Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уйӑх сăмах пирĕн базăра пур.
Уйӑх (тĕпĕ: уйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗлӗнсе кӑна хытса кайӑн, ку меслет Ярмолӑшӑн чи лайӑххи те чи вырӑнли пулчӗ, мӗншӗн тесен иккӗмӗш уйӑх вӗҫленнӗ тӗле эпир хушамата ҫырма хӑнӑхса ҫитрӗмӗр тесен те юрамалла.

К моему великому удивлению, этот способ оказался наиболее доступным Ярмоле, так что к концу второго месяца мы уже почти осилили фамилию.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Кайран, вун пӗр уйӑх хӳтӗленнӗ хыҫҫӑн, пирӗннисем Севастопольрен тухса кайнӑ, хула вырӑнӗнче чул купи ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

А потом, после героической одиннадцатимесячной обороны, когда наши покинули Севастополь, на месте города осталась груда развалин.

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Паллах, ку малашнехи ӗҫ ҫине те витӗм кӳчӗ — уйӑх тӑршшӗпех тенӗ пек хӑвӑртлӑха ҫухатмасӑр пытӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ авӑн уйӑхӗнче рекорда ҫӗнетрӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23215.html

Пӗр уйӑх кунта ларни ахаль пулмарӗ.

Мы не зря торчали здесь целый месяц.

Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив

Анчах М. профессорӑн ытарайми статьи пичетленсе тухнӑранпа пӗр уйӑх кӑна иртрӗ — «Св. Марийӑн» наукӑллӑ пехилӗ ҫинчен ҫырнӑччӗ вӑл — хӑех вал мана телефонпа чӗнтерчӗ те тинех эпӗ килӗшрӗм.

потому что прошёл лишь месяц с тех пор, как была опубликована замечательная статья профессора В. о научном наследстве «Св. Марии». Когда он сам позвонил мне, я согласился.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кантӑк ҫинче уйӑх ҫути симӗсӗн-кӑвакӑн ҫунать.

Окно играло синими искрами месяца.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗр уйӑх каярах Петя Гаврик сӑмахӗсене ӑнланман пулӗччӗ.

Может быть, еще месяц тему назад Петя не понял бы, о чем говорит Гаврик.

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Юлашкинчен тир хуҫи тата мӑнкӑмӑллӑрах: — Ӗнтӗ икӗ уйӑх ҫырусем ҫук, — терӗ.

Наконец хозяин тира произнес еще более высокомерно: — Уж два месяца нету писем.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вара: «Сывӑ-и, Иосиф Карлович, сирӗн пата Софья Петровна Николаев хулинчен ҫыру килнине пӗлме ячӗ», — темелле, унтан вӑл калӗ: «Ӗнтӗ икӗ уйӑх ҫырусем ҫук», — тейӗ.

Сказать: «Здравствуйте, Иосиф Карлович, прислала до вас Софья Петровна узнать, чи вы получили письмо с Николаева», — тогда той мне должен сказать: «Уж два месяца нету писем»…

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл сана хирӗҫ: — «Икӗ уйӑх ҫырусем ҫук ӗнтӗ», — тейӗ.

Тогда он тебе ответит: «Уж два месяца нету писем».

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Часах уйӑх, хӑй таврашӗнчи тӗтрене ҫӗнтернӗ пек пулса, йӑлтах тасалса ҫитрӗ, анчах ирхи кӗренлене пуҫланӑ пӗлӗте кура, вӑл вӑйсӑрӑн шуралчӗ.

Потом она стала ясная, как бы победившая всё вокруг, но побледневшая, обессилевшая, когда оказалось, что мы идём к утреннему, розовому небу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗтре те палуба ҫинче е ҫӑралать, е сирӗлет, унӑн пӑтранчӑкӗ витӗр тусем ҫийӗн хӑпарнӑ тулли уйӑх курӑнать, катара тӳрем ҫутӑ йӑрӑмсем палӑраҫҫӗ.

То заходил он на палубу, то уходил, и между его дикими клочьями показывалась над сопками полная луна с вертикальными, вверх и вниз, снопами.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ, хура тинӗс ҫине ӳксе, пӗчӗк уйӑх пек курӑнать.

Утренняя звезда отражается в темной воде, как маленькая луна.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Виҫӗ уйӑх.

— Три месяца.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн тейӗн вара, вӑл чӑнласах Полярнӑйра служить тӑвать пулсан, эпӗ, хай, хамӑн тахҫанхи хаклӑ та ҫывӑх, савнӑ тусӑмпа ӗнтӗ виҫӗ уйӑх хушши ҫумма-ҫуммӑнах пурӑнатӑп пулсан?..

Что, если он действительно служит в Полярном и я вот уже три месяца живу бок о бок с моим милым, старым, дорогим другом?..

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн путса аннӑ куҫӗсенче уйӑх ҫути йӑлтӑртатнӑ.

Лунный свет блестел в его закатившихся глазах.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Икӗ уйӑх каторгӑри пек ӗҫленӗшӗн виҫӗ тенкӗ те аллӑ пус!..

— Три рубля пятьдесят копеек за два каторжных месяца!..

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Уйӑх ҫуттинче хӗрачан куҫшуррисем, юр пӗрчисем пек йӑлтӑртатнӑ, ватӑ абрикос йывӑҫҫи айӗнче тӑракан каткари шыв ҫинче унӑн ҫутти кӗмӗл пек сиккелесе такамӑн шыв ҫинче ишсе ҫӳрекен вылямалли киммине ҫутатнӑ.

В лунном свете даже белки девочкиных глаз отливали каленой синевой, и такой же синевой блеснула в кадке под старой абрикосой темная вода, в которой плавала чья-то игрушечная лодочка.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Йывӑҫ ҫулҫисем витӗр питех те ҫутӑ, питех те тӗлӗнмелле илемлӗ уйӑх ҫути курӑннӑ.

Сквозь дыры в листве проникал такой яркий и такой волшебный лунный свет.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах тӗнчере тата таҫта инҫетре уйӑх пулнӑ.

Но еще где-то в мире была луна.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех