Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтрах (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна пӗр вӑхӑтрах ҫивӗччӗн ыраттаракан та, ҫав вӑхӑтрах кӑшт ҫеҫ савӑнтаракан темӗнле сисӗм тӑршшӗпех шелсӗр пӑчӑртаса тӑчӗ, туйӑмсен вичкӗн хире-хирӗҫлӗхӗ ун чӗрине канӑҫ памарӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ирӗксӗрех ҫирӗм пиллӗкри ҫамрӑк хӗрарӑм иртнӗ тӑхӑр ҫул хыҫӗнче пуҫланакан питӗ вӑрӑм та, ҫав вӑхӑтрах питӗ ҫывӑх ҫул ҫине тухса, унпа утса кайрӗ, анчах — иккӗмӗш хут…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫывӑх вӑхӑтрах «Пирӗн янташсем — Совет Союзӗн Геройӗсем» ятлӑ пысӑк кӗнеке тухать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫав вӑхӑтрах чӗлхеҫӗсен те хӑйсен парӑмӗ ҫинчен манмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫав вӑхӑтрах кашни совет ҫынни вырӑс чӗлхине вӗренме тӑрӑшать пулсан, ӑна вӑл пурнӑҫ хушнипе тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсем урлӑ тӗрлӗ вырӑнти чӑвашсем мӗнле калаҫнине тӗпченӗ, ҫырулӑхра чӑвашсем хушшинче ытларах сарӑлнӑ сӑмахсемпе е формӑсемпе усӑ курма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫав вӑхӑтрах хамӑр ҫӗршыври наци чӗлхисен куҫа курӑнакан малашлӑхӗ ҫинчен калаҫма сӑлтавсем пур.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнӑ музыкӑпа драма театрӗн икӗ коллективӗ пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫленипе театр кӗске вӑхӑтрах чӑвашсен нацилле оперине ҫуратрӗ, Чӑвашсен хӑйне уйрӑм музыка театрӗн пулас никӗсне хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫак инсценировкӑна лартма хатӗрленнӗ вӑхӑтрах коллектив ватӑ актерӑн, режиссерӑн тата драматургӑн И. Максимов-Кошкинскин «Пирӗн министр» пьесине лартма хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Актер вылянӑ вӑхӑтрах куракансем ӑна пӑхса ларни, актерпа куракан пӗр-пӗринпе хутшӑнма пултарни икӗ енӗшӗн те эстетикӑлла шухӑш-кӑмӑла хускатма пысӑк майсем туса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пирӗн вӑхӑтрах ав талантлӑ пиншер ҫамрӑксем хӑйсен пушӑ вӑхӑтне искусствӑна вӗренес ӗҫе параҫҫӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ чаплӑ артистсем, музыкантсем, художниксем, поэтсем пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Анчах тул енчен сӑнаса тӑнӑ чирлисенчен пӗри — ҫамрӑк кӑна хӗрарӑм ӑна пӗррех пуҫӗнчен щетка аврипе хаплаттарнӑ, ҫав вӑхӑтрах шалтан тепӗр милиционер вӑрра урисенчен ҫулса илнӗ, — Демахин кайсан вӗсем коридортан кӗмелли алӑка ҫаклатнине ҫӗмӗрсе пӳлӗме кӗнӗ иккен…

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Милици ӗҫӗ — халӑхшӑн кирлӗ, усӑллӑ, ҫав вӑхӑтрах тата кӑткӑс, час-часах хӑрушлӑхпа ҫыхӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӑвак шинеллӗ ҫынсем // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Эсир вӗренме ан пӑрахӑр, тӑрӑшса вӗренӗр, ҫав вӑхӑтрах вӑй ҫитнӗ таран фронта пулӑшӑр».

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ҫав вӑхӑтрах колхоз ӗҫӗнче пысӑк вӑй хунӑ, алӑ усса ларман.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Чӑваш Республики чиккинчен тухса ытти Раҫҫей Федерацин субъекчӗсене ҫитсе туса пырсассӑн, паллах, эпир кӗске вӑхӑтрах туйса илме пултаратпӑр нумай халӑхӑн паянхи кун хӑйсене чӑваш теменнисен чунӗнче ҫак чӑваш хӗлхемӗсем хумханса вӗсене чӑвашлӑха таврӑнма пулӑшӗҫ тесе.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

Ҫав вӑхӑтрах кӗнеке те вулас килет.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Пичче ман ҫӳллӗшех, анчах манран самаях начар», — пӑшӑрханарах шухӑшларӗ Герасим Федотович, ҫав вӑхӑтрах вӑл пиччӗшӗн сулахай пит ҫӑмартинче нимӗҫ пӑрҫи пысӑкӑш шупка ҫӗвӗк вырӑнне асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑшпӗр ҫӗре ӳт касса лартсан Аркаш ҫывӑх вӑхӑтрах больницӑран тухӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫав вӑхӑтрах тата таҫта, инҫетре-инҫетре, чӑн-чӑн аслати хуллен-хуллен кӗмсӗртетрӗ, мал енчи вӑрман тӑррине чӗнтӗрлетсе шевле йӑлтӑртатса сӳнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех