Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуллен сăмах пирĕн базăра пур.
хуллен (тĕпĕ: хуллен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лашасем хуллен утрӗҫ, ҫавӑнпа та Шошин Ульяна Шутяевӑн пӳртне кӑна мар, ытти хуралчӗсене те, картишӗнчи паллӑ япаласене те асӑрхаса илчӗ.

Ехали медленно, и Шошин запомнил не только дом Ульяны Шутяевой, но и все постройки, все приметное, что было у нее на дворе.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Апла пулсан, тен, хуллен утӑпӑр?

— Тогда, может, пойдем тихонько, а?

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫӗнӗ комиссар чунӗ Озеров умӗнче, шурӑмпуҫӗнче сарӑлакан чечек пек, хуллен кӑна уҫӑлма тытӑнчӗ те, ҫав чӗре ҫунса тӑракан хӗрлӗ ҫутӑ мӑкӑнь чечекӗн хуппи ӑшӗнчи пекех тулли пулнине курма пуҫларӗ.

Туго и медленно, как осторожный цветок на заре, раскрывалась перед Озеровым душа нового комиссара, и Озеров начинал видеть, что в ней полным-полно огненно-красного цвета, словно в бутоне махрового мака.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Йытӑ сасартӑк хырӑмӗ ҫине выртрӗ, хуллен ҫеҫ хӑрлатса илчӗ, Андрей урисем патне йӑпшӑнса пычӗ.

Собака вдруг опустилась на все лапы, тихонько заскулила и ползком приблизилась к ногам Андрея.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрей ун чухне мӗн курнине пурне те: лӑпкӑ ҫилпе хуллен те хаваслӑн хумханакан ыраш пуссине те, ун ҫийӗн шуса иртекен курӑксен мӗлкине те, ҫул айккинчи ешӗл вӑрман хӗррине те, ҫап-ҫутӑ уяр тӳпене те халь тӗлӗкре курчӗ…

Андрей увидел все, что видел когда-то наяву: и веселую рябь тронутых ветерком хлебов, и скользящие по ним тени грачей, и яркую, ласковую зелень перелесков в стороне от дороги, и сверкающее небо…

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Татьяна итлемерӗ, ҫенӗк алӑкне чӗнмесӗр уҫса, хуллен каларӗ: «Ан мӑкӑртат, хӑвна ху ан ылхан, тухса кай та, эпӗ сана урӑх ҫакӑн пек йӗрӗнчӗклӗ пулнине курам мар…»

Татьяна не слушала, молча отворила в сенцы дверь и сказала: «Не бурчи, не кляни себя, а иди, иди, чтобы я тебя больше таким противным не видела!»

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫутӑ ҫунакан пусма тӑрӑх Варвара Сергеевна иккӗмӗш хута, Хворостянкин кабинечӗ вырнаҫнӑ ҫӗре, улӑхрӗ Унта колхозниксем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, хуллен утнӑ сасӑсем, арҫынсем калаҫни илтӗнет.

На втором этаже, где находился кабинет Хворостянкина и куда поднялась по освещенной лестнице Варвара Сергеевна, толпились колхозники, слышались глухие шаги, мужские голоса.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫӗрӗк чикмек чӗриклетнӗ, нимӗҫ хуллен ятлаҫнӑ.

Гнилая лестница поскрипывала, немец тихо ругался.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ҫыруне дневальнӑй аллине панӑ та, хуллен кӑна каланӑ:

Письмо отдал дневальному, а сам негромко сказал:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Саперсем вара, каллех ҫапӑҫусем пуҫланасси ҫинчен тата ку ҫапӑҫусен вӗҫӗ-хӗрри пӑхса та курӑнманни ҫинчен хуллен калаҫкаласа, ҫула хускалнӑ.

А саперы тронулись в путь, тихо рассуждая о том, что вот снова начнутся бои и конца этим боям не видать.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

— Укахви, — терӗ вӑл хуллен, — манӑн вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ.

— Гаша, — сказал он тихим голосом, — время мое доспело.

V // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Лагерь ҫийӗн, юр шӑлса лартнӑ пӗчӗк ял ҫинчи пек, хуллен те лӑпкӑн ирхи тӗтӗм ҫӗкленет.

Над лагерем тихонько, мирно, как над засыпанной снегом деревенькой, курились утренние дымки.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Эсир хӑвӑр ума лартнӑ задачӑна ытла та хуллен пурнӑҫласа пыратӑр, — тӑрӑхламасӑр мар каларӗ Корнилов, анчах хӑйӗн пӗтӗм пит-куҫӗпе, уйрӑммӑнах шыв сиккинчи шыв пек хавас куҫӗсемпе ӑшшӑн кулса илчӗ.

— Вы слишком медленно осуществляете поставленную перед собой задачу, — без шуток сказал Корнилов, но тепло улыбнулся глазами.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Воронин ун ҫине пӑхмасӑр, партизансен пуҫӗсем ҫийӗн таҫталла ҫӗр пӳрт алӑкӗ еннелле пӑхса, хуллен те пӑлханса чӗнчӗ:

Воронин, не глядя на него, устремляя взгляд куда-то на дверь землянки над головами партизан, тихонько и взволнованно позвал:

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫӗр пӳртре хуллен кӑна ӳсӗркелесе илни, ассӑн сывлани, пӑшӑлтатни илтӗнчӗ…

В землянке послышались тихий кашель, глубокие вздохи, шепот…

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Нимӗҫсем хӑйсен вӑхӑтлӑха тытса илнӗ ҫӗр ҫинче хӑнӑхса ҫитме палӑртнӑ фашистла ҫар чаҫӗсем октябрьте Ржев таврашӗнчи тӗксӗм вӑрмансем тӑрӑх ҫав тери хуллен шурӗҫ: вӗсене ҫул-йӗр пӑсӑлни кансӗрлерӗ.

В октябре тыловые немецко-фашистские части, которым предстояло осваивать захваченные земли, проникали в глухие ржевские места очень медленно: мешала распутица.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак хушӑра вӑл Лозневой вилнӗ Чернявкинӑн ҫӑматтине тӑхӑннине асӑрхарӗ те, ҫӑварне ывӑҫ тупанӗпе хупӑрласа, икӗ хутчен хуллен ӳсӗрчӗ, унтан мӗн те пулин калас тесе ҫапла хушса хучӗ:

Тут он вдруг заметил, что Лозневой обут в валенки покойника Чернявкина, два раза кряду легонько кашлянул, прикрыв рот ладонью, и сказал, чтобы сказать что-нибудь:

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах вӗсем аялалла хуллен анчӗҫ.

Но снижались они медленно.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл шӑннӑ хыт-хура тунисене хуллен силлентере-силлентере илет.

Она легонько трогала закоченевшие стебли бурьяна.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Хворостянкин шухӑша кайрӗ те хуллен каларӗ:

— Хворостянкин задумался и негромко проговорил:

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех