Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ытлашши сăмах пирĕн базăра пур.
Ытлашши (тĕпĕ: ытлашши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытлашши калаҫатӑн, ырӑ ҫыннӑм!

— Увлекаешься, милейший мой!

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кондратьевпа алӑ тытсан, Сергей ытлашши сӑмах хушмасӑр, комисси акчӗсемпе тултарнӑ папкӑна ун умне уҫса хучӗ.

Поздоровавшись с Кондратьевым, Сергей без лишних слов развернул перед ним папку с актами и выводами комиссии.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ытлашши палкама юратакан арӑмӗнчен Афанасий ҫавна та илтнӗ: Сергей ҫартан хӑй юлташне юри, йӑмӑкне качча парас шутпах илсе килнӗ-мӗн, — ҫавах та ним пӗлмен-сисмен пек пулса хӗр валли уйрӑм, тата чи лайӑх вырӑн турӗҫ…

Афанасий даже узнал от своей не в меру болтливой жены, будто Сергей нарочно привез с фронта Семена, чтобы женить его на Анфисе, — тем не менее делали вид, что ничего им не известно.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав вӑхӑтра Анфиса лавӗ ҫинчен ытлашши хатӗрсене илчӗҫ, лавҫӑсем лашасене, вӑкӑрсене кӳлчӗҫ те часах ту хыҫӗнче курӑнми пулчӗҫ.

Тем временем с Анфисиной брички были сняты лишние продукты, возницы запрягли лошадей и быков, и вскоре обоз тронулся и скрылся за поворотом.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тата вӑл пирӗн ҫамрӑк-ха, ытлашши ларман халӗ.

Да и молодая она у нас, сказать, еще не перестояла.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗн ытлашши сӑмах ҫаптарса ларас…

— И за каким бесом тратить лишние слова…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ку вара ытлашши, — терӗ Сергей.

— Вот уж это зря, — возразил Сергей.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унӑн ытлашши ҫаран пур.

У него лишние сенокосы.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ытлашши ӗҫрӗм, вӗрилентӗм…

Лишнее выпил и погорячился…

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ытлашши ӗҫрӗн-и е сывӑ мар-и эсӗ…

Или ты лишнее выпил, или тебе нездоровится…

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей ытлашши юратса каякан ҫын, пӗр-пӗр хӗр кӑмӑлне кайсан, вӑл ун хыҫҫӑн вута та сикме хатӗр; Ҫемен ун пек ӗҫсем ҫине асӑрханса пӑхнӑ, «ҫичӗ хут виҫ те пӗрре кас» текен ватӑ ҫынсен сӑмахне асра тытнӑ.

Сергей легко увлекался, и если девушка ему понравится, то он готов идти за ней хоть в огонь; Семен же в сердечных делах был осторожен и всегда придерживался известного правила: семь раз отмерь — один раз отрежь.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Старшина Ҫемен Гончаренко лутрарах та сарлака хулпуҫҫиллӗ, яштака — ун пек ҫамрӑк ҫынсене кӗрнеклӗ теҫҫӗ; Сарӑ ҫын вӑл, куҫӗсем пысӑк та кӑн-кӑвак, — вӗсенче кӑвак пӗлӗт тӗсӗ ытлашши нумай; куҫхаршисем ҫинҫе те ҫав тери ҫутӑ, тӗксӗмрех кунсенче палӑрмаҫҫӗ те, хӗвеллӗ кун лӗпӗш ҫуначӗ пек йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Старшина Семен Гончаренко был роста невысокого, широкоплечий, — таких юношей обычно называют крепышами; чуб белесый, глаза большие и голубые-голубые, — даже слишком много в них этой небесной голубизны; брови узкие и такие белые, что в пасмурный день их почти не заметно, а в солнечный — они поблескивают, как крылышки бабочки.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Патшапа ытлашши ан шӳтле.

Не шути с государем.

«Халӑх юн тумламӗ» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Хаяр, хаяр, ытлашши те хаяр, патша-аттемӗр, никама та сывлама памасть, — шавлаҫҫӗ мужиксем.

— Лют, лют, уж больно лют, царь-государь, продыху от его лютости не было! — кричат мужики.

Ҫакас е каҫарас // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Лӑпкӑ чӗрепеле хырӑмпа шуҫса ҫӳреме эсӗ ытлашши тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын, ухмах мар.

Ты слишком честен и неглуп, для того чтобы мог со спокойной совестью пресмыкаться.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ытлашши каппаятӑн!..

Дюже много!..

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ытлашши мухтанатӑн эсӗ, хӑта.

Хвальбы у тебя много, сват!..

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Манӑн атавизм пуҫланчӗ, чӑннипе каласан, эпӗ кунта, тупата туршӑн, ытлашши.

У меня атавизм, и я, ей-богу, тут лишний.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ытлашши ҫӳллӗ эсир.

Высокий вы очень.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хыҫалти ретсенче ытлашши виҫерен тухмасӑр ӗхӗлтетсе кулса ячӗҫ.

Позади в рядах сдержанно захохотали.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех