Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑлхар сăмах пирĕн базăра пур.
пӑлхар (тĕпĕ: пӑлхар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр ыйту кӑна ку теорие пӑсать — мӗншӗн-ха Пӑлхар хулинче пырӑнакансем мунчана XIV ӗмӗрте ҫеҫ хӑпартнӑ?

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Информаци тата шыракаласа пӑхрӑм та пӑлхар мунчине Вӑтам Ази меслечӗпе тунӑ тенине тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Пӑлхар хулинчи мунча тем тесен те питех те ӗлӗкхи мар-ҫке — XIV ӗмӗрте хӑпартнӑскер ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Ҫавна май ман шутпа Пӑлхар мунчисене ҫавах та Вӑтам Азирен илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Унсӑр пуҫне хун вӑхӑтӗнче пӗлнӗ япалана Атӑлҫи Пӑлхар тапхӑрӗччен ҫитерме тем тесен те ҫамӑлах мар.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Пӑлхар мунчин тымарӗ те, тен, шӑп ҫавӑнтан пырать.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Пӑлхар хулинче экскурсире ҫӳренӗ мая мана яланах унти кив мунчасем питӗ тӗлӗнтеретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Чи пӗлтерӗшли — ун чухнехи халӑх мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа пурӑннине палӑртасси, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне хаяр тӑшман килсе аркатнӑ хыҫҫӑн чӑваш халӑхӗ вакланса ҫухалма пуҫлани, тӗрӗс ҫул тупаймасӑр тертленни, хӑй тӗллӗн аталанма майсем хупланнипе Мускав е Хусан «ҫулне» суйласа илмелле пулса тухни.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Бородино хирӗнче, Соловец утравӗнче, Вааламра, Карелире, Мурманскра, Измаилра, Псковра, Чудской кӳллинче, Эльбрусра, Кабардин-Балкарире, Воронеж облаҫӗнчи Большие Дивы ятлӑ ялта, Пенза ҫывӑхӗнчи Ылтӑн крепоҫра, Тобольск ҫумӗнчи Чӑваш сӑмсахӗ ҫинче, Тутарстан Республикинчи Пӳлер, Сувар, Пӑлхар хулисенче тата ытти нумай-нумай вырӑна ҫитсе куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Лара-тӑра пӗлмен таврапӗлӳҫӗ // Нина РАЗУМОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Паянхи урок Аслӑ Пӑлхар ҫӗршывӗ ҫинчен пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

«Хравути Пуххи» («ыхра ути») – халӑхсен пуххи, пирӗн несӗлсен Атӑлҫи Пӑлхар Патшалӑхӗ (1236-1237 ҫҫ.) арканса кайнӑ хыҫҫӑнхи йывӑр тапхӑрсенчех пуҫланса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Чӗмпӗр хулине ҫитсен Николай Кондрашкин писатель, скульпторпа Тутар Республикинчи Пӑлхар хулинчен килнӗ Валентина Якинчева ертсе пыракан «Ҫеҫпӗл» пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Кӗлӗ сӑмахӗсенче вӑтам ӗмӗрсенчи ҫыруллӑ культура витӗмӗ те палӑрать, халӑхӑмӑр пӑлхар цивилизацийӗн ӑшшипе пиҫӗхни ҫинчен каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ҫав текстсенчи канон сӑмахлӑхра Атӑл ҫи Пӑлхар е Ылтӑн Урта тапхӑрӗсенчех ҫирӗпленсе ларнине палӑртать Н.И. Ашмарин.

Канонная словесность в этих текстах, отмечает Н. И. Ашмарин, утвердилась в период Волжской Болгарии или Золотой Орды.

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Н.И.Ашмарин чӑваш мифологийӗнчи чылай ятсем пулса тата кӗлӗ сӑмахӗсем йӗркеленсе кайнине Атӑл ҫи Пӑлхар е Ылтӑн Урта патшалӑхӗсен вӑхӑчӗпе ҫыхӑнтарать, вӗсене ислам тӗнӗнчи сӑмах-йӑлапа ӑнлантарать.

Н. И. Ашмарин связывает происхождение многих имен чувашской мифологии и появление молитв с временами Волжской Болгарии или Золотой Орды, объясняет их словами-обычаями в исламском мире.

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Кӗлӗ йышши чӗлхесем вара Атӑл ҫи Пӑлхар ӗмпӳлӗхӗ чӑмӑртаннӑ тапхӑртан вӑй илеҫҫӗ темелле.

А языки похожие на молитвы набирают силу с момента образования царства Волжской Болгарии.

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ун ҫине «Кӗмел Пӑлхар» тесе ҫырни те пур.

На нем есть и такая надпись "Серебряная Булгария".

Ботаника пахчи — илемлӗ те кӑсӑклӑ вырӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2788.html

— Эп пӑлхар ҫынни…

— Просто как болгарин…

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хирсенче, ҫулсем ҫинче тӑтӑшах пӑлхар виллисем тупӑна пуҫларӗҫ, хуласемпе ялсем хушшинче ҫӳресси кансӗрленсех пычӗ.

На полях и дорогах все чаще находили трупы болгар, и сообщение между городами и селами становилось все более и более опасным.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эсир халь мӗн калани хӑвӑр нумай вуланине пӗлтерет, — хӗрсе хирӗҫ тӑчӗ ӑна Огнянов, — ҫаках вӑл эсир пӑлхар ыйтӑвне пӗлменнине те кӑтартать!

— Высказанные вами взгляды, — горячо возразил Огнянов, — говорят лишь о вашей начитанности, но они же весьма красноречиво свидетельствуют о том, что вы не понимаете болгарского вопроса!

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех