Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пс 46

Пай: Библи –> Псалтирь

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.16 21:20

Пуплевӗш: 7; Сӑмах: 102

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Корей ывӑлӗсенӗн. Псалом.

2. Эй халӑхсем, пурсӑр та алӑ ҫупӑр,
савӑнӑҫлӑ сасӑпа кӑшкӑра-кӑшкӑра илӗр, Турра мухтӑр:
3. Ҫӳлти Турӑ, Ҫӳлхуҫамӑр, хӑрушӑ —
пӗтӗм ҫӗрӗн аслӑ Патши Вӑл;
4. халӑхсене пире пӑхӑнтарчӗ,
ӑрусене пирӗн ура айне турӗ;
5. пире хамӑрӑн еткерлӗхе —
Хӑй юратакан Иаковӑн илемне — суйласа пачӗ.

6. Турӑ Хӑйне мухтакансем хӗпӗртесе кӑшкӑрса тӑнӑ чухне ҫӳле ҫӗкленчӗ,
трупасем кӑшкӑртса тӑнӑ чухне Ҫӳлхуҫа ҫӳле ҫӗкленчӗ.

7. Юрлӑр, Туррӑмӑра мухтаса юрлӑр;
юрлӑр, Патшамӑра мухтаса юрлӑр:
8. Турӑ — пӗтӗм ҫӗрӗн Патши;
ӑстайлӑн та килӗшӳллӗн юрлӑр.

9. Турӑ халӑхсенӗн патши пулчӗ,
Турӑ Хӑйӗн сӑваплӑ аслӑ пуканӗ ҫине ларчӗ;
10. халӑхсенӗн пуҫлӑхӗсем
Авраам Турри патне пухӑнчӗҫ:
вӗсем те, ҫӗр хулканӗсем, — Туррӑн;
Вӑл вӗсенчен ҫӳле ҫӗкленчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех