Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушши сăмах пирĕн базăра пур.
хушши (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арчасенче нумай вӑхӑт хушши выртнӑ юбкӑсенчен, мундирсенчен тата тутӑрсенчен нафталинпа темӗнле йывӑр-пылак шӑршӑ перет.

От слежавшихся в сундуках юбок, сюртуков и шалек пахло нафталином и еще чем-то сладко-тяжелым, — так пахнут старушечьи затасканные канунницы.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем хӑйсене хуҫа тараватлӑн ӗҫтерсе-ҫитерессе кӗтеҫҫӗ тата туй вӑхӑтӗнче пӗр-икӗ кун хушши нимӗн ӗҫсӗрех пурӑнасса ӗмӗтленеҫҫӗ.

Они ждали щедрого от хозяина угощенья и надеялись на пару свободных во время гульбы дней.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хавасланса хускалса ӳкнӗ Наталья ҫине вӑл икӗ кун хушши шӑпӑрт сӑмахсӑр пӑхса пурӑнчӗ, ҫӑварӗпе чӑмласа, симӗс пайӑркаллӑ шурӑ мӑйӑхне хускаткаласа тулхӑрса ҫӳрерӗ, кайран ҫемҫелчӗ пулас.

Два дня молча поглядывал на встревоженно-счастливую Наталью, жевал, двигал пучками белых с прозеленью усов; потом, видно, смягчился.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья унӑн кӗпи-йӗмне ҫӑвать, саплать, ӑна чӑлхасем ҫыхса парать, шӑлаварӗсемпе кӗписене тӳрлетет-ҫке-ха, — ҫавӑнпа та Гришака мучи, ку хыпара пӗлсен, Наталья ҫине икӗ кун хушши хаяр сивлеклӗхпе пӑхса пурӑнчӗ.

Наталья стирала его бельишко, штопала, вязала чулки и чинила шаровары и рубахи, — оттого дед Гришака, узнав, и глядел дня два на нее с суровой строгостью.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака асатте хура ҫӗре утмӑл тӑхӑр ҫул хушши таптанӑ.

Дед Гришака топтал землю шестьдесят девять лет.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан пӗр самант хушши хӑйӗн картузӗ ҫинчи хура лаптӑк ҫине ҫиллессӗн тинкерсе пӑхса тӑчӗ.

Степан с минуту стоял, разглядывая сосредоточенно и строго черное пятно на фуражке.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эпӗ унпала ҫӗр те аллӑ ҫухрӑм хушши чупса тухрӑм.

— Я на ней сделал пробег в полтораста верст.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хумханнипе шурса кайнӑ Митька йӗнер йӑранисем ҫине тӑчӗ, — пуҫ ҫине ҫӗкленӗ саламат питӗ вӑрах вӑхӑт хушши лаша купарчи ҫине пырса ӳкнӗ пек туйӑнчӗ Григорие.

Митька с растерянно-бледным лицом привстал на стременах — казалось Григорию, томительно долго опускал на круп жеребца подтянутую над головой плеть.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр минут хушши вӗсем сӗрекене пӗр сӑмахсӑр туртаҫҫӗ.

С минуту тянут молча.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакӑн пек ыйтупа кӗтсе илчӗ Иван Федоровича, чӑтӑмсӑр темиҫе сехет хушши крыльца ҫинче ларса, унтан чӑтӑмӗ ҫитейменнипе хапхаран тухса тӑнӑ аппӑшӗ.

Таким вопросом встретила Ивана Федоровича тетушка, которая с нетерпением дожидалась его уже несколько часов на крыльце и не вытерпела наконец, чтоб не выбежать за ворота.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тӑварлӑ кӳлӗ патӗнче тутарсен ордипе икӗ кун хушши пӗр чарӑнмасӑр ҫапӑҫни ҫинчен те сӑмах тапратмаҫҫӗ.

Ни о том, как два дни билась при Соленом озере орда.

II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кӗске тӑлӑппа, сухалӗ ҫитӗнсе кайнӑ: янахне пӗр-ик эрне хушши ҫава татӑкӗ тӗкӗнмен темелле (пирӗн ял ҫыннисем бритва ҫук пирки сухалӗсене ҫава татӑкӗпе хыраҫҫӗ).

В коротком тулупе, мужику с обросшею бородою, показывавшею, что уже более двух недель не прикасался к ней обломок косы, которым обыкновенно мужики бреют свою бороду за неимением бритвы.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Йӗки сӗрлетчӗ; эпир вара, ачасем, пурте пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса лараттӑмӑр та, ватӑ пирки пӗр пилӗк ҫул хушши ӗнтӗ хӑйӗн кӑмаки ҫинчен анман асатте халапӗсене итлеттӗмӗр.

Веретено жужжало; а мы все, дети, собравшись в кучку, слушали деда, не слезавшего от старости более пяти лет с своей печки.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Туй-тӑк туй пултӑр, ҫулталӑк хушши урасем ыратса ҫӳретчӗр гопак ташланипе.

Да и попируем так, чтобы целый год болели ноги от гопака.

XII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Халь ав, кӗсрине, нумай ҫул хушши пурӑнса ватӑлса кайнӑ хыҫҫӑн, урапа ҫумне кӑкарса янӑ та, сутма илсе каяҫҫӗ.

тащившейся, за долгое служение, теперь на продажу.

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Уссийӗсене унӑнне хайхи никама шеллемен парикмахер, пӗр вӑхӑтрах чипер пике патне те, чипер марри патне те пырса тухса пудра сапса яракан парикмахер, темиҫе пин ҫул хушши ӗнтӗ пӗтӗм этем ӑруне пудра сапса яраканскер пудрӑланӑ.

Напудренных тем неумолимым парикмахером, который без зову является и к красавице и к уроду и насильно пудрит несколько тысяч уже лет весь род человеческий.

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Унта мана, ак ӗнтӗ пилӗк ҫул хушши, земски судри заседатель те, хисеплӗ иерей та куҫ тӗлне туман.

В котором вот уже пять лет как не видал меня ни подсудок из земского суда, ни почтенный иерей.

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Аманнисене пурне те сывалма ырӑ сунса, Сталин палатӑран тухрӗ те дежурнӑй тухтӑр кабинетне кайрӗ, унтан вара, чӳрече умне тӑрса, хӗвел ҫутинче кӗмӗл тӗслӗн йӑлтӑртатакан хӗллехи вӑрман ҫине пӗр минут хушши пек тинкерсе пӑхрӗ…

Пожелав всем раненым поправиться, Сталин вышел из палаты и пошел в кабинет дежурного доктора, а потом, стоя у окна, с минуту смотрел на зимний лес, сияющий серебром на солнце…

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Гитлеровецсен центрти ыттисене пулӑшса тӑракан группировки малалла каяймасӑр чылай вӑхӑт хушши пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑнӑ хыҫҫӑн темиҫе ҫӗрте Нара шывӗ урлӑ каҫрӗ, анчах ӑна пирӗн ҫарсем ҫийӗнчех каялла ҫапса сирпӗтрӗҫ.

После того, как центральная группировка гитлеровцев, помогавшая другим, не смогла продвинуться вперед и долгое время топталась на одном месте, в нескольких местах перешла через реку Нара, но ее сразу же отбросили обратно наши войска.

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ун пек вӑхӑтсем мӗн пурӗ те секундсем хушши кӑна пынӑ…

Это были только секунды…

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех