израиль патши Иоас вара Амасияна — Иудея патшине, Иоахаз ывӑлӗн Иоасӑн ывӑлне — Вефсамисра ярса тытнӑ та Иерусалима илсе пынӑ; унта вӑл Иерусалим хӳмине Ефрем хапхинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫити тӑватҫӗр чике тӑршшӗ аркатса тухнӑ; 24. вара Турӑ Ҫуртӗнче, Овед-Эдом управҫӑ аллинче пулнӑ мӗнпур ылтӑнпа кӗмӗле, мӗнпур савӑт-сапана тата патша керменӗнчи хаклӑ пурлӑха илсе, салука илнӗ ҫынсене хӑваласа Самарие таврӑннӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.