Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тырпул сăмах пирĕн базăра пур.
тырпул (тĕпĕ: тырпул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выльӑхпа тырпул тӗлӗшӗнчен вӑл пирӗнпе килӗшрӗ.

Он нас поддержал — и насчет посева и насчет поголовья.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак кунсенче ҫеҫ чӑн-чӑн тырпул мӗн иккенне пӗлетӗн!

Только в эти дни и можно по-настоящему узнать, что такое урожай!

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тырпул акса тӑваҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетеҫҫӗ.

— Хлеб и животноводство.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Капитан калаҫма юратаканскер пулчӗ, Кубань ҫинчен, тырпул ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Капитан был разговорчив, расспрашивал о Кубани, об урожае.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Виҫӗ кун хушшинче колхоз председателӗсем тырпул пухса кӗртес ӗҫе хутшӑнман ҫамрӑксенчен бригадӑсем тумалла, ҫекӗлсем, пакурсем тумалла, лавсем, апат-ҫимӗҫ хатӗрлемелле…

Председателям колхозов поручалось в течение трех дней подобрать бригады из молодежи, не занятой на уборке, поделать багры, крюки, выделить подводы и продукты…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Бойченкӑпа калаҫнине Сергей тӗплӗн каласа пачӗ, Бойченко тырӑ тухӑҫӗ пирки ыйтнине те сиктерсе хӑвармарӗ, — «ӗненетӗр-и, ҫавна та ыйтрӗ: мӗншӗн Рагулинӑн тырпул тухӑҫӗ пӗрре, Артамашовӑн — урӑх», — выльӑх-чӗрлӗх пирки, ҫурт-йӗр пирки ыйтни, Иван Атаманова ырлани ҫинчен каларӗ.

Сергей подробно рассказал о своей беседе с Бойченко, о том, как тот расспрашивал его об урожае, — «верите, даже поинтересовался, почему у Рагулина один урожай, а у Артамашова — другой», — о животноводстве, о строительстве, как похвалил Ивана Атаманова.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мӗншӗн колхоз председателӗ вӑрлӑхлӑх тулла кӑна хисеплет, ытти тырпул ниме юрӑхсӑр пулнипе те килӗшет.

А почему же председатель колхоза мирится с тем, что основной, товарный хлеб никуда не годится и только семенники находятся в хорошем состоянии?

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсир виҫӗ колхозра тырпул тухӑҫне виҫӗ тӗрлӗ кӑтартнӑ.

— По трем колхозам вы запланировали разный урожай зерновых.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чи малтан тӗп ӗҫсене — акмалли ҫӗр хисепӗпе тырпул тухӑҫне асӑнса хӑварӑп.

Прежде всего коснусь главного — посевных площадей и урожая.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эсӗ ,ху та пӗлетӗн, пирӗн район вӑл — тырпул акса тӑвакан район, тырӑ — пирӗн козырь!

Наш район, как тебе известно, имеет зерновой профиль, хлеб — наш козырь!

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсӗ тырпул пуҫтарма хатӗрлен, васкат.

— А ты форсируй подготовку к уборке.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Калӑпӑр, пӗр-пӗр инкек килсе лекет, уяра пула тырпул ҫунса каять, — эпӗ хамӑн колхозниксемшӗн пӗртте кулянмастӑп, вӗсем ҫӑкӑрсӑр юлас ҫук.

Скажем, стихийное бедствие, засуха, неурожай, а я за своих колхозников спокоен, без хлеба они не будут.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тата эпир виҫҫӗмӗш хут ҫумкурӑка ҫумласа пӗтертӗмӗр, пирӗн тырӑсем тап-таса, тырпул тухӑҫлӑ пуласса кӗтетпӗр, утӑ ҫулма пуҫларӑмӑр.

И еще: мы уже давным-давно закончили третью прополку, посевы у нас чистые, ждем урожая, сено начали косить.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ун пек колхозникӑн шухӑшӗ те сахал: фермӑра выльӑх шучӗ ӳссен-ӳсмесен те — унӑн хӑйӗн выльӑхӗ пур; уйра тырпул пулать-и, пулмасть-и — унӑн хӑйӗн тырри пур…

Такому колхознику и горя мало: будет приплод на ферме или не будет — у него есть свой скот; уродит ли общественный посев или не уродит — у него свой хлеб растет…

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сӑрт ярӑмӗ ҫывӑхри вӑрмана ҫитичченех мӑкӑрӑлса тӑсӑлать, малта ҫинҫе ҫулсемпе касӑлса выртакан тырпул хирӗсем шупкан курӑнаҫҫӗ, унтан каллех ешӗл ҫутӑ клевер лаптӑкӗсем.

Взгорье горбилось до ближнего леса, дальше белесились хлеба, перерезанные дорогой, и опять зеленые глянцевые ломти клевера.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем ан тив ҫапӑҫчӑр, пирӗн авӑ тырпул пуҫтарӑнмасӑрах юлать.

Они пущай воюют, а у нас хлеба не убратые!

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тырпул кунта нимӗне те пӗлтермест-ха.

— Урожай тут ни при чем.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пулма пултараймасть вӑрҫӑ, тырпул епле пулнинченех вӑл паллӑ.

— Не бывать войне, по урожаю видать.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑс панӑ та иккен турри! — «Сӑн-питӗнчен чиперскер»… — витленӗ вӑл арӑмне, — мӗн эс, унӑн чипер пичӗ ҫине тырпул акса пухса илӗп тетӗн-им?

То-то умом Бог обнес! «С лица красивенький»… — косноязычил он. — Что, ты с его морды урожай будешь сымать, что ли?..

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Апла пулсан та, вӗсен тахҫан авал ҫак сӑрта ят паракансен, ун таврашӗнчи ҫӗрсене сухалакансен, тырпул пухса илекенсен, ун ҫывӑхӗнчи вӑрманта ҫырла пуҫтаракансен шӑмшаккисем хушшинче пурӑнмалла пулнӑ: дзотсемпе блиндажсен, ҫӳремелли канавсен стенисенчен тупӑк кӗтессисем, ҫӗрнӗ хӑмасем, сарӑ шӑмӑсемпе сарӑ пуҫ купташкисем курӑнкаласа тӑраҫҫӗ.

И все же им пришлось жить среди останков тех, кто когда-то дал название этому взгорью, пахал вокруг него землю, убирал хлеба, собирал в ближних лесах ягоды и пел песни: всюду из стен дзотов, блиндажей и ходов сообщения торчали углы гробов и гнилые доски, показывались желтые кости и черепа.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех