Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтанхи (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫсерен, Аксинья ҫывӑрнӑ чух, вӑл час-часах сӑпка патне пырса тӑратчӗ, ачин хӗрлӗ хӑмӑр питӗнче хӑй сӑнарне шыраса, тем самантчен тинкерсе пӑхатчӗ, анчах та кашни хутрах сӑпка патӗнчен малтанхи иккӗленӳллӗ шухӑшпах уйрӑлатчӗ.

По ночам, когда спала Аксинья, он часто подходил к люльке, всматривался, выискивая в розово-смуглом лице ребенка свое, и отходил такой же неуверенный, как и раньше.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Раштавӑн малтанхи кунӗнче Григорий Листницкие Вешенскине илсе кайрӗ.

На первый день Рождества Григорий возил Листницкого в Вешенскую.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл Григорипе сывпуллашрӗ те, Аксинья ҫине малтанхи пекех куҫ айӗн пӑхса, алӑк патне утрӗ.

Он простился с Григорием и, так же обходя взглядом Аксинью, пошел к двери.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Июль уйӑхӗн вӗҫӗнче, ун патне Петро курма килчӗ та, калаҫса ларнӑ чух, ашшӗ Гришка ҫине малтанхи пекех ҫилленсе пурӑнни ҫинчен каласа пачӗ тата, сӑмах май, ашшӗ ӑна валли ҫар лаши илсе парас ҫуккине те пӗлтерчӗ: ан тив, вырӑнти командӑна каять, — тесе шутлать имӗш.

В конце июня приехал Петро проведать брата, в разговоре упомянул, что отец гневается на него по-прежнему и как-то заявил, что не будет справлять строевого коня: пусть, дескать, идет в местную команду.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малтанхи уйӑхсенче унӑн ӑшӗ йӗкленетчӗ, анчах Григорий ӑна асӑрхамастчӗ, асӑрханӑ самантсенче те, мӗн сӑлтавпа иккенне тавҫӑрса илеймен пирки, ӑна ним вырӑнне те хумастчӗ.

И в первые месяцы ее тошнило от мясного, но Григорий не замечал, а если и замечал, то, не догадываясь о причине, не придавал особого значения.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫурт ҫийӗнчен кантӑк пек чӑнклатса тумлам юхать, унтан татах, хура тӑпра пылчӑкӗ пек ҫӑрӑлчӑк, малтанхи вӑрах сасӑ:

С крыши стеклянная звень падающей капели; и снова тот же медленный, тягучий, как черноземная грязь, голос:

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗпшек, шатра Лукерья, йӳҫсе хӑпарман сарӑ чуста чӑмӑртакӗ евӗрлӗскер, малтанхи кунах Аксинйӑна кӑмака умӗнчен хӳтӗртсе ячӗ.

Рыхлая, рябая, толстозадая Лукерья, похожая на желтый ком невсхожего теста, с первого же дня отшила Аксинью от печи.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр минутранах малтанхи тутлӑ ыйхине татса тӑнӑ Михаил тухрӗ те алӑк уҫрӗ.

Через минуту, оторванный от первого сладкого сна, Михаил открыл дверь.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан аллипе сулчӗ, кӑрпӑклӑ ҫерем тӑрӑх кайма пуҫланӑ вӑкӑрӗсене ҫул ҫине кӑларса, пушшипеле шартлаттарса илчӗ, унтан ҫуна хыҫӗнчен утса пыракан Григорие нумайччен тинкерсе пӑхса ӑсатрӗ, Григорий малтанхи кӳлӗрен аякрах мар ҫул ҫине пӑрахса хӑварнӑ ҫунана курчӗ: ҫуна патӗнче Аксинья тӑрать.

Степан махнул рукой, щелкнул кнутом, заворачивая направившихся по целине быков, и проводил шагавшего за санями Гришку долгим взглядом, неподалеку от первой ендовы Григорий увидел брошенные среди дороги сани, около саней стояла Аксинья.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пукрав хыҫҫӑн, малтанхи юр ирӗлсен, лашасене каллех хире кӑларчӗҫ.

После Покрова стаял выпавший снег, и табуны снова выгнали на подножный.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах ҫунӑ юрӑн никам тӗкӗнмен йӑлтӑркка сенкерлӗхӗ айӗнче ҫеҫенхир канӑҫлӑн тӗмсӗлет, тата стан аяккинче малтанхи юр ҫинче аташса ҫӳренӗ мулкачӑн йӗрӗсем уҫҫӑнах курӑнса выртаҫҫӗ.

В мерцающей девственной голубизне свежего снега томилась степь, и, четкие, синели возле стана следы плутавшего по первопутку зайца.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лайӑх юрларӗҫ, мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн малтанхи ҫулсенче юрланӑ пекех.

Складно играли, как в первые годы замужней жизни.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ан тив, малтанхи ҫул та пулин ыр куртӑр, — ассӑн сывласа илет Ильинична, хӑйӗн иртнӗ йывӑр пурнӑҫне аса илсе.

— Нехай хучь первый годок покохается, — вздыхала Ильинична, вспоминая свою горбатую в работе жизнь.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ильинична, хӑйӗн аслӑ кинне — шукӑль Дарйӑна питех юратманскер, малтанхи кунсенчен пуҫласах Наталйӑна килӗштерсе пӑрахрӗ.

Ильинична, скрыто недолюбливавшая старшую сноху — нарядницу Дарью, привязалась к Наталье с первых же дней.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗрӗн кулли Митькӑна каллех, малтанхи хут Моховсен крыльци ҫинче тӑнӑ чухнехи евӗр, вӗлтренпе пӗҫертнӗ пек, чӗпӗтсе илчӗ.

Снова, как тогда, в первый раз, на террасе моховского дома, улыбка жиганула Митьку крапивным укусом.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Давыдка, урисене ҫӳле ҫӗкле-ҫӗкле, ҫаврашка тӑрӑх тайкаланса утса кайрӗ те, малтанхи пек ҫилӗллӗн мар, савӑнӑҫлӑн кулса ячӗ.

Раскачиваясь, Давыдка тяжело ходил по кругу, высоко задирал ноги и теперь уже беззлобно и весело улыбался.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малтанхи арӑмӗнчен унӑн икӗ ача пулнӑ; Лиза ятлӑ хӗрача тата ывӑл ача, аппӑшӗнчен икӗ ҫул кӗҫӗнрехскер, лӳппер те мӑй шыҫҫиллӗ Владимир.

От первой жены у него осталось двое детей: девочка Лиза и мальчик — на два года моложе ее, вялый, золотушный Владимир.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр виҫӗ ҫултан вӑл тырӑ пухмалли магазин уҫнӑ, тата тепӗр ҫулӗнче, малтанхи арӑмӗ вилнӗ хыҫҫӑн, пӑспа ӗҫлекен арман тума тытӑннӑ.

Через три года открыл он хлебную ссыпку, а на другой год после смерти первой жены взялся за постройку паровой мельницы.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепре пӑхрӗ те унӑн ҫулти тута хӗрри кӗпшекреххине, вӑл аялти тути ҫине картуз сӑмси пек усӑнса тӑнине малтанхи хут асӑрхарӗ.

И тут в первый раз заметил, что верхняя губа у нее пухловата, свисает над нижней козырьком.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, виҫӗ хутчен шаккаса, виҫӗ хутчен малтанхи сӑмахсене каларӗ.

Петро повторил стук и слова до трех раз.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех