Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тахҫанах сăмах пирĕн базăра пур.
тахҫанах (тĕпĕ: тахҫанах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тахҫанах пулнӑ ку ӗҫ, анчах питӗ лайӑх астӑватӑп, ӗнер кӑна эп ҫавӑн пек хӑтланнӑ тейӗн.

Давно это было, а помню все дочиста, как будто только вчера это со мной получилось.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Килте тахҫанах ӗнтӗ хуҫа урин мӑнаҫлӑ сасси илтӗнсе тӑрать, вӑл ҫын пулнӑ, ватӑла та пуҫланӑ, анчах амӑшӗшӗн вӑл ҫав-ҫавах Яшук-ха, вӑл ӑна — пӗчӗкскерне, шурӑ ҫӳҫлӗ, шухӑ ачана, час-часах тӗлӗкре курать…

Уже давно звучат по дому шаги хозяина, зрелого мужа, почти старика, а для нее он по-прежнему Яшенька, и она часто видит его во сне маленьким, белобрысым и шустрым мальчуганом…

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эс ун ҫинчен тахҫанах маннӑ пуль ӗнтӗ?

Но ты, пожалуй, об этом уже забыл?

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Вӗсен вилтӑприйӗсем те тахҫанах манӑҫнӑ ӗнтӗ, майӗпенех ҫӗрпе танлашаҫҫӗ пулӗ.

Теперь могилы их забыты и сровнялись с землей.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Тӑван-хурӑнташсем пирӗнтен тахҫанах сивӗнсе пӗтнӗ ӗнтӗ.

Родственники давно уже перестали ходить.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Вӗсем юсанма мар, тахҫанах мана ухмаха ернӗ ҫын вырӑнне хума хатӗрленнӗ иккен.

Они не только не желали исправиться, но намеревались упрятать меня куда-нибудь как сумасшедшего.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

«Пире курас тесе ахалех кун пек вӑрӑм ҫула тухнӑ эсир. Вӑл тахҫанах сывалнӑ ӗнтӗ, халӗ Н-ска хысна ӗҫне кӗмелли хут патне кайнӑ».

«Вы напрасно проделали такой длинный путь только ради того, чтобы навестить нас. Ведь он давно уже поправился и сейчас уехал в N за назначением на казенную должность».

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех