Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Вӑл Анна Васильевнӑна та, Зинаида Михайловнӑна та юратать, анчах пӗрне те мана юратнӑ пек мар, — терӗ Ольга, — вӑл вӗсемпе икӗ сехет лармасть, култармасть, нимӗн те чунтан каламасть; вӑл вӗсемпе ӗҫсем ҫинчен, театр, ҫӗнӗ хыпарсем ҫинчен калаҫать, манпа вара йӑмӑкӗпе калаҫнӑ пек… ҫук, хӗрачипе калаҫнӑ пек, — васкавлӑн хушса хучӗ Ольга, — тепӗр чухне эпӗ мӗне те пулин сасартӑк ӑнланса илейместӗп пулсан е итлемесен, унпа килӗшмесен, ятлаҫать те.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Е эпӗ ҫак пурнӑҫа ӑнланса илеймен, е вӑл ниҫта юрӑхсӑр, лайӑххине вара эпӗ нимӗн те курман, илтмен, мана ӑна никам та кӑтартса паман.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Обломовщина! — хуллен каларӗ Илья Ильич, ҫак ӑнланса илмелле мар сӑмахран тӗлӗнсе тата ӑна сыпӑкӑн-сыпӑкӑн пайласа.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кама валли те пулин упратӑп, — тет вӑл шухӑшлӑн, инҫетелле пӑхнӑ евӗр; вӑл, унчченхи пекех, хӗрӳ туйӑмсен илемне ӗненмест, унӑн хӑватлӑн аталанакан паллисемпе килӗшмест, пӗрмаях йӑлари тӗп шухӑша, ҫын тени пурнӑҫа ҫирӗп ӑнланса, ӑна туса пырасшӑн туртӑннине курма тӑрӑшать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑнланса илме йывӑр тата вӑрттӑн ӗмӗтсем валли ун чӗринче вырӑн ҫук.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пурнӑҫ ҫине ансат, тӗрӗсрех каласан, тӳррӗн пӑхасси — унӑн яланхи тӗллевӗ пулса тӑрать, ҫав тӗллев патне хуллен-хуллен ҫывхарса пынӑ чух, унта ҫитме мӗн тери йывӑррине ӑнланса илет те хӑй ӑшӗнче мухтанать, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи кукӑр-макӑр йӗрсене асӑрхама, тӳррӗн ярса пусма май килсен, кашни хутӗнчех хӑйне телейлӗ тесе шутлать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каярахпа Илья Ильич тӗнче — ӑнланмалла япала иккенне, вилесем шӑтӑксенчен тухманнине, улӑпсем курӑнсанах вӗсене балагансене хупса хунине, вӑрӑ-хурахсене тӗрмене лартнине хӑех курать; анчах усал мӗлкесене ӗненни пӗтсен те, шиклӗх юлашкийӗ, ӑнланса илмелле мар кичемлӗх, чӗрере юлатех.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫынпа хӑйӗнпе те тем чухлех ӑнланмалла мар япаласем пулса иртеҫҫӗ: чылайччен аванах пурӑнать ҫын — ним те ҫук, унтан сасартӑк ӑнланса илмелле мар палкама пуҫлать е ют ҫын сассипе кӑшкӑрма тытӑнать, е каҫсерен ыйхӑ тӗлӗшпе аташса ҫӳрет; тепри кӗтмен ҫӗртенех кукӑрӑлса ӳкет те, ҫӗр ҫинче тапкалашма тапратать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӑвӑллӑ хумсем ахӑрни, кӗмсӗртетни хавшак хӑлхана ачашламасть: вӗсем тӗнче пуҫланнӑранпах хӑйсен ӑнланса илмелле мар пӗр кичем юррине тӑсаҫҫӗ; вӑл кӗвӗре ҫав йынӑшӑвах, асап тӳсме пӳрнӗ хӑрушӑ чӗрчунӑн ӳпкевлӗ шавӗ, такамӑн усала систерекен хаяр сасси илтӗнсе тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Йӑваш чунӗпе асапланса, вӑл ҫакна ӑнланса илчӗ: унӑн нумай енӗсем кӑштах палӑра пуҫланӑ, анчах вӗҫне ҫитиех аталанайман.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Уйрӑм ҫурт, пахча, укҫа парса тӑмалла тӑватӑп! — терӗ Захар, юлашки сӑмахсене ҫеҫ ӑнланса.Особый дом, огород, жалованье! — говорил Захар, понявший только последние слова.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ху айӑпна ӑнланса илтӗн пулӗ тесе шанатӑп, — терӗ Илья Ильич, Захар квас илсе килсе парсан, — малашне мана ыттисемпе танлаштармастӑн пулӗ тетӗп.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӑхта, ху мӗн каланине ӑнланса ил-ха эсӗ!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар нимӗн те шарламарӗ, мӗн туса хунине нимӗн те ӑнланса илеймерӗ, ҫапах та улпута хисеплесе пӑхрӗ; вӑл, хӑв айӑплине туйса, кӑштах пуҫне усрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл вӗреннӗ, чаплӑ ҫынсем хушшинче пурӑннӑ: ҫаксем пӗтӗмпех ӑна лешсемшӗн ют пулнӑ тӗрлӗрен шухӑшсене ӑнланса илме май панӑ.Он учился, жил в свете: все это наводило его на разные чуждые им соображения.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл тетрадь ҫине мӗн ҫырнипех ҫырлахнӑ, мӗн илтнине, мӗн вӗреннине пурне те ӑнланса илеймен чухне те ӑнлантарса пама ыйтса учителе йӑлӑхтарман.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗнле те пулин лайӑх произведени ҫинчен илтсен — унӑн унпа паллашасси килнӗ: вӑл ҫав кӗнекене шыранӑ, ҫынсенчен ыйтнӑ, ӑна часах пырса парсан, вулама тытӑннӑ, унта ҫырнӑ япаласем ҫинчен унӑн пуҫӗнче шухӑшсем тӗвӗленме тытӑннӑ; тепӗр утӑм тусанах — вӑл ӑна ӑнланса та илнӗ пулӗччӗ, пӑхӑсан та — вӑл мачча ҫине сӳрӗккӗн тинкерсе выртнӑ, унӑн ӑнланса иленмен кӗнеки те вуласа пӗтереймесӗрех хӑй ҫумӗнче выртнӑ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юлашки вӑхӑтра эсӗ манпа темле ӑнланса пӗтермелле мар пулса кайнӑччӗ, мана ҫилленнӗ пекле е эпӗ сана йӑлӑхтарса ҫитернӗ евӗр…Ты в последнее время стала со мной какая-то странная, точно все сердилась на меня или надоел я тебе…
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ик эрнене яхӑн курман ӗнтӗ эпӗ Олеҫҫӑна, вӑл хамшӑн мӗнлерех хаклӑ та ҫывӑх пулнине халӗ вара нихӑҫанхинчен те уҫҫӑн ӑнланса илтӗм.Почти две недели не видал я Олеси и теперь особенно ясно понял, как была она мне близка и мила.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тӗлӗрӳ сӗмлӗхӗ кӑшт сӗртӗнеет ҫеҫ, ӑнланса пӗтермелле мар, тарӑхуллӑ та асаплӑ тӗлӗк кӗтӗвӗ тӑрлавсӑррӑн выляма тапратать ҫавӑнтах ман хӗрсе тухнӑ пуҫ мимипеле.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.