Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурте хутшӑнса кайнӑ, пӑтрашнӑ, пурте хамӑр ҫынсем пулчӗҫ — хӑни те ҫук, хуҫи те, кашни каҫ уйӑх ҫутипе ҫуталса тӑракан станица юрӑпа, хӗрсен савӑнӑҫлӑ куллипе янраса тӑнӑ.
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫинҫе сасӑсем ҫумне хулӑн сасӑсем хутшӑннӑ, хӑшӗ хӑюсӑр, аран илтӗннӗ, хӑшӗ хытӑ янраса тӑнӑ, — юрӑсӑр каҫ та каҫ мар!
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ку сукмак пӗр ҫӗрте тӑман, шунӑ та шунӑ, йӗри-тавра темиҫе километра лавҫӑсен ури айӗнче юр кӑчӑртатни, е тӗрлӗ сасӑсем «цоб!» тесе кӑшкӑрашни, е ҫул пӑрӑннӑ ҫӗрте ҫуна тупанӗсем йынӑшса илни, е пушӑ шӑхӑрни, е ним сӑлтавсӑрах пысӑк сассипе Прохор юрласа яни, е Иринӑн савӑнӑҫлӑ кулли янраса каять, — ку кулӑ сӑлтавӗ Ирина ҫуни ҫинче ларса пыракан Виктор пулнӑ иккен…
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Мотор чарӑнсан, йӗри-тавра шӑп, хӑлхара анчах мотор сасси янраса тӑнӑ чухне, Сергей ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те экипажӑн членӗсем пурте хӑйсен вырӑнӗнче пулнине тин кӑна асӑрхарӗ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫурт ҫын сассипе янраса тӑрать.
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унӑн чунӗнче марш кӗввисем янраса тӑраҫҫӗ.
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫак самантра пӑшал сасси янраса каять.
Галие // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Арҫынсемпе хӗрарӑмсем юрлани ҫеҫенхирте янраса кайса, тусем хушшине ҫитсе каялла янраса килнине итлеме, ҫынсем шавлӑн калаҫни-кулнине, лавҫӑсем кӑшкӑрашнине, сӳсмен чӗриклетнине, урапасем шӑкӑртатнине итлеме питех те кӑмӑллӑ — кунта Кондратьев умне мӗн пурри пурте, художниксем калашле, пысӑк планпа тухса тӑраҫҫӗ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чечексем ниҫта та ҫук, уй-хирсем сире тӗрлӗ сӑрпа сӑрланнӑ чухнехи пек савӑнтармаҫҫӗ; машинӑсем кӗрлени, ҫынсем калаҫни, урапасем кӗмсӗртетни илтӗнмест, ҫуллахи пек кайӑксен юрри янраса тӑмасть, пӗтӗм ҫеҫерхир, кӗркуннехи пек шӑп та анлӑ пулса тӑчӗ, ӑҫта пӑхатӑн, пур ҫӗрте те кӑмӑла каякан лӑпкӑлӑх тӑрать.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Татьяна пуху пуҫланиччен Григорие курасшӑнччӗ, ӑна сӑра сутакан лавкка патӗнче тӑнине курсан, ун патне пырасшӑнччӗ, анчах Татьянӑна хӗрарӑмсем ҫавӑрса илчӗҫ — вара пӗтӗм площадьре хӗрарӑмсен савӑнӑҫлӑ та уҫӑ сасси янраса тӑма пуҫларӗ; беломечетенецсем вӑхӑта ахаль сая яма шутламарӗҫ — грузовик умне бурка сарса ирхи апат ҫиме ларчӗҫ; вӗсем патне Хворостянкин уссине якаткаласа пычӗ, унӑн куҫӗсем тата така какайӗн пысӑк таткине тата темле кӗленчене курах кайрӗҫ.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗрисем — ытларах ҫамрӑксем тата янравлӑ та уҫӑ сасӑллӑ вӑтам ҫула ҫитнисем — йӗри-тавра ҫавӑрӑнса тӑчӗҫ, юрра ӗнерекен уҫӑ та ҫинҫе сасӑпа юрӑ пуҫласа ячӗҫ: «Моло-о-дой дувочек, ой да на яр похылывся»; хор юлашки нота ҫине куҫсан, юрӑ кӗввине тӑсса юрлакансен сассисем шӑрчӑксен музыкине ҫеҫ мар, инҫетре трактор кӗрленине те хупласа, пӗтӗм айлӑма янраса кайрӗ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӑшалтан пенисем тата кӑшкӑрашнисем пӗтӗм вӑрман тӑрӑх янраса тӑнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Каллех алӑк чӗриклетрӗ, наушникпе кӑмӑллӑ та ачаш сасӑ янраса кайрӗ:Снова скрип дверей, а в наушниках зашуршал ласковый голосок:
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Наушникре пушмак кӗллипе шакӑртаттарни илтӗнчӗ, кӑштах тӑрсан алӑк чӗриклетрӗ, вара пушмак кӗлли шакӑртатнипе пӗрле йӗс таканлӑ атӑ кӗлли йывӑррӑн таплаттарни янраса кайрӗ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Выключатель хыттӑн шатӑртатса илчӗ, наушникре янраса кайрӗ — ҫав сасӑ таҫта инҫере янӑранӑ пек туйӑнчӗ, ун пек сасса хӑлхана телеграф юпи ҫумне тытса ҫеҫ илтме пулать.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кабинетра кнопкӑсем туса тултарнӑ, кирли ҫине пусать те — шӑнкӑрав янраса каять, вара Хворостянкина кам кирлӗ — ҫавӑ ун умне тухса тӑрать…
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лозневоя месерле ҫавӑрса хурас тесе, Андрей ӑна хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ, анчах ҫак самантра вӑрманта винтовка сасси янраса кайрӗ.
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑранипе куҫне хупса, пуҫне окоп кӗтессинелле чикрӗ те вӑл, вара, пӗр вӑхӑтрах тенӗ пек, ҫӗр тӑватӑ хутчен кисренсе илнине пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйрӗ, ҫак вӑхӑтрах тата ту кӗмсӗртетсе ишӗлсе аннӑ чухнехи пек сасӑ пӗтӗм таврана янраса кайрӗ.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пур ҫӗрте те кӑвайт мӑкӑрланать, тӗрлӗрен ҫын сасси кӗрлесе, янраса тӑрать, шӑхӑртни, кӑшкӑртни илтӗнет, ут кӗҫенни, ӗне мӗкӗрни, пуртӑ сасси, урапасем чӗриклетни, ача-пӑча макӑрни илтӗнсе тӑрать…
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— А-пчху! — янраса кайрӗ ҫав вӑхӑтра.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.