Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патне сăмах пирĕн базăра пур.
патне (тĕпĕ: патне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
14. Ӑслисем пӗлӳ упраҫҫӗ, ӑссӑррине чӗлхи-ҫӑварӗ инкек патне ҫитерет.

14. Мудрые сберегают знание, но уста глупого - близкая погибель.

Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ӑна итлекенӗ хӑйне вилесем патне чӗннине, унччен чӗннӗ хӑнисем тамӑк тӗпне кайнине пӗлмест те.

18. И он не знает, что мертвецы там, и что в глубине преисподней зазванные ею.

Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ют арӑм патне чупакана та ҫавӑн пек пулӗ: ҫав арӑма тӗкӗннӗ ҫын айӑпа кӗмесӗр юлмӗ.

29. То же бывает и с тем, кто входит к жене ближнего своего: кто прикоснется к ней, не останется без вины.

Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Е пыл хурчӗ патне кай, кур-ха: епле ӗҫчен вӑл, мӗнлерех ырӑ ӗҫ тӑвать вӑл; сывлӑхлӑ тӑмашкӑн унӑн пылне хура халӑх та, патшасем те ҫиеҫҫӗ; ӑна пурте юратаҫҫӗ, мухтаҫҫӗ; унӑн вӑйӗ ҫук та, ӑсӗ пур.]

[Или пойди к пчеле и познай, как она трудолюбива, какую почтенную работу она производит; ее труды употребляют во здравие и цари и простолюдины; любима же она всеми и славна; хотя силою она слаба, но мудростью почтена.]

Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Юлхав! кӑткӑ патне кай, вӑл мӗнле ӗҫленине курса ӑслӑлан.

6. Пойди к муравью, ленивец, посмотри на действия его, и будь мудрым.

Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Хӑвӑн ҫулна ҫав арӑмран аякра тыт, унӑн алӑкӗ патне ан ҫывӑхар: 9. хӑвӑн сывлӑхна ыттисене, пурӑнас кунҫулна асаплантаракана памалла ан пултӑр; 10. санӑн вӑй-хӑватупа юттисем тӑранса ан пурӑнччӑр, санӑн ӗҫӳ-хӗлӳ ют килшӗн ан пултӑр.

8. Держи дальше от нее путь твой и не подходи близко к дверям дома ее, 9. чтобы здоровья твоего не отдать другим и лет твоих мучителю; 10. чтобы не насыщались силою твоею чужие, и труды твои не были для чужого дома.

Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Йӑпӑлти арӑма ан тӑнла:] 3. ют арӑмӑн чӗлхи пыл юхтарать, унӑн сӑмахӗ ҫуран та ҫемҫерех; 4. анчах вӑл кайран армути пек йӳҫӗ, икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ пек пулса тухать; 5. урисем унӑн вилӗм патне илсе анаҫҫӗ, ури йӗррисем тамӑках ҫитеҫҫӗ.

[Не внимай льстивой женщине;] 3. ибо мед источают уста чужой жены, и мягче елея речь ее; 4. но последствия от нее горьки, как полынь, остры, как меч обоюдоострый; 5. ноги ее нисходят к смерти, стопы ее достигают преисподней.

Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ӑслӑлӑха тивӗҫнӗ ҫын, ӑстӑн илнӗ ҫын телейлӗ: 14. ӑслӑлӑх тупни кӗмӗл тупнинчен аванрах, унӑн тупӑшӗ ылтӑн паракан тупӑшран пысӑкрах: 15. вӑл хаклӑ чулсенчен те хаклӑрах; [нимӗнле усаллӑх та ӑна хирӗҫ тӑраймасть; ун патне ҫывӑхаракансем ӑна пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ,] ху мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймӗ.

13. Блажен человек, который снискал мудрость, и человек, который приобрел разум, - 14. потому что приобретение ее лучше приобретения серебра, и прибыли от нее больше, нежели от золота: 15. она дороже драгоценных камней; [никакое зло не может противиться ей; она хорошо известна всем, приближающимся к ней,] и ничто из желаемого тобою не сравнится с нею.

Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Турӑ Вӑл — Ҫӳлхуҫа, пире ҫутатса ячӗ; парне кӳмеллине пӑявпа ҫыхӑр, парне вырӑнӗн мӑйраки патне илсе пырӑр.

27. Бог - Господь, и осиял нас; вяжите вервями жертву, ведите к рогам жертвенника.

Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вӗсем сахаллӑн, питӗ сахаллӑн пулнӑ чухнех, унта ютран пынӑ ҫынсем пулнӑ чухнех, 13. пӗр халӑх патӗнчен тепӗр халӑх патне, пӗр патшалӑхран урӑх ӑру хушшине куҫса ҫӳренӗ чухнех 14. вӗсене мӑшкӑллама никама та ирӗк паман, вӗсемшӗн патшасене те чарнӑ: 15. «Манӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннӑмсене ан тӗкӗнӗр, Манӑн пророкӑмсене усал ан тӑвӑр» тенӗ.

12. Когда их было еще мало числом, очень мало, и они были пришельцами в ней 13. и переходили от народа к народу, из царства к иному племени, 14. никому не позволял обижать их и возбранял о них царям: 15. «не прикасайтесь к помазанным Моим, и пророкам Моим не делайте зла».

Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫа картишӗнче пуласшӑн ҫунать; чӗрем те, ӳтӗм те хаваслансах чӗрӗ Турӑ патне ӑнтӑлать.

3. Истомилась душа моя, желая во дворы Господни; сердце мое и плоть моя восторгаются к Богу живому.

Пс 83 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ӗмӗрхи ишӗлчӗксем патне васкасамччӗ: сӑваплӑ вырӑна тӑшман пӗтӗмпе аркатса тӑкрӗ.

3. Подвигни стопы Твои к вековым развалинам: все разрушил враг во святилище.

Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Маншӑн вара Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей!

28. А мне благо приближаться к Богу!

Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, илтсем мана: Эсӗ ырӑ кӑмӑллӑ; иксӗлми ырӑлӑхупа хӗрхенсе пӑхсам ман ҫине; 18. Хӑвӑн сӑнна чурунтан ан пытарсамччӗ: эпӗ хуйхӑратӑп; часрах илтсем мана; 19. чунӑм патне ҫывӑхарсам, хӑтарсам ӑна; тӑшманӑмсене кура ҫӑл мана.

17. Услышь меня, Господи, ибо блага милость Твоя; по множеству щедрот Твоих призри на меня; 18. не скрывай лица Твоего от раба Твоего, ибо я скорблю; скоро услышь меня; 19. приблизься к душе моей, избавь ее; ради врагов моих спаси меня.

Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Эсӗ ҫӳле ҫӗклентӗн, тыткӑна тыткӑнларӑн, этемсем валли парне ҫӗнтерсе илтӗн, хирӗҫ тӑраканнисем те Ҫӳлхуҫа Турӑ патне вырӑнаҫчӑр терӗн.

Куҫарса пулӑш

Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Пусмӑрласа илнине ан шанӑр, ҫаратса тупнипе ан мухтанӑр; мул пухӑнса пынине чӗре патне ан илӗр.

11. Не надейтесь на грабительство и не тщеславьтесь хищением; когда богатство умножается, не прилагайте к нему сердца.

Пс 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Давид вӗрентсе калани, 2. Зиф ҫыннисем Саул патне ҫитсе: «Давид пирӗн патӑмӑрта пытанса пурӑнать» тесе евитленӗ хыҫҫӑн.

Учение Давида, 2. когда пришли Зифеи и сказали Саулу: «не у нас ли скрывается Давид?»

Пс 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Доик — Идумея ҫынни — Саул патне пырса ӑна Давид ҫинчен элеклесе, вӑл Ахимелех килне пынӑ тесе пӗлтернӗ хыҫҫӑн.

2. После того, как приходил Доик Идумеянин и донес Саулу и сказал ему, что Давид пришел в дом Ахимелеха.

Пс 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫын пуйса пынинчен, унӑн ҫурчӗ чаплӑланса пынинчен ан хӑра: 18. вилсессӗн нимӗн те илеймӗ; чапӗ те ун хыҫҫӑн каяймӗ; 19. пурӑннӑ чухне хӑйне юраса пурӑнсассӑн та, ҫапла пурӑннӑшӑн ӑна ыттисем мухтасассӑн та 20. вӑл пӗрех ашшӗсем патне кайӗ, лешӗсем вара нихӑҫан та ҫутӑ кураймӗҫ.

17. Не бойся, когда богатеет человек, когда слава дома его умножается: 18. ибо умирая не возьмет ничего; не пойдет за ним слава его; 19. хотя при жизни он ублажает душу свою, и прославляют тебя, что ты удовлетворяешь себе, 20. но он пойдет к роду отцов своих, которые никогда не увидят света.

Пс 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Турӑ халӑхсенӗн патши пулчӗ, Турӑ Хӑйӗн сӑваплӑ аслӑ пуканӗ ҫине ларчӗ; 10. халӑхсенӗн пуҫлӑхӗсем Авраам Турри патне пухӑнчӗҫ: вӗсем те, ҫӗр хулканӗсем, — Туррӑн; Вӑл вӗсенчен ҫӳле ҫӗкленчӗ.

9. Бог воцарился над народами, Бог воссел на святом престоле Своем; 10. князья народов собрались к народу Бога Авраамова, ибо щиты земли - Божии; Он превознесен над ними.

Пс 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех