Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таянса (тĕпĕ: таян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илья Николаевич пуканӗ хыҫне таянса ларчӗ.

Илья Николаевич откинулся на спинку стула.

Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Уэлдон миссис, Нэн, ялан лӑпкӑ Бенедикт пичче те, штирборт хӗррине таянса, путакан карапа курасшӑн тинкерсе пӑхрӗҫ.

Миссис Уэлдон, Нэн и даже невозмутимый кузен Бенедикт, облокотившись о поручни штирборта, старались разглядеть затонувшее судно, о котором сообщил Дик.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Винтовка ҫине таянса тӑракан Саша нимӗн те чӗнмерӗ.

Саша молчал, опершись на винтовку.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Саша Степан пичче ҫумӗнче нумайччен хӑяккӑн таянса тӑчӗ.

Саша подолгу стоял возле дяди Степана, притулившись к нему боком.

43 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ефим мучи Степан Ильич патне пырса кӗчӗ те, туйи ҫине таянса, алӑк патӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Дед Ефим пришел к Степану Ильичу в хату, остановился у двери, опираясь на палку.

36 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Хӑй кӑшт уксахласа, туйи ҫине таянса пырать.

Он слегка хромал, опираясь на палку.

29 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Вӑл, кӗреҫи ҫине таянса, пилӗкӗ таран шӑтӑкра тӑрать.

Она стояла по пояс в яме, опираясь на лопату.

19 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ваҫҫук унпа юнашар ларчӗ, чавси ҫине таянса, тиха хыҫӗнчен пӑхса юлчӗ.

Васек опустился рядом и, опираясь на локоть, смотрел вслед коню.

5 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Унтан вӑл, чавсисем ҫине таянса ҫӗкленнӗ те, аллине тӑснӑ.

Потом, приподнявшись на локте, протянул руку.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Бурмистр диван ҫинче улпут чӗлӗмне туртса таянса ларнӑ.

Бурмистр сидел, развалясь на диване, посасывая господский чубук.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Туя ҫине таянса Сусанин малта ҫул кӑтартса пынӑ.

Сусанин, опираясь на клюку, шел впереди, указывая дорогу.

Иван Сусанин // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 20–36 с.

Давыдов хӑйӗн ҫырмалли пысӑк сӗтелӗ умӗнчи кресло ҫинче тӗксӗммӗн таянса ларать.

Давыдов угрюмо откинулся в кресле перед своим большим письменным столом.

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Ҫак аякри-аякри тӗнче ҫутинчен Шатров чылай вӑхӑт хушши хӑпаймарӗ, анчах кресло ҫинче юлхавлӑн таянса ларакан Бельский ӑна васкатрӗ:

Шатров долго не мог оторваться от этих огней далеких миров, но Бельский, лениво откинувшийся в кресле, поторопил его:

Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Кӗтесре ларакан йӗркеллӗ ҫамрӑк ҫын (кӗтесри вырӑн питӗ майлӑ вырӑн шутланать, мӗншӗн тесен чӳрече енне те, ҫурӑмпа та таянса ларма май пур) хӑйӗн вырӑнне ватӑ е чирлӗ ҫынна парать, хӑй урӑх ҫӗре куҫса ларать.

Хорошо воспитанный молодой человек, сидящий в углу (это место на скамье считается самым удобным, так как там можно прислониться как к спинке сидения, так и к стенке у окна) отдает свое место старику или больному, а сам пересаживается на менее удобное место.

Ҫула тухсан // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Вӗсен калаҫуне велосипед ҫине таянса тӑнӑ Семенов итлет.

Семенов, опершись на велосипед, слушал ее.

6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Пӗве ҫирӗмшер чарак ҫине таянса тӑракан улмуҫҫисен чӑтлӑхне кӗрсе ҫухалать.

Пруд врезался в гущу старого сада с яблонями, на двадцати ногах каждая.

4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Вӑл машина ҫунатти ҫине таянса, хӑйӗн ҫивӗтӗсемпе вылянӑ, анаслакаласа тӑнӑ хушӑра, Сергей ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Опершись о крыло машины, она играла своими косичками и, позевывая, внимательно рассматривала Сергея.

2 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Икӗ енчи чавса айне те йышӑнса таянса лармалла мар, кӳршӗ те чавсаланасшӑн пулӗ.

Занимать оба подлокотника — бесцеремонно, так как и сосед хочет опереться.

Кинора, лекцире, театрта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Урасене сарса пусса, алтупанӗсемпе чӗркуҫҫинчен таянса ларакан арҫын кӑнттам та тӳрккес курӑнать.

Впечатление грубости и неотесанности создает о себе мужчина, сидящий, расставив ноги и опираясь ладонями о колени.

2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Стена ҫумне таянса тӑни те килӗшӳллӗ мар, пӗрре кӗпе-йӗме шурӑ тӑмпа варалама пулать, тепре тарлӑ алӑсемпе — стенана.

Не подобает стоять, прислонившись к стене, об стену можно запачкать одежду, а потными руками и стену.

2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех