Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лайӑхрах (тĕпĕ: лайӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лайӑхрах хупланасчӗ сивӗ ҫилтен.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ваттисемпе пӗрле ӳсекен ачасем ӑслӑ пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ваттисем мӑнукӗсене ачисенчен те лайӑхрах пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Хӑвӑрт утакансен спорчӗ сахал ҫынна килӗшет теме те пулать, анчах та ҫапах та ман шутпа лайӑхрах та ӗҫлеме пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче Кубокӗ // Аҫтахар Плотников. https://pcode.livejournal.com/81258.html

«Йӑлтах тырӑ аксан лайӑхрах мар-и?»

"Не лучше ли, если засеять всё зерном?"

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Курма килекенсем вара кӑҫал вӗсем лайӑхрах вылянине палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, сывлӑха ҫирӗплетнӗ // Каҫал Ен. Каҫал Ен, 2019.02.26

Ӑна йӗркелени тата унпа усӑ курни республика экономикин аталанӑвне тишкерессине, прогноз тӑвассине тата стратегилле планлассине палӑрмаллах хӑвӑртлатать тата лайӑхрах пахалӑхлӑ тума пулӑшать.

Ее формирование и использование в бóльшей степени ускорит и сделает более качественными анализ, прогнозирование и стратегическое планирование развития экономики республики в целом.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Пысӑклатасси ҫинчен йышӑну тусан халӑха муниципалитет тата патшалӑх пулӑшӑвне парассин пахалӑхӗ тата унпа усӑ курмалли майсем сыхланса юлмалла кӑна мар, унчченхинчен те лайӑхрах пулмалла.

В случае принятия решения об укрупнении, качество и доступность муниципальных и государственных услуг населению должны не только сохраниться, но и повыситься.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Паянхи ҫынсен ытларах пайӗ хальхи вӑхӑтри лайӑхрах пурнӑҫа магазинсене ют ҫӗр-шывсенчен кӳрсе килнӗ тӗрлӗрен имҫамсемпе «пуян» ӗҫмелли-ҫимелли продуктсемпе, расна тӗрлӗ тӑхӑнмалли, «крутой» техника таварӗсемпе танлаштарса хак парать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Халӑх сӑмахлӑхӗнче ҫапла калани пур: «Пулӑ – тарӑнрах вырӑн, этем лайӑхрах пурнӑҫ шырать».

В народной словесности есть такое выражение: «Рыба — глубинное место, человек ищет лучшей жизни».

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Эпир вара кунран кун хамӑрӑн кӗске ӗмӗрсене ӗнерхинчен лайӑхрах пурӑнса ирттерессишӗн тӑрӑшмастпӑр.

А мы и не стараемся, чтобы в совей жизни прожить этот день лучше, чем вчера.

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Лайӑхрах пӑх-ха, вӑл пире хирӗҫ килет-и? — ыйтрӗ вӑл пӑшӑлти сасӑпа.

— Посмотри по-лучше, он идет навстречу к нам? — спросила она шепотом.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

- Сарлака ҫӗршывӑмӑра ӑна лайӑхрах пӗлес пулать!

Куҫарса пулӑш

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Хамӑр продукцие ҫӗр-шывӑн ытти регионӗсене ӑсатма, инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерме лайӑхрах майсем уҫӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Помидорпа пӑрӑҫ тата вӑтам ҫитӗнекен купӑста калчисене июнь пуҫламӑшӗнче лартсан лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

Пахча ҫимӗҫ акатпӑр-лартатпӑр // В. ВАСИЛЬЕВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 6&page=279

пин-кода карточка ҫине ҫырса ан хурӑр, ӑна асра тытсан лайӑхрах;

Куҫарса пулӑш

Ултавҫӑсем татах улталаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 09.06.17

Пӗри вӑл — чаплӑ пурнӑҫ шырани (кунта хайхи ачана лайӑхрах пурнӑҫ парас тесе, инҫе ҫула вӗҫме ҫирӗп ҫунатпа тӗревлеме тӳрех «великий русский языка» вӗрентни), тепри — вырӑс чӗлхи пӗтӗм таврана ҫупӑрласа илни (кунта хайхи «Пурте вырӑсла вӗрентеҫҫӗ пулсан ман ма ачана чӑвашла вӗрентес?» текенни), тата ытти, тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Ҫыпҫӑнӑр лайӑхрах, ҫыпҫӑнӑр аннӗр ҫумне, — вӗҫӗмсӗр калаҫрӗ вӑл ҫурасемпе.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Колхозниксем ачисене лайӑхрах тумлантарма, аслӑ шкулсенче вӗрентме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Вӑл Маньӑна чӗнсе килчӗ, эмел ӗҫсен хама лайӑхрах туйма тыт&# 259;нтӑм.

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Вӗллере хӗл каҫакан хуртсем ытларахӑшӗ ҫурла уйӑхӗнче тухнисем пулсан ҫемье лайӑхрах хӗл каҫать.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех