Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайӑксене (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акцие Чӑваш наци музейӗ Раҫҫейри кайӑксене сыхлакан пӗрлӗхпе пӗрле ирттерет.

Акцию проводит Чувашский национальный музей совместно с объединением по охране птиц.

Кураксене шутлама чӗнеҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/21875.html

Инфекцисем аталанса ан кайччӑр тесен, кайӑксене ку енчен ӑнӑҫлӑ хуҫалӑхсенче туянмалла, пӳлӗмсене тата инвентаре час-часах ҫумалла тата дезинфекцилемелле.

Чтобы инфекция не распространялась, птиц в этом случаи, нужно преобретать в успешных хозяйствах, комнаты и инвентарь часто надо мыть и дезинфекцировать.

Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Симӗс курӑк, чӑрӑш йӗпписемпе курӑксенчен тураса тунӑ ҫӑнӑх кайӑксене ку витаминсемпе кӑна мар, А провитаминпа – каротинпа та ҫителӗклӗ тивӗҫтерме май парать.

Измельченные зеленая трава с иголками ели не только с этими витаминами, но и провитаминами А - каротином, обогатит птиц.

Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Д витамин сахал чухне (кайӑксене уҫӑлтарма кӑлармасӑр тытсан) шӑммисем деформациленеҫҫӗ, кайӑк йывӑррӑн утать, час-часах выртать, унӑн урисем кукӑрӑлнине асӑрхама пулать.

При нехватки витамина Д (когда птиц не выпускают на волю) косточки деформируется, птицам трудно ходить, часто лежат, можно заметить искривление ног.

Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Чӑваш Енри хурчкасен ҫемйинчи ҫак кайӑксене кӑҫал виҫҫӗмӗш хут, 2013 ҫулта виҫӗ йӑвари 3 чӗппе «тӑмхаланӑ».

Куҫарса пулӑш

Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫапах та ҫанталӑк лайӑхлансан вӗсем шлюпкӑсемпе тинӗс тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренӗ, «Аладары» чул хысакӗсем патнех ҫитнӗ, унти сайра тӗл пулакан кайӑксене сӑнанӑ, тинӗсре дельфинсем сикнине курса савӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Типӗ курӑка ҫунтарни йӑва ҫавӑракан кайӑксене те пысӑк сиен кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Хӑмӑла ҫунтарни - хӑрушӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

31. Иудейсене пӗтме суннисем, вӗсене ҫӑткӑн вӗҫен кайӑксене апат вырӑнне пӑрахса пама хатӗр тӑнисем, вӗсене хаваспах шута илсе ҫырса тухнисем, халӗ ӗнтӗ намӑсланса, ахлатсах хуйхӑрма пуҫланӑ, вӗсенӗн вут сирпӗтсе тӑнӑ чӑрсӑрлӑхӗ мӑшкӑла юлса сӳнсе ларнӑ.

31. Те же, которые обрекали их на погибель и на пищу хищным птицам и с радостью делали им перепись, теперь, объятые стыдом, восстенали, и дышавшая огнем дерзость угасла с позором.

3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Сӑлан пӑхакансен пуҫлӑхӗ вара, ҫав тискер кайӑксене латӑнпа хутӑштарнӑ ырӑ шӑршӑллӑ эрехпе шӑварса урса каяс патнех ҫитернӗскер, вӗсем ҫумне хӑрушӑ вӑрҫӑ сӑпрайӗ ҫыха-ҫыха лартнӑ, вара ир-ирех — халӑх та ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе, хуларан тухса, лашасене ӑмӑртса чуптармалли вырӑна васканӑ чухне — кермене пынӑ та патшана ӗнтӗ тумалли ӗҫ ҫинчен аса илтернӗ.

30. А начальствующий над слонами, приведя зверей, можно сказать, в бешеное состояние благоуханным питьем вина, приправленного ладаном, вооружил их страшными орудиями, и рано утром, когда уже бесчисленные толпы стремились из города на конское ристалище, пришел он во дворец и напомнил царю о том, что предлежало исполнить.

3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Унта ҫитсессӗн, вӑл йӑхташӗсене чӗнсе пуҫтарнӑ, парне вырӑнӗ умне священниксене тӑратнӑ, керемре пулнисене те чӗнтернӗ, 32. вара киревсӗр Никанорӑн пуҫне, аллине — усал ҫын, каппайланса, Пурне те Тытса Тӑраканӑн сӑваплӑ Ҫурчӗ енне тӑснӑ алла — кӑтартнӑ та 33. ҫылӑхлӑ Никанорӑн чӗлхине касса илме, ӑна вакласа кайӑксене пӑрахса пама, ӑссӑрӑн аллине вара Турӑ Ҫуртне хирӗҫ ҫакса хума хушнӑ.

31. Придя туда, он созвал одноплеменников и поставил пред жертвенником священников, призвал и тех, которые находились в крепости, 32. и, показав голову скверного Никанора и руку злохульника, которую он простирал на святый дом Вседержителя и превозносился, 33. приказал вырезать язык у нечестивого Никанора и, раздробив его, разбросать птицам, руку же безумца повесить против храма.

2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Маккавей ҫыннисем пурте пӗрле ырӑ кӑмӑллӑ Турра тав тунӑ, чун-чӗрипелен ҫынсене анчах мар, хӑрушӑ тискер кайӑксене те, тимӗр хӳмесене те ҫапса салатмаллах хастарланса ҫирӗпленнӗ.

9. Все они вместе возблагодарили милосердого Бога, и укрепились духом, готовые сокрушить не только людей, но и лютых зверей и даже железные стены.

2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтӗмпех пӗтерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа: 3. ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те пӗтерсе тӑкӑп, вӗҫен кайӑксене те, тинӗсри пулӑсене те, йӗркесӗр пурӑнакансемпе ултава та пӗтерсе тӑкӑп; ҫынсене ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа.

2. Все истреблю с лица земли, говорит Господь: 3. истреблю людей и скот, истреблю птиц небесных и рыб морских, и соблазны вместе с нечестивыми; истреблю людей с лица земли, говорит Господь.

Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Кайма тухсанах Эпӗ вӗсем ҫине Хамӑн серепеме ывӑтӑп; вӗсене вӗҫен кайӑксене ӳкернӗ пек чӑлхантарса ӳкерӗп; хӑйсен пухӑвӗ илтсе тӑнӑ пек, вӗсене хаса парӑп.

12. Когда они пойдут, Я закину на них сеть Мою; как птиц небесных низвергну их; накажу их, как слышало собрание их.

Ос 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Патша, эсӗ — патшасен патшийӗ; Тӳпери Турӑ сана патшалӑх, ирӗк, хӑват та чап панӑ; 38. Вӑл кирек ӑҫта пурӑнакан этем ывӑлӗсене, ҫӗр ҫинчи чӗрчунсемпе тӳпери вӗҫен кайӑксене сан аллуна панӑ, пурне те сана пӑхӑнтарнӑ.

37. Ты, царь, царь царей, которому Бог небесный даровал царство, власть, силу и славу, 38. и всех сынов человеческих, где бы они ни жили, зверей земных и птиц небесных Он отдал в твои руки и поставил тебя владыкою над всеми ими.

Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Эсӗ Израиль тӑвӗсем ҫинче пӗтӗн, эсӗ те, санӑн пӗтӗм ҫару та, санпа пӗрле килнӗ халӑхсем те ҫавӑнта пӗтетӗр; сана тӗрлӗ ҫӑткӑн кайӑксене, хирти тискер кайӑксене ҫиме парӑп.

4. Падешь ты на горах Израилевых, ты и все полки твои, и народы, которые с тобою; отдам тебя на съедение всякого рода хищным птицам и зверям полевым.

Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Эпӗ вӗсемпе тӑнӑҫлӑх халалӗ хывӑп та ҫӗр ҫинчен тискер кайӑксене хӑваласа ярӑп, вара вӗсене ҫеҫенхирте пурӑнма, вӑрманта ҫывӑрма хӑрушӑ пулмӗ.

25. И заключу с ними завет мира и удалю с земли лютых зверей, так что безопасно будут жить в степи и спать в лесах.

Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Вӗсене акӑ мӗн кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ пур! ҫаратса хӑварнӑ вырӑнтисем хӗҫпе касӑлса ӳкӗҫ; хиртисене тискер кайӑксене ҫиме парӑп; хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ вырӑнсенче тата ҫӗр хӑвӑлӗсенче пурӑнакансем мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ.

27. Вот что скажи им: так говорит Господь Бог: живу Я! те, которые на местах разоренных, падут от меча; а кто в поле, того отдам зверям на съедение; а которые в укреплениях и пещерах, те умрут от моровой язвы.

Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Е тата Эпӗ ҫав ҫӗр ҫине хӑрушӑ тискер кайӑксем ятӑм пулсан, вӗсем ҫав ҫӗре тӑлӑха тӑратса хӑварнӑ пулсан, тискер кайӑксене пула ҫӗр пушӑ та этем ҫӳремелле мар тӑрса юлчӗ пулсан, 16. ҫав виҫӗ ҫын, — Эпӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — ывӑлӗсене те, хӗрӗсене те ҫӑлайман пулӗччӗҫ, хӑйсем ҫеҫ, пӗр хӑйсем ҫеҫ ҫӑлӑнӗччӗҫ, ҫӗрӗ вара пушхир пулса юлӗччӗ.

15. Или, если бы Я послал на эту землю лютых зверей, которые осиротили бы ее, и она по причине зверей сделалась пустою и непроходимою: 16. то сии три мужа среди нее, - живу Я, говорит Господь Бог, - не спасли бы ни сыновей, ни дочерей, а они, только они спаслись бы, земля же сделалась бы пустынею.

Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Сана пӗтӗм ҫиллӗмпе, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа сут тунӑ чухне, сана хаяррӑн вӗлернӗ чухне хӑвӑн таврари халӑхсем умӗнче эсӗ ҫын кулли пулӑн, мӑшкӑл курӑн, вӗсемшӗн тӗслӗхпе сехре хӑппи вырӑнне пулӑн — ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм; 16. Эпӗ вӗсем ҫине вӗсене пӗтерекен выҫлӑхӑн хаяр сӑннисене ярсассӑн, вӗсене сире пӗтерме ярсассӑн, сирӗн хушшӑрти выҫлӑха вӑйлатсассӑн, ҫӑкӑр тӗрекне аркатсассӑн, 17. сирӗн ҫине выҫлӑхпа тискер кайӑксене ярсассӑн, сана ачусемсӗр тӑратса хӑварӗҫ; сан ҫийӗн хӗн-суранпа юн иртӗ, сана хӗҫӗмпе тӗллӗп; ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм, тет.

15. И будешь посмеянием и поруганием, примером и ужасом у народов, которые вокруг тебя, когда Я произведу над тобою суд во гневе и ярости, и в яростных казнях; - Я, Господь, изрек сие; - 16. и когда пошлю на них лютые стрелы голода, которые будут губить, когда пошлю их на погибель вашу, и усилю голод между вами, и сокрушу хлебную опору у вас, 17. и пошлю на вас голод и лютых зверей, и обесчадят тебя; и язва и кровь пройдет по тебе, и меч наведу на тебя; Я, Господь, изрек сие.

Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Халӑхсенӗн пуҫлӑхӗсем ӑҫта, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене тытса тӑнисем, вӗҫен кайӑксемпе выляса йӑпаннисем ӑҫта, 17. ылтӑн-кӗмӗл пухакансем ӑҫта? ҫынсем ӗнтӗ ҫавна шанаҫҫӗ, мул пухассин вӗҫӗ-хӗрӗ те курӑнмасть!

16. Где князья народов и владевшие зверями земными, забавлявшиеся птицами небесными, 17. и собиравшие серебро и золото, на которые надеются люди, и стяжаниям которых нет конца?

Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех