Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Патша хӗрӗн мӗнпур чапӗ — унӑн чӗринче; унӑн тумтирне ылтӑнпа тӗрленӗ; 15. чеченленӗ хӳхӗм тумпа ӑна Патша патне илсе каяҫҫӗ; ун хыҫҫӑн Сан патна хӗрсене, унӑн тус-хӗрӗсене, ертсе пыраҫҫӗ, 16. савӑнса, хавасланса пыраҫҫӗ, Патша керменне ҫитсе кӗреҫҫӗ.
Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара Турра парне кӳмелли вырӑн патне, хама савӑнтаракан, хаваслантаракан Турӑ умне пырса тӑрӑп, эй Турӑҫӑм, Турӑҫӑм, Сана кӗсле каласа мухтӑп!
Пс 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑҫӑм! шывсӑр антӑхнӑ айпӑлан епле юхӑм патне ӑнтӑлать, манӑн чунӑм та ҫапла Сан патна ӑнтӑлать.2. Как лань желает к потокам воды, так желает душа моя к Тебе, Боже!
Пс 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа кирек хӑш тӳрӗ ҫын та йывӑр вӑхӑтра Сана кӗлтӑвӗ, вара сарӑлса кайнӑ пысӑк шывсем ун патне ҫитеймӗҫ.
Пс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Санӑн аллу пур тӑшману патне те ҫитӗ, сылтӑм аллу Хӑвна курайманнисене [пурне те] тупӗ.9. Рука Твоя найдет всех врагов Твоих, десница Твоя найдет [всех] ненавидящих Тебя.
Пс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ют турӑ патне васкакансен хӗн-асапӗ хушӑнса пытӑр; эпӗ вӗсем пек юнлӑ парне кӳрсе юн тӑкмӑп, вӗсен ячӗсене чӗлхе-ҫӑварӑмпа та асӑнмӑп.
Пс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара Иов патне пӗтӗм тӑванӗ — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ — тата пӗтӗм пӗлӗшӗ пуҫтарӑннӑ, унӑн килӗнче унпа пӗрле ҫӑкӑр-тӑвар ларса ҫинӗ, ун ҫине Ҫӳлхуҫа янӑ асапсемшӗн унпа пӗрле куляннӑ та, ӑна лӑплантарнӑ та; кашнийӗ ӑна пӗрер кесита тата пӗрер ылтӑн ҫӗрӗ парнеленӗ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ ҫичӗ пӑру, ҫичӗ сурӑх илӗр те Манӑн Иов чурам патне кайӑр, хӑвӑршӑн парне кӳрӗр; Манӑн Иов чурам сирӗншӗн кӗлтӑвӗ, Эпӗ унӑн кӗллине анчах хапӑл илӗп: Ман ҫинчен Манӑн Иов чурам чухлӗ тӗрӗс каламаншӑн сирӗн асап курмалла ан пултӑр, тенӗ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унӑн ҫиелти тумтирне кам сирсе пӑрахайӗ, унӑн мӑшӑр янах шӑммийӗ патне кам хӑйса ҫывӑхарайӗ?5. Кто может открыть верх одежды его, кто подойдет к двойным челюстям его?
Иов 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Акӑ бегемот, ӑна Эпӗ сана пултарнӑ пекех пултарнӑ; вӑл, вӑкӑр пекех, курӑк ҫиет; 11. унӑн пӗҫҫи мӗнле тӗреклӗ, унӑн вар ӳчӗ епле ҫирӗп; 12. кедр евӗрлӗ хӳрине сулкалать; пӗҫӗ шӑнӑрӗсем явӑна-явӑна тӑраҫҫӗ; 13. ури — пӑхӑр юпа пек; шӑмми — тимӗр пӑрӑх пек; 14. акӑ вӑл — Турӑ ҫулӗсен пуҫламӑшӗ; ун патне ӑна Пултараканӗ ҫеҫ хӗҫне ҫывӑхартӗ; 15. сӑрт-ту ун валли ҫимӗҫ кӳрсе тӑрать, унта тӗрлӗрен тискер кайӑк выляса ҫӳрет; 16. вӑл лапсака йывӑҫ сулхӑнӗнче, хӑмӑшлӑх хӳттинче, шурлӑхра канса выртать; 17. лапсака йывӑҫсем ӑна хӑйсен сулхӑнӗпе хупӑрлаҫҫӗ; ун тавра — шыв хӗрринчи хӑвалӑх; 18. акӑ вӑл ҫырмаран шыв ӗҫсе тӑрать, васкамасть; ҫӑварне Иордан вӑйкӑнсассӑн та канлӗхне ҫухатас ҫук вӑл.
Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пӑрушӗсене пӑруланӑ, путекӗсене пӑранланӑ чухне, хӑйсен ӑшне пушатнӑ чухне вӗсем авкаланаҫҫӗ; 4. пӑрушӗсем, путекӗсем аталанаҫҫӗ те хирте ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ, пӗр уйӑрӑлса каяҫҫӗ те амӑшӗ патне таврӑнмаҫҫӗ.
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсӗ, паллах, сӗмлӗхӗн чиккине ҫитсе курнӑ, унӑн килӗ патне каякан сукмака та пӗлетӗн.20. Ты, конечно, доходил до границ ее и знаешь стези к дому ее.
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Каланӑ сӑмах Ун патне ҫитет теекен пур-и?
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26-27. Турӑран пӑрӑннӑшӑн, Унӑн ҫулӗсем ҫинчен шухӑшламаншӑн вӗсене Вӑл, йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ пек, ыттисем умӗнче пӗтерет, 28. апла мӗскӗнсем йӗни Ун патне ҫитнӗ, Вӑл асап тӳсекенсем йынӑшнине илтнӗ.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эхер те Вӑл чӗрине хупса хурас пулсассӑн, Хӑйӗн сывлӑшне, пурӑнӑҫ чӗмне каялла Хӑй патне илес пулсассӑн, 15. тӗнчери пӗтӗм чун ҫавӑнтах пӗтсе ларнӑ пулӗччӗ, этем каллех тӑпра пулса тӑрӗччӗ.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫав хута эпӗ хулпуҫҫи ҫине хурса ҫӳрӗттӗм, ӑна пуҫкӑшӑль вырӑнне тӑхӑнӑттӑм; 37. Турра кашни утӑма пӗлтерсе тӑрӑттӑм, Ун патне пуҫлӑх пек ҫывӑхарӑттӑм.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫапла, Эсӗ мана вилӗм патне илсе ҫитерессе, мӗнпур пурӑнаканӗ пуҫтарӑнакан киле ҫитерессе пӗлетӗп.23. Так, я знаю, что Ты приведешь меня к смерти и в дом собрания всех живущих.
Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Халӗ ӗнтӗ манран хамран кӗҫӗнреххисем кулаҫҫӗ; эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене кӗтӗвӗмсене сыхлакан йытӑсем патне те ямӑттӑм.
Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хула хапхи патне тухсассӑн, уҫӑ вырӑна хамӑн пуканӑма лартсассӑн, 8. яш ачасем мана курсассӑн пытанатчӗҫ, ватӑсем ура ҫине тӑратчӗҫ; 9. ҫулпуҫсем калаҫма хӑяймастчӗҫ, ҫӑварне аллипе хуплатчӗҫ; 10. чаплӑ ҫынсем шӑп пулатчӗҫ, чӗлхи вӗсен ҫӑвар маччине ҫыпӑҫӑнса ларатчӗ.
Иов 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл тӑвакан ӗҫсем — аслӑ, тӗлӗнмелле, вӗсене ӑнласа ҫитерейместӗн, вӗсен имӗ-сумӗ те ҫук, 10. Вӑл ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫутарать, уй-хир ҫине шыв ярать; 11. кӗҫӗне юлнисене асла кӑларать, хур куракансене ҫӑлӑнӑҫ патне илсе тухать.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.