Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енӗпе (тĕпĕ: ен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Парламентра ун умӗнхи йышри пекех 4 комитет ӗҫлӗ: Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики /унӑн председателӗ Николай Малов пулать/, Экономика политики, агропромышленноҫ комплексӗ тата экологи /Сергей Павлов/, Бюджет, финанс тата налуксем /Альбина Егорова/, Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе /Вячеслав Рафинов/ ӗҫлекеннисем.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Вӑл енӗпе илсен кӗркунне ҫыравҫа хӑйӗн тӗнчине, ӑшне, туйӑмӗсене шӗкӗлчеме пулӑшать.

С этой стороны осень помогает писателю изучать свой мир, свое нутро, свои чувства.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Паян вара, глобализаци пур енӗпе те витӗм кӳнӗ вӑхӑтра, наци культурине, фольклорне упраса хӑварассипе пӗр рете Раҫҫей наци пӗрлӗхне ҫирӗплетессипе, ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсене чунпа, кӑмӑл-туйӑмпа ҫывӑхлатассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем те тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пирӗн вара хальлӗхе ку енӗпе опыт ҫукрах, ҫавӑнпа наци культура пӗрлӗхӗсен /республикӑра вӗсем 34, вӗсенчен 24-не регистрациленӗ/ ертӳҫисем хӑйсен умӗнче тӑракан ҫивӗч ыйтусен шутӗнче, тӗпрен илсен, йышпа пуҫтарӑнмалли пӳлӗм, вырӑн ҫукки, халӑхсен йӑли-йӗркине, тӑван чӗлхине упраса хӑварасси тӗп тӗллев тесе палӑртатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Телее, халӑхсен хутшӑнӑвӗ енӗпе Чӑваш Енре ӗҫ-пуҫ начарах мар.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Вӗсем ҫул ҫитменнисем валли пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе викторина ирттернӗ.

Они провели викторину для несовершеннолетних по пожарной безопасности.

Тӗллев — лайӑхрах пуласси // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин 2016 ҫулхи ҫур ҫулта строительство, ЖКХ, вӑрман касас енӗпе ӗҫсем пурнӑҫланӑ, патшалӑх тата муниципалитетсем саккас панӑ чухне саккунсене пӑхӑнман пирки 11 уголовлӑ ӗҫ пуҫарнине, хӑшпӗр тӗслӗхре капитал республикӑран тулаша куҫнине палӑртрӗ, патшалӑхпа муниципалитет органӗсене йӗркене пӑхӑнман тӗслӗхсене асӑрхасанах Шалти ӗҫсен министерствинчен пулӑшу ыйтма чӗнсе каларӗ.

Министр внутренних дел Сергей Неяскин отметил, что в первой половине 2016 года при выполнении государственных и муниципальных заказов по строительству, ЖКХ, лесоповалу по причине нарушения законов заведено 11 уголовных дел, в нескольких случаях капитал перевалил за пределы республики, государственных и муниципальных органов призвал обращаться за помощью в Министерство внутренних дел в случаях обнаружения неподчинения порядку.

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

ЧР Пуҫлӑхӗ ҫӗр лаптӑкӗсемпе усӑ курнӑшӑн, пурлӑхшӑн тытакан налук енӗпе пысӑк парӑма кӗнисемпе тунӑ килӗшӳсене татас ыйтӑва ҫивӗч лартмалла терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Доклада сӳтсе явма ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Енилина хутшӑнчӗ, хӑй ертсе пыракан Финанс министерстви асӑннӑ саккассене пурнӑҫланӑ чухне укҫа-тенкӗ ҫаврӑнӑшӗ енӗпе ҫитменлӗх чылай тупса палӑртнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май Михаил Игнатьев укҫа-тенкӗ ҫаврӑнӑшӗ тӗлӗшпе тимлӗх ҫирӗп пулмаллине палӑртрӗ — влаҫсен, право хуралӗн органӗсен ку енӗпе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнмалла.

Подытожив разговор Михаил Игнатьев отметил, что надо быть особенно внимательным по обороту денег - властям и правоохранительным органам надо принимать соответствующие меры.

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Терроризма финанс енӗпе тӗревленине тупса палӑртман-ха, ҫапах укҫана пӗр кунлӑх фирмӑсем ҫавӑрттарнӑ, финанс пирамидисем йӗркеленӗ тӗслӗхсем Чӑваш Еншӗн те ют мар.

Куҫарса пулӑш

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Финанс министрӗ Светлана Енилина предприятисен хӑйсен тумалли ӗҫсем ҫинчен каларӗ: пассажирсене тӗплӗ шута илес енӗпе мерӑсем йышӑнмалла, тӑкаксене оптимизацилемелле тата ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ку енӗпе юлашки вӑхӑтра ҫивӗчлӗх пур.

Куҫарса пулӑш

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Патшалӑх влаҫ органӗсен хушшинче ку енӗпе Физкультурӑпа спорт министерствин атлечӗсене ҫитекенни пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Фитнес-аэробика енӗпе министерство командине йӗркелеме пултартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн заместителӗ Алена Аршинова, культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Татьяна Богданова, экономика аталанӑвӗн министрӗн заместителӗ Виталий Емельянов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Елена Николаевӑпа Александр Никаноров тӗп доклада сӳтсе явма хутшӑнчӗҫ.

Заместитель председателя комитета по делам образования Алена Аршинова, уполномоченный обязанности министра культуры Константин Яковлев, первый заместитель министра здравоохранения Татьяна Богданова, заместитель министра экономического развития Виталий Емельянов, депутаты государственного совета Елена Николаева и Александр Никаноров приняли участие в обсуждении основного доклада.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Виҫҫӗмӗш шухӑша, ял хуҫалӑхӗнче ӗҫ укҫи ытла пӗчӗк тенине, пӗтерес енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемеллине палӑртать А.Макушев:

Куҫарса пулӑш

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Алманч тӑрӑхӗнче пурӑнакансен ячӗпе ял пурнӑҫне ҫӗнетсе лайӑхлатас енӗпе тӑвакан ырӑ та пархатарлӑ ӗҫсемшӗн Николай Васильевича Нимӗчкасси ял старости Е. П. Макарова тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Хальлӗхе ку енӗпе «Волитпа» «Караевора» тата «Шатьмара» ҫеҫ лайӑх ӗҫлесе пыраҫҫӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Ҫавӑн пекех вӑл водительсене 20 сехетлӗ программӑпа ӗҫ сыхлавӗн ыйтӑвӗсемпе, В. П. Чаховский ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе тепӗр ҫавӑн чухлӗ сехет вӗрентмелли пирки асилтерчӗҫ.

Также он и В. П. Чаховский напомнили, что водителям при изучении 20-ти часовой программы по вопросам защиты труда и дорожной безопасности нужно выделить еще столько же часов.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех