Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патшалӑх сăмах пирĕн базăра пур.
патшалӑх (тĕпĕ: патшалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патшалӑх Канашӗн ун чухнехи председателӗ М.Михайловский «Чӑваш Республикинче чӑваш чӗлхи пӗрремӗш патшалӑх чӗлхи пулса тӑрать», — тени вара хӑшӗ-пӗрне уртарсах ячӗ.

Слова тогдашнего Председателя Государственного Совета М. Михайловского "Чувашский язык является первым из государственных языков Чувашской Республики" некоторых вообще выбили из колеи.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чӑваш патшалӑхӗнче чӑваш чӗлхине, вӑл патшалӑх чӗлхиех пулсан та, пур енчен те хӗстереҫҫӗ.

В Чувашском государстве, хотя чувашский язык и является государственным, чувашский язык выдавливается со всех сторон.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Кашни кандитатшӑн сасӑлани, пире Патшалӑх Думин тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн малашнехи суйлавӗсенче тӗрӗс ҫул суйласа илме пулӑшать, - палӑртать Николай Малов.

Куҫарса пулӑш

Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ тата тӗрӗс суйлав тума пулӑшать // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Майӑн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енре РФ Патшалӑх Думипе Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне пӗрлехи малтанхи сасӑлав кунӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ тата тӗрӗс суйлав тума пулӑшать // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Майӑн 17-мӗшӗнче пирӗн районта ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Юрий Попов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗ Петр Краснов пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Поповпа Петр Краснов ял ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Эпир хамӑрӑн суйлавҫӑсенчен канаш, пулӑшу ыйтатпӑр. Конкретлӑ кандидатсемшӗн панӑ сасӑсем Патшалӑх Думине тата Патшалӑх Канашне суйламалли вӑхӑтра партие тӗрӗс ҫул-йӗр кӑтартӗҫ», – тенӗ Николай Малов.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

2016 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗнче «Единая Россия» парти Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ирттерекен малтанхи сасӑлавӑн Пӗрлехи кунӗ иртет.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи кӗркунне РФ Патшалӑх Думине тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутатсен суйлавӗ иртмеллине эпир хыпарланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Праймериза хутшӑнни мӗне пӗлтерет? // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12447.html

Информаци ушкӑнӗ йышӗнче ЧР транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн заместителӗ Н.Максимов, ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсемпе архив ӗҫӗн министрӗн заместителӗ Т.Казакова, ЧР Патшалӑх статистикин Федераллӑ службин Территорири органӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Л.Егорова, ЧР вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин вӗрентӳ сферинчи надзорпа контроль енӗпе ӗҫлекен Управленийӗн начальникӗ М.Федотов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Г.Васильев, Чӑваш Ен - ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчӗн ФГБУ информаципе аналитика центрӗн филиалӗн директорӗ В.Петров пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

«Эпир хамӑр суйлавҫӑсенчен пулӑшу тата канаш ыйтатпӑр. Конкретлӑ кандидатсемшӗн панӑ сасӑсем пирӗн партие малашнехи РФ Патшалӑх Думин тата ЧР Патшалӑх Канашӗн суйлавӗсене хутшӑнма тӗрӗс ҫул-йӗр суйласа илме пулӑшасса шантаратпӑр», - тенӗ Н.Малов.

Куҫарса пулӑш

Н.Малов: «Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ тӗрӗс ҫул-йӗр суйлама пулӑшать» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Шутлав участокӗнче кашни суйлавҫӑна виҫӗ бюллетень парӗҫ: пӗрремӗшӗ - РФ Патшалӑх Думин кандидачӗшӗн пӗр мандатлӑ округпа, иккӗмӗшӗ - парти списокӗпе РФ Патшалӑх Думине сасӑламалли.

Куҫарса пулӑш

Н.Малов: «Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ тӗрӗс ҫул-йӗр суйлама пулӑшать» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

2016 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енре РФ Патшалӑх Думин тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене суйланакан кандидатсен малтанхи сасӑлавӗн пӗрлехи кунӗ иртет.

Куҫарса пулӑш

Н.Малов: «Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ тӗрӗс ҫул-йӗр суйлама пулӑшать» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫак сӑмахсем йӑлтах — ЧР Патшалӑх Канашӗн Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри «Единая Россия» политика партийӗн Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай МАЛОВ пирки.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

2016 ҫулхи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсенчен пӗри Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫитес суйлавӗсем пулӗҫ.

Одним из важнейших событий 2016 года станут выборы в Государственную Думу Российской Федерации и Государственный Совет Чувашской Республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Патшалӑх саккасӗсемпе тивӗҫтернӗ патшалӑх корпорацийӗсемпе предприятийӗсем валли тавар тӑратакансен списокӗнче ют ҫӗршыв компанийӗсене улӑштарни – Чӑваш Ен вак бизнесӗшӗн малалла аталанмалли лайӑх мел.

Замещение западных компаний в списке поставщиков госкорпораций и предприятий, обеспеченных государственными заказами, – это реальная возможность для роста малого бизнеса Чувашии.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Республикӑра патшалӑх гарантийӗсен программисене пурнӑҫлакан патшалӑхӑн мар медицина учрежденийӗсен шучӗ ҫулсерен йышлӑланса пырать.

Ежегодно в республике растет число негосударственных медицинских организаций, участвующих в реализации программы госгарантий.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ӑна уҫма Вадим Чернова, вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранне Петр Печкова, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председательне Юрий Попова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне Петр Краснова, район администрацийӗн пуҫлӑхне Николай Миллина шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Смирнов, СССР халӑх учителӗ, вӑрҫӑ ветеранӗ Петр Чернов, шкул директорӗ Петр Кузнецов, салтак арӑмӗ Серафима Смирнова саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Ҫамрӑксем факел йӑтса утнин уявне Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, ҫавӑн пекех район пуҫлӑхӗ Петр Скворцов тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Унта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова, РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн членӗ Вадим Николаев, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ — ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, «Чӑвашрессовпроф» ертӳҫи Анатолий Коршунов, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн заместителӗ, «Единая Россия» политика партийӗн Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех