Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ир тӑнӑ чӗкеҫсем пӗр-пӗрин хыҫҫӑн хӑваласа ухӑ йӗппи пек вӗҫсе иртеҫҫӗ, куҫа палӑрми сывлӑш хумӗпе вӗсем темле те пӑркаланса выляҫҫӗ.
VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл хыр йывӑҫҫисен хушшине пырса выртрӗ, хыр йӗппи хулӑн си тӑкӑнса тулнӑ, ҫӑра курӑк ашкӑрса ӳсет, пытанса тӑмашкӑн меллӗ.
IV. Ялав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Юнлӑ йӗр хывӑнасса кӑна кӗтсе тӑрать-ҫке вӑл, вара сӗм-кӑвак инҫетрен ухӑ йӗппи пек тӑрӑнса аннӑ пулӗччӗ.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кӑна тума йывӑр пулчӗ, сулахай хулпуҫҫи урлӑ тепӗр майлӑ ҫаврӑнса тӑрассине темиҫе эрнене тӑсса пымалла, тата сехет йӗппи пек ерипен те пӗр пек ҫаврӑнмалла пулчӗ: пӑхӑр ун ҫине мӗнле пӑхас килнӗ ҫапла, тимлӗн пӑхӑр, вӑл ҫаврӑннине кураймӑр, анчах вӑл вӑрттӑн хӑйӗн ӗҫне тӑвать, хӑйӗн малтанхи вырӑнӗнчен малалла шӑвать-шӑватех.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Фын Мин йӑнӑшрах тӗлленӗ пулмалла, ухӑ йӗппи, И стрелока карланкӑран мар, ҫӑвартан лекрӗ.Но, видно, Фэн Мэн чуть ошибся в расчете — и стрела угодила охотнику в рот.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Веҫех питӗ хӑвӑрт пулса иртрӗ: тӑшман уххи тӳпери ҫӗн уйӑх пек авӑнчӗ, ухӑ йӗппи шӑпах И стрелок карланки патнелле шӑхӑрса пычӗ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Сасартӑк И инҫетре тем мӗлтлетнине, ун хыҫҫӑн ухӑ йӗппи вӗҫсе пынине асӑрхарӗ.Стрелок заметил, как вдали мелькнула чья-то тень, и в ту же секунду в него полетела стрела.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Ухӑ йӗппи чӑхха шӑпах чӗре тӗлӗнчен тивнӗ те вӗлерсех пӑрахнӑ.Он увидел, что его стрела попала курице прямо в сердце — птица, конечно, уже подохла.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
— И И стрелок эп, — учӗ ҫинчен анса, юнлӑ ухӑ йӗппи ҫине пӑхнӑ май, аран илтӗнмелле мӑкӑртатрӗ вӑл.— Я — стрелок И, — сказал он, слезая с коня; конец фразы И произнес упавшим голосом.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Утне шӑрт-шарт ҫапса илчӗ те вара, персе амантнӑ кайӑкне илме тесе, ухӑ йӗппи хыҫҫӑн ыткӑнчӗ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Ухӑ йӗппи ҫил пек вӗҫрӗ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Хуҫине ухӑ йӗппи йӗннипе уххине ҫакма пулӑшрӗ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Шань-сын тата пӗр мӑшӑр кӗмӗл хӑлха алкипе ылтӑнланӑ пуҫ йӗппи сыхланса юлнӑ.Серебряные сережки и позолоченную шпильку, единственное богатство у вдовы Шань,
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Хӑйсен турри кунта пачах кирлӗ мар, мӗншӗн тесен барометр йӗппи, ҫанталӑк улшӑнасса кӑтартнӑ тӗле ҫитсе, хытсах ларнӑ.А бог их тут совершенно ни при чем, раз барометр закостенел на переменном положении.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Сӑмах ҫӳпҫи, чӗрӗп йӗппи чикменскер!
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑлта ҫиппи манӑн аллӑмран вӗҫерӗнсе кайрӗ, вӑлта йӗппи вара ҫӳлти тута хӗррине витӗрех шӑтарса тирӗнсе ларчӗ.Леска-то осмыгнулась у меня в руке, крючок и промзил верхнюю губу.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кимӗ ухӑ йӗппи пек вӑркӑнса пычӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Анчах Обломов чӗрӗлчӗ кӑна, кӑмӑллӑн кулкалама пуҫларӗ кӑна, ун ҫине ӗлӗкхилле пӑхма, кӑмӑллӑн алӑк уҫса, унпа шӳтлеме пуҫларӗ кӑна — вӑл каллех самӑрланчӗ, каллех хавхаланса, ҫивӗчленсе, хавасланса, анчах малтанхинчен кӑшт урӑхларах ӗҫлеме пикенчӗ; малтан вӑл кунӗпех, лайӑх тунӑ машина евӗр, пӗр пек, тӗрӗс ӗҫлесе ҫӳретчӗ, ярӑнса утатчӗ, шӑппӑн та, хыттӑн та мар калаҫатчӗ, кофе авӑртатчӗ, сахӑр кататчӗ, мӗн те пулин аллатчӗ, ҫӗлеме ларсан, ун аллинчи йӗп сехет йӗппи пекех пӗр виҫепе вылянатчӗ; унтан вӑл васкамасӑр ура ҫине тӑратчӗ; кухньӑна ҫитиччен чарӑнса шкап уҫатчӗ, тем илетчӗ те кайса хуратчӗ — йӑлтах машинӑ пек тӑватчӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Карапсем тӑвас ӗҫре йывӑҫпа кӑна мар, тӗрлӗ металпа та усӑ курма, каярахпа карапсене тимӗрпе хурҫӑран тума тытӑнсан магнит йӗппи ҫурҫӗр — кӑнтӑр линирен тата ытларах пӑрӑннине, хӑш чух ҫав кӗтес самаях пысӑк пулнине асӑрхаҫҫӗ.
Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Каярахпа вара ҫакна тупса палӑртнӑ: магнит йӗппи ҫурҫӗр — кӑнтӑр йӗрпе пӗр линие тӗп-тӗрӗсех вырнаҫса выртмасть иккен, кӑштах кӗтес тӑвать.
Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.