Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яхӑн сăмах пирĕн базăра пур.
яхӑн (тĕпĕ: яхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эппин, тӑван ялӑм пурӑнать-ха, — чунри хӗпӗртӗвне пытармарӗ ҫур ӗмӗре яхӑн ял хуҫалӑхне аталантарассишӑн тӑрӑшакан Л.Канясев.

Куҫарса пулӑш

Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Вӗсене тӗпе хурса ӗҫлев центрӗ строительство компанине бюджет укҫине, 2 млн тенке яхӑн, куҫарса панӑ, ҫав укҫана кайран уголовлӑ ӗҫ фигуранчӗсем вӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Елчӗке пирӗн ялтан 30 ҫухрӑма яхӑн — ҫав ҫула ҫуран утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Юлашки кӑтартусем тӑрӑх, унта 2 пине яхӑн чӑваш тӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пушара 20 минут яхӑн сӳнтернӗ.

Пожар тушили около 20 минут.

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Утарта сад, хӗрӗх тӗпе яхӑн улмуҫҫи ӳсет.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

40 яхӑн вӗлле унта, килте те сад-пахча илемне кӗртмелӗх пур.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Иккӗн ӗҫлеттӗмӗр, 40 яхӑн лаша пӑхаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

62 ҫула яхӑн пурӑнать, мӑшӑрне тупма унӑн шанӑҫ хӗрарӑмӑннинчен пысӑкрах.

Живет 62 года, у него шансов найти себе пару больше, чем у женщин.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Пӗтӗмӗшле илес пулсассӑн, республикӑра ҫулсерен шкул ачисен йышӗ 5 пине яхӑн ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Вӑл икӗ уйӑха яхӑн тӑсӑлчӗ.

Это продлилось око двух месяцев.

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Предложенисемпе шутласан вӗсен йышӗ 3 пинрен иртнӗ, сӑмахсемпе шутласан — 40 пине яхӑн.

Если посчитать предложения, то их количество перевалило за 3 тысячи, если считать слова — около 40 тысяч.

Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ хута кайнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11776.html

Хальлӗхе ку чӗлхе корпусӗнче 100 яхӑн текст.

На данный момент в этом языковом корпусе около 100 текстов.

Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ хута кайнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11776.html

Ҫулталӑк хушшинче кӑна хула ҫыннисен йышӗ палӑрмаллах, 6 пин ҫынна яхӑн, ӳснӗ.

Только за год численность городского населения выросла заметно, около 6 тысяч.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пирӗн пысӑк мар касра кӑна, ятарласа шутларӑм, икӗ теҫеткене яхӑн кил хупӑннӑ.

В нашей небольшой деревне, специально посчитал, закрылись около двух десятков домов.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Чӑваш Енри пусӑ ҫаврӑнӑшӗнчи лаптӑк - Раҫҫейри ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ пӗтӗм ҫӗрӗн 0,5% чухлӗ, пирӗн производство тӳпи - ҫӗршывра туса илекен ял хуҫалӑх продукцийӗн 1% яхӑн чухлӗ.

Площадь севооборота в Чувашии - 0,5% всех сельскохозяйственных площадей в России, а доля нашего производства сельскохозяйственной продукции в стране составляет около 1%.

Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ку 4 пине яхӑн ял ҫыннин ҫулталӑкри вӑтам ӗҫ укҫипе танлашать.

Куҫарса пулӑш

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Аппӑшӗпе пиччӗшӗ ҫемьере вунӑ ҫула яхӑн ялан пӗрле пулма, пӗрне-пӗри хӳтӗлеме хӑнӑхтарнӑран-ши, Илюш та чӗнмесӗр чӑтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Ҫак ҫитӗнӳсенче, паллах, республикӑри физкультурӑпа спорт министрӗнче ҫирӗм ҫула яхӑн ӗҫленӗ Вячеслав Красновӑн тӳпи пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Паян чӑваш халӑхӗ пирӗн республикӑран тухнӑ хӗрӗхе яхӑн олимпиецпа тивӗҫлипе мухтанать.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех