Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Николай сăмах пирĕн базăра пур.
Николай (тĕпĕ: Николай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Катя унӑн сӑмахӗсене пуҫне ирӗксӗррӗн усса итлерӗ, Николай Антоныч — сӑпайлӑн, ним пулман пек…

Катя слушала ее, упрямо опустивголову, Николай Антоныч — вежливо, но снисходительно…

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӗт вӗренӗ, Николай Антонычӑн кофе ӗҫес килмест-и?

Молоко вскипело, не хочет ли Николай Антоныч кофе?

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нина Капитоновна ҫывӑхрах пулнӑ курӑнать, алӑк хыҫӗнчех пулнӑ-и тен, мӗншӗн тесен, Катя ҫакна каласанах вӑл кӗчӗ те Николай Антоныча апата чӗнме пуҫларӗ.

Надо прлагать, что Нина Капитоновна была где-нибудь поблизости, может быть, даже за дверью, потому что, как только Катя сказала это, она сейчас же вошла и захлопотала, захлопотала.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч, ним калайман енне, аллисене сарса ячӗ.

И Николай Антоныч беспомощно раскинул руки.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Николай Антоныч калаҫса пӗтеймесӗр тухса кайма пултараймарӑм.

Я не мог уйти, прежде чем он кончит.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Николай Антоныч хӑйӗн вилнӗ пиччӗшӗшӗн ҫулран-ҫул ытларах та ытларах ҫухатса пыма пуҫларӗ тесе шутларӑм.

Я подумал, что Николай Антоныч с каждым годом жертвует покойному брату все больше и больше.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Катьӑна сывпуллашса вӑхӑта ирттерсе тӑтӑм, ҫак самантра Николай Антоныч таврӑнчӗ.

Я замешкался, прощаясь с Катей, и Николай Антоныч вернулся.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпӗ пурпӗрех мӗн иккенне тавҫӑрса илтӗм: Катя мана ҫав кӗнекесене парса янине Николай Антоныча пӗлтерме юрамасть иккен.

Но я-то понял, в чем дело: он не должен знать, что она позволила мне взять эти книги.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунсӑр пуҫне тата, Николай Антоныч калаҫнӑ вӑхӑтра, Катя сӗтеле, сӗтел ҫинчи кӗнекесене ҫурӑмӗпе хупласа тӑчӗ.

Кроме того, все время, пока Николай Антоныч говорил, Катя стояла спиной к столу, на котором лежали книги.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпир этем обществинче пурӑнатнӑр, — ҫемҫен каларӗ Николай Антоныч.

— Мы живем в человеческом обществе, — мягко продолжал Николай Антоныч.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч пирӗн умма тухса тӑчӗ.

и Николай Антоныч появился на пороге.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татариновсем патне эпӗ, Николай Антоныча курас мар тесе, юриех меллӗ вӑхӑт шыраса килтӗм: ку вӑхӑтра яланах педагогика совечӗн ларӑвӗ пулать.

Я пришел к Татариновым нарочно с таким расчетом, чтобы не застать Николая Антоныча: в это время всегда происходило заседание педагогического совета.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныча пӗр Левитана кӑна паман пулас ҫав, мӗншӗн тесен столовӑй темле пушанса юлнӑ.

Должно быть, Николаю Антонычу подарили не только Левитана, потому что в столовой вообще стало как-то пустовато.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныча, — тарӑхса персе ячӗ Катя, — вӑл Левитана юратать.

— Николаю Антонычу, — вдруг язвительно добавила Катя, — он обожает Левитана.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вӗсем Мускава, Николай Антоныч хваттерне куҫса каяҫҫӗ.

Потом они переехали в Москву, в квартиру Николая Антоныча —

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч сӑмахӗпе, вӑл яланах васканӑ.

По мнению Николая Антоныча, он всегда торопился.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫаксене пурне те ӗнтӗ Николай Антоныч укҫипе туяннӑ пулнӑ.

И все это было куплено на деньги Николая Антоныча.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч калать, аҫу хӑй айӑплӑ, тет.

Николай Антоныч говорил, что папа был сам виноват.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан Энска Николай Антоныч килсе ҫитет, килте ҫӗнӗ сӑмахсем хутшӑнаҫҫӗ: «Нимӗнле шанчӑк та ҫук».

Потом в Энск приехал Николай Антоныч, и в доме появились новые слова: «Никакой надежды».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе каласан, ун ҫинчен Татариновсен килйышӗнчен Николай Антонычран пуҫне ыттисем калаҫсах та каймастчӗҫ.

Вообще, кроме Николая Антоныча, который, напротив, очень любил это слово, у Татариновых не очень часто говорили о нем.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех