Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тата кутӑн хӑй, вӑкӑр пекех!
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Темӗнле кутӑн туйӑм ӑна, хӑй хирӗҫ пулсан та, парӑнтарнӑ-парӑнтарнах.Какое-то упрямство властно, наперекор ее воле, подчиняло себе.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тепӗр чухне, хӑйӗн ӗненӗвӗсене тивекен принцип ҫинчен сӑмах пуҫарсан Бахолдин сасартӑках калаҫма юратман кутӑн ҫын пулса тӑнӑ, анчах ҫакна Коробин ватӑ ҫын ухмахла хӑтланни тесе шутланӑ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аникейӗн чутах сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларатчӗ, ӑна халӗ ҫак кутӑн хӗрарӑм питрен ҫупса янӑ пекех туйӑнчӗ.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кутӑн ҫав эсӗ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Ну талай та! — шухӑшласа илчӗ Ксени, чунтан тарӑхса. — Е ватӑлсан пурте ҫакӑн пек кутӑн та чӑркӑш пулаҫҫӗ-ши?»
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗтӗм ҫемьен, парша ҫинелле кайнӑскерӗн, кутӑн ҫавӑрӑнмалла пулнӑ.Вся семья, уже пропущенная к барже, должна была вернуться на берег.
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Студент хыҫҫӑн матроссем те: — Кутӑн, кутӑн ҫавӑрӑн!…
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
— Кутӑн ҫавӑрӑн!
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
— Асту, тупас-мӗн пулсан, хапхаран кутӑн ҫакаҫҫӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан вӑл утне картах ҫавӑрчӗ те, унпа Григорий лашине кутӑн чакарса, чӗлпӗрне кӑрт-карт турткаласа, шуйханса ӳкнӗ учӗпе чӑнкӑ ҫыранлӑ шырланӑн кукӑр-макӑр тӗпӗ тӑрӑх чи малтан тӗпӗртеттерсе кайрӗ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шӑршлӑ яшка пӗҫерсе паран та — пыршу-пакарту кутӑн тухиччен вӗрискерпе пуҫу тӑрӑх ярса тӑрӑпӑр.Сделаешь борщ поганый — до тех пор будем в тебя лить, покеда с другого конца грызь вылезет.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пантелей Прокофьевич ӗненмелле мар хӑвӑрт кутӑн шуса кайрӗ, унтан тин, ура ҫине ҫирӗппӗн сиксе тӑрса, хӑрушӑ сасӑпа ҫинҫен мӗкӗрсе ячӗ:
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӗсем ун пек ӗҫре питӗ кутӑн.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Кая-атӑп, — хуравларӗ Валет, ҫӗре тӳплетсе, унтан тата шыв кӳлленсе тӑракан шӑтӑкалла кутӑн шуса кайса.— И-иду, — ответил Валет, падая и задом сползая в налитую водой воронку.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн хӑйӗн те ҫумӑр айӗнче тапӑртатасси тата, ҫӳҫ ҫӑра та кӑтра ӳстӗр тесе, пуҫне йӗпетесси килсе кайрӗ; унӑн та шӑп та шай Мишка пекех, йӗплӗ хулӑ ӑшне чикеленсе каясса пӑхмасӑрах, ҫул хӗрринчи тусан ҫине кутӑн тӑрасси килчӗ, — анчах, тутисене ҫилӗллӗн мӑкӑртаттарса, чӳречерен амӑшӗ пӑхать.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗрсем кутӑн чиперккене хӑйсемпе пӗрле ҫавӑтса тухса кайрӗҫ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Оксана хӑй ҫинчен мӗн-мӗн калаҫнине илтнӗ, пӗлет, ҫавӑнпа та, хӑй чиперрине кура, питӗ кутӑн.Оксана знала и слышала все, что про нее говорили, и была капризна, как красавица.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ачисене хӑратас мар тесе, питне лайӑхрах ҫурӗ те, хуллен пӳрте кӗчӗ; пӑхать — ачисем ун патне кутӑн чакса пыраҫҫӗ, хӑраса ӳкнӗскерсем, ӑна пӳрнисемпе тӗллесе кӑтартаҫҫӗ: «Пӑх-ха, пӑх! Анне ухмаха ернӗ пек сикет!» теҫҫӗ.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӑй ҫав хушӑрах, кула-кула, хӗрсене пӳрнипе юнаса илчӗ те кутӑн чакса кайрӗ; урисем ниепле те пӗр вырӑнта тытса тӑраймаҫҫӗ ӑна.смеясь и грозя пальцем и оступаясь, потому что ноги его не могли держаться на одном месте.
II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.